Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Европа шайĕнче ĕçлеççĕ

20 февраля 2010 г.

Европа шайĕнче ĕçлеççĕ

Районта Муркаш ен аталанăвне республика шайĕнче тĕслĕхе лартса кăтартма пултаракан предприяти вăл – «Моргаушская» чăх-чĕп фабрики» уçă акционерлă общество. Унăн ĕçĕ-хĕлĕ пире пурсăмăра та тăрăшуллăрах ĕçлеме, çĕнĕ технологисене ытларах пурнăçа кĕртме хистет. Çак çулпа кайсан çеç эпир рынок хутшăнăвĕсенче çухалса каймăпăр, ыранхи куна çирĕп шанса ĕçлеме пултарăпăр.

«Моргаушская» чăх-чĕп фабрикинче паянхи куна пĕтĕмпе 230,3 пин чăх шутланать. Предприятире çăмарта тăвакан чăхсен хисепне ÿстерессипе тĕллевлĕ ĕçленĕрен тата чăхсене пăхас-тăрантарас ĕçре çĕнĕ технологисене çул панăран фабрикăри продуктивлăх та çулсерен ÿссе пырать. Акă иртнĕ çул кунта ĕçлекенсем пĕрлехи тăрăшулăхпа 57 миллион та 4 пин те 400 çăмарта илнĕ. Ку вăл унчченхи çулхинчен 15 процент е 7 миллион та 454 пин çăмарта ытларах. Çулталăк хушшинче кашни чăх пуçне 331 çăмарта илни (2008 çулхинчен 7 çăмарта нумайрах) чăх-чĕп фабрики Европа шайĕпе ĕçлени çинчен калать. Çакна фабрикăра уйăх каялла ĕçлĕ çул çÿревпе пулнă чух ЧР Президенчĕ Н. Федоров уççăнах палăртрĕ.

Тунă ÿсĕмсем чикĕ тесе лăпланса лармаççĕ фабрикăра. Çакна 2010 çулхи пĕрремĕш уйăх кăтартăвĕсем те çирĕплетеççĕ. Фабрика ĕçченĕсем январь уйăхĕнче 4856 пин штук çăмарта илнĕ. Ăна иртнĕ çулхи çак тапхăрпа процент шайĕпе танлаштарса пăхсан, чăх-чĕп пăхакансен кăтартăвĕ – 122 процент.

– Производствăна ÿстерме майсем татах пур-и; – ыйтатăп хатĕр продукци цехĕнче фабрика ертÿçинчен Н. Ванеркинран.

Ку ыйтăва ăста ертÿçĕ хуравлама хатĕр пулни курăнчĕ.

– Перекетлĕх ыйтăвне ÿстерсен тата çĕнĕ технологисемпе анлăрах усă курма пуçласан, 2012 çул тĕлне эпир çăмарта илессине 90 миллиона çитерес тĕллевлĕ, – терĕ аталану вăрттăнлăхне уçса Николай Григорьевич.

Чăх-чĕп отраслĕн продукцине вара çĕршыв ыйтать.

А. БЕЛОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика