Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кунта йывăрлăхсене парăнмаççĕ

20 февраля 2010 г.

Кунта йывăрлăхсене парăнмаççĕ

Мăн Сĕнтĕрти «Сундырь-Хлеб» чикĕллĕ яваплăхлă общество Муркаш тăрăхĕнче çеç мар, Чăваш Енре те, республика тулашĕнче те хастар та мал туртăмлă ĕçĕпе ырă ята тивĕçнĕ. Таçта пулсан та сентре çинче Мăн Сĕнтĕрсен продукцийĕ нумайччен выртнине курма çук. Ăна туянакансем те ун пирки ырă сăмахсем кăна калаççĕ. Çакă вара Мăн Сĕнтĕрсене пĕр вырăнта лартмасть: тăтăшах шыравра вĕсем, çĕннине алла илессипе малтисен ретĕнче.

Районăмăрăн черетлĕ çуралнă кунне уявлас умĕн вырăнти ÿсĕмсемпе паллашма маларах асăннă обществăна çитрĕм. Çак ĕçлĕ командировкăран эпĕ çĕкленÿллĕ кăмăлпа таврăнни манăн çул çÿрев усăсăр иртменнине çирĕплетрĕ.

1965 çулта никĕсленнĕ тата продукци кăларма пуçланă «Сундырь-Хлеб» чикĕллĕ яваплăхлă обществăшăн 2009 çул – производствăна малалла аталантарнă черетлĕ çулталăк. Тĕллевсем пурнăçланни коллектив пĕр çын пек пулса çанăсене тавăрса çичĕ хут тар юхтарса ĕçленипе пулнă. Çапла вара кунта пĕлтĕр оборудование çĕнетессипе, ĕç йĕркелĕвне лайăхлатассипе, пахалăха ÿстерессипе виçĕм çул йышăннă чикĕсене парăнтарнă. Çак ĕçсене пурнăçласа тата производство технологине паянхи кун ыйтнă пек аталантарса пыракан предприятин паянхи ассортимент виçи – 160 продукци тĕсĕ.

– Çакă вăл эпир кунсерен çавăн чухлĕ продукци кăларатпăр тенине пĕлтермест. Хамăр ĕç тытăмне рынок ыйтнă пек йĕркелесе пырса эпир паян ытларах заказсемпе ĕçлетпĕр: кам мĕн тата епле виçе ыйтать – çавна вăхăтра туса паратпăр. Ку вăл пирĕн мал туртăмлă ĕçĕн тĕп тĕллевĕ, – терĕ общество директорĕ Леонид Ильгечкин производство пуçлăхĕнчен Татьяна Маринкинаран иртнĕ çулхи ĕç кăтартăвĕсене ыйтнă май. Татьяна Николаевнан вара ÿсĕмсем пирки каламалли нумай. Иртнĕ çул кунта туса кăларакан «Грушевый – любимый аромат» напиток республикăра та чи пысăк хисепе тивĕçнĕ. Ку вăл натураллă продукт. Çавăнпа ăна ыйтакан те паян чылай.

Асăннă напитоксăр пуçне «Сундырь-Хлеб» кăларакан продукци ячĕсене кĕскен каласа та çитерейместĕн. Çакна çеç пĕлтерме пулать: кунта ахаль те пуян ассортимента çулсерен 7-8 çĕнĕ ят хушса пыраççĕ. Пĕлтĕр çеç производствăна «яблочные», «морковные» премĕксем, «снежинка» печени, «зебра» сухари, иçĕм çырлиллĕ кавăн çăкăрĕ т. ыт. те хушăнчĕç.

Çĕнĕлĕхсене пурнăçа кĕртсе пынипе пĕрлех производство предприятийĕсенче унчченхи ĕçсем çине те алă сулмасть: кулленех районти тата Туçи Çармăс тăрăхĕнчи ял магазинĕсене çемçе те тутлă çăкăр изделийĕсем ăсанаççĕ. 2009 çулта çеç «Сундырь-Хлеб» 884,8 тонна çăкăр изделийĕсем пĕçерсе кăларнă. Кунсăр пуçне ĕç ÿсĕмĕнче кондитер изделийĕсем 160,6 тонна, макарон таврашĕ 27,5 тонна, тутлă шыв 63751 декалитр йышăнаççĕ. Çак кăтартусем пĕтĕм тĕнчери экономика кризисĕ хуçаланнă 2009 çулта та Мăн Сĕнтĕрсем экономикăна хавшатманнине, производствăна унчченхи çулсен шайĕнчех сыхласа хăварма пултарнине кăтартаççĕ. Вăтам ĕç укçи 10 пин тенкĕне яхăн пулни те чикĕллĕ яваплăхлă общество ура çинче çирĕп тăни пирки калать.

Тунă ÿсĕмсенчен те пахараххи – «Сундырь-Хлеб» чикĕллĕ яваплăхлă общество ĕç коллективне сыхласа хăварни.

– Коллективра ĕçлес кăмăл пысăк. Тухăçлă вăй хума кадрсем те çителĕклĕ. Вĕсен тăрăшулăхĕ тата мал туртăмлăхĕ пĕр вырăнта лăпланса ларма памасть. Çавăнпа та пирĕн коллективри кашни ĕçчен – кулленех çĕнĕлĕхсен шыравĕнче. Вĕсен пĕр сĕнĕвĕ те пирĕн енчен тимлĕх уйăрмасăр юлмасть. Тавах вĕсене, - терĕ цехсем тăрăх ĕçсем епле пынипе паллаштарса иртнĕ май Леонид Геннадьевич Ильгечкин.

Мăн Сĕнтĕрсен курăмлă ÿсĕмĕсемпе, ырă кăмăлĕсемпе, çутă ĕмĕчĕсемпе киленсе коллективпа сывпуллашса тухрăм.

Анатолий БЕЛОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика