Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Асатте – манăн мăнаçлăх

20 февраля 2010 г.

Асатте – манăн мăнаçлăх

Хамăн асаттене – Георгий Тимофеевич Бычкова – çĕршывăн чăн-чăн хÿтĕлевçи тесе шутлатăп эпĕ. 1924 çулта Турай ялĕнчи хресчен çемйинче çуралса ÿснĕ вăл. Турай шкулĕнче 7 класс вĕреннĕ. Асаттен малалла вĕренес кăмăлĕ вара питĕ пысăк пулнă. 1939 çулта Михайловскинчи судостроени училищинчен вĕренсе тухсан вăл яла таврăнать.

Асатте ачаранпах ĕçлеме юратнă, пĕчĕкренпех колхозра тăрăшнă. Инвалидсен «Рекорд» артелĕнче чăпта çапнă çĕрте те ĕçленĕ.

Паянхи пекех астăвать вăл тырă вырнă вăхăтра алла повестка панине. Уйра калама çук нумай тырă вырмалла пулнă. Вăл вăхăтра çемьене чалăшпа лаптăк виçсе панă-çке-ха. Асатте 18 çулта пулнă. Тепĕр икĕ кунтан вĕсем – виçĕ призывник – Советскинчи район çар комиссариатне çитнĕ. Сергач хулине ăсатнă вĕсене. Мотоциклист-разведчиксен курсĕнче вĕреннĕ вăл. 1943 çулхи пуш уйăхĕнче ăна 50-мĕш уйрăм мотоциклистсен полкне йышăннă. Çак полкра вăл 1946 çулхи кăрлач уйăхĕчченех шутланса тăнă.

Асатте вăрçă çулĕсене куççульсĕр аса илеймест. Час-часах мана вăл çав вăхăтри йывăр самантсем пирки каласа парать. Акă Киев хулинчи çапăçусем пирки аса илнĕччĕ. Днепр юхан шывĕ патĕнчи çапăçусем чăн вăйлă çапăçусем пулнă. Совет салтакĕсем ку çапăçура кашниех герой пулса тăнă, Киев хулине ирĕке кăларнă. Ун хыççăн Хĕвел Анăç Украинăна çăлассишĕн чылай çапăçура хутшăнмалла пулнă. Висла юхан шывне çĕнсе илмелле пулнă. Артиллери тата танк вăйĕсемпе нимĕçсене аркатнă хыççăн мотоциклистсен хамăрăн тĕп вăйсем çитиччен çĕнсе илнĕ вырăна тытса тăма тивнĕ. Çапла пирĕн асаттесем нимĕçсене Висла юхан шывĕ хĕрне çитичченех хăваланă. Тĕп вăйсем çитсен салтаксене тепĕр вырăна куçарнă.

Вăрçă тени ниçта та çăмăл пулман. Анчах та Орелпа Курск пĕккинчи çапăçусем чăннипех йывăр пулнă манăн асаттешĕн. 30-35 градус шăрăх, тусан, снаряд, бомба тĕтĕмĕ, вилнĕ салтаксем пытармасăрах çĕрме пуçлани, юн шăрши!.. Тăраниччен ĕçмелĕх таса шыв тупма май пулман! Цистернăсемпе турттарса пырса шыва котелоксене валеçсе панă. «Вăт чăн тамăк», – тенĕ вăл вăхăтра салтаксем.

«Чăлкăм куç хупман каçсемпе çĕрсем, кăмăла пăлхантарса чуна çунтаракан шухăшсем, çапăçури тата ĕçри чăтма çук йывăрлăхсем, тăвансемпе тантăш-пĕлĕше çухатни, суранланса юлнă çĕршер пин шăпа – акă вăл тискер тытăçу вăхăчĕсем», – тет манăн юратнă асатте.

Польшăна ирĕке кăларнă хыççăн асатте Германие çитнĕ. Кунти çапăçусем те çăмăл пулман. Вăл Дрезден хулине çитиччен шăпах Америка самолечĕсем 55 минут хушшинче пĕтĕм хулана бомбăсем пăрахса аркатнă. Апрелĕн 29-мĕшĕнче асатте Берлин хулине çитет. Майăн 5-мĕшĕнче каçхине вĕсене «Çĕнтерÿ паркĕ» тенĕ вырăна вырнаçтарнă. Çĕрле вара пулеметран тата автоматран пенĕ сасăпа вăранса кайнине калать асатте. «Победа! Победа! Победа!» – тенĕ сасăсем йĕри-таврах янăранă. Майăн 6-мĕшĕнче ирхине салтаксем Çĕнтерÿ кунне палăртнă.

Манăн асаттен орден-медалĕсем те кăкăр туллиех. Вĕсен шутĕнче: «Çапăçусенчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн», 3 степень Мухтав орденĕ, «Хастарлăхшăн», «Тăван çĕршывăн 1941-1945 çулсенчи Аслă вăрçинче çĕнтернĕшĕн», «Берлина çĕнсе илнĕшĕн», «Прагăна ирĕке кăларнăшăн».

Германирен асаттене Вена хулине янă. Унта вăл дежурнăй мотоциклист пулса тĕп комендатурăра ĕçленĕ. 1946 çулхи юлашки уйăхсенче каллех Германире хĕсметре тăнă. Асатте киле 1947 çулхи нарăсăн 5-мĕшĕнче çитнĕ.

Тăван яла таврăнсан колхозра бригадир пулса тăрăшнă. Ревизи комиссийĕнче те пулнă. 1952 çулта ăна пурçăн хуртсене ĕрчетекенсен ушкăнне ертсе пыма шаннă. Каярах асатте Турай больницинче хуçалăхшăн яваплă çын пулса ĕçленĕ. Ĕмĕрĕ ĕçсĕр иртмен.

Юратнă асаттепе эпĕ мăнаçланатăп, мухтанатăп.

Кристина БЫЧКОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика