Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тĕллевлĕ вăй хурсан ăнăçу пулатех

17 февраля 2010 г.

Тĕллевлĕ вăй хурсан ăнăçу пулатех

Нарăсăн 12-мĕшĕнче район центрĕнчи Культура çуртĕнче Муркаш енри обществăлла выльăх-чĕрлĕх патĕнче ĕçлекенсен 2009 çулхи экономика ăмăртăвне пĕтĕмлетсе анлă канашлу иртрĕ. Çак тĕл пулура унта пынисем район администрацийĕн пуçлăхĕн Ю. Ивановăн экономика ăмăртăвне пĕтĕмлетсе кăларнă йышăнăвĕпе паллашрĕç. Уйрăмах хастаррисене сумлă парнесемпе чыслани те, вĕсене юрă-кĕвĕпе тата ырă та ăшă сăмахсемпе саламлани те кун йĕркинче пулчĕ. Район пуçлăхĕн йышăнăвĕпе хаçатăн çитес номерĕнче тĕплĕнрех паллаштарăпăр. Кашнин тăрăшулăхĕ районăмăр аталанăвĕпе тачă çыхăннă. Çавăнпа та малта пыракансен сăн ÿкерчĕкĕсемпе вĕсен ĕçĕ-хĕлĕ пирки уйрăммăн пĕлтерни те вырăнлă. Туса çитерейменнисем те, çĕннине пурнăçа кĕртмеллисем те чылай пулнине пăхмасăрах 2009 çулхи ĕç кăçалхи ăнăçусен никĕсĕ пуласси пирки районта текех никам та иккĕленмест. Паян вара пирĕн сăмах районти выльăх-чĕрлĕх отраслĕ пĕлтĕрхи ял хуçалăх çулĕнче мĕнле утăмсемпе аталанни пирки.

Иртнĕ çул выльăх-чĕрлĕх ĕрчетес ĕç отраслĕн пĕтĕмĕшле аталанăвĕнче малалла туртăнаслăх утăмсем сахал мар пулчĕç. Çакна çирĕплетекен тĕслĕхсем: 2009 çулта усă куракан кашни 100 гектар çĕр пуçне хуçалăхсем 47 центнер аш-какай, 291 центнер сĕт туса илнĕ. Ял хуçалăх предприятийĕсем тĕрлĕ çăлкуçсем урлă пурĕ 1490 тонна (пĕлтĕрхинчен 30 процент сахалрах) аш-какай реализациленĕ, 9211 тонна сĕт, 57 миллион та 4 пин çăмарта туса илме пултарнă. Чăх-чĕп фабрики çăмарта туса илессине пĕлтĕр 15 процент ÿстернĕ те кашни чăхран вăтамран 331 штук çăмарта илсе производствăна Европа шайне кăларма пултарчĕ.

Республика шайĕпе пăхсан та Муркаш районĕ пĕтĕмĕшле малти вырăнсенче пырать. Çултан-çул Суворов яч. хис., «Герой», «Свобода», «Ударник», «Восток», «Оринино» хуçалăхсем аш-какай туса илессипе ăнăçлă ĕçлесе пыраççĕ: усă куракан кашни 100 гектар çĕр пуçне вĕсем 64-198 центнер аш туса илнĕ. Çак ÿсĕмсем асăннă хуçалăхсенче выльăхсен шутне чакарнипе мар, зооветеринари требованийĕсене пăхăнса çуллахи вăхăтра çителĕклĕ паха апат хатĕрленипе, выльăхсене интенсивлă майпа пăхнипе пулса пыракан ĕç. Пĕлтĕр «Герой» хуçалăх аш-какай туса илессипе ыттисенчен лайăхрах ĕçлесе пычĕ: усă куракан кашни 100 гектар çĕр пуçне 198 центнер аш-какай туса илчĕ. Халăхран çулталăк хушшинче 21 пуç мăйракаллă шултра выльăх туянчĕ. Кун пек тĕслĕхсем районта татах та пур. «Ударник», «Восток», Суворов яч. хис. хуçалăхсем 104 пуç мăйракаллă çамрăк шултра выльăх туянчĕç. Районта аш-какая сутнă мăйракаллă шултра выльăхăн чĕрĕ виçи вăтамран 353 килогрампа танлашрĕ. Шел пулин те, «Лидер», «Передовик», «Рассвет», Чапаев яч. хис., Ленин яч. хис., Андреев яч. хис. хуçалăхсенче мăйракаллă шултра выльăхсен сутнă чĕрĕ виçи 150-313 килограмм кăна пулнă.

Продукци туса илессин хăйхаклăхĕ те продукцие сутнă хакпа тÿрремĕнех çыхăннă. Иртнĕ çул, тĕслĕхрен, Суворов яч. хис. хуçалăхра мăйракаллă шултра выльăхăн пĕр центнер чĕрĕ виçине туса илме 7040 тенкĕ тăкакланă пулсан, кашни центнерне 7822 тенкĕпе сутнă. Çапла вара Анаткассисем мăйракаллă шултра выльăхран пĕтĕмпе 600 пин тенкĕ тупăш илнĕ. Сыснасен чĕрĕ виçине туса илме кунта 7310 тенкĕ тăкакланă та 8145 тенкĕпе сутнă. Ку çулпа пырса сыснасем ерчетес отрасльтен 779 пин тенкĕ тупăш илнĕ. Çав хушăрах «Оринино» хуçалăх пĕр центнер мăйракаллă шултра выльăхăн чĕрĕ виçине туса илме 6794 тенкĕ тăкакланă та 6455 тенкĕпе сутнă.

Çитĕнекен ĕне выльăх 2009 çулта талăксерен вăтамран 559 грамм, сыснасем 338 грамм ÿт хушса пынă. Мăйракаллă шултра выльăхсен ÿт хушаслăхĕ Чкалов яч. хис. хуçалăхра 695 грамм, «Свобода» хуçалăхра 638 грамм, «Ударникра» 667 грамм, Суворов яч. хис. хуçалăхра 646 грамм пулса пынă. Самăртма хупнă вăкăрсем «Герой», «Оринино» хуçалăхсенче талăксерен вăтамран 994-929 грамм ÿт хушнă. Çамрăк ĕне выльăх ÿстернĕ çĕрте 9 хуçалăх «Моргаушкорм» предприяти туса кăларакан ЭКДпа усă курнă.

Районĕпе иртнĕ çул пĕтĕмпе 2210 пăру илнĕ. Çав шутра ĕнесенчен – 1842 пуç. Çакă вăл 100 ĕне пуçне 78 пăру илнипе танлашать. Ку ĕçре «Герой», Суворов яч. хис., Андреев яч. хис., Ильич яч. хис. хуçалăх специалисчĕсене ырăпа асăнса хăварас килет. Выльăх-чĕрлĕх патĕнчи чи йывăр та кăткăс ĕç вăл – çамрăк пăрусене таса сывă пăхса çитĕнтересси. 2009 çул кăтартăвĕсемпе «Ударник» хуçалăхри Валентина Александровна Федотова пăру пăхакана çитекенни пулмарĕ. «Оринино», Суворов яч. хис. хуçалăхсенчи çамрăк выльăхсем патĕнче вăй хуракансем те ырă сăмаха тивĕç. «Оринино» хуçалăхăн Патаккассинчи сĕт фермин коллективĕ пăрусем ÿстернĕ çĕрте кăçал çĕнĕ технологи пурнăçа кĕртрĕ: кунта пăрусене сĕтпе мар, кĕвĕлентернĕ сĕтпе тăрантараççĕ. Ку опыта вĕсем Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Комминтерн яч. хис. хуçалăхран вĕренсе килчĕç.

Сĕт – хуçалăхсене кашни кун укçа паракан çăлкуç. Пĕлтĕр кашни ĕнерен районĕпе вăтамран 4176 кг сĕт сурăмăр. Шел пулин те, пĕлтĕр эпир сĕт туса илессипе çителĕклĕ ĕçлеймерĕмĕр. Иртнĕ çул сĕт туса илессине виçĕм çулхинчен 8 процент чакартăмăр. Çапла вара 797 тонна сĕт туса илеймерĕмĕр. Çак çухатăва укçа çине куçарсан, сĕт хакне вăтамран 8 тенкĕ те 40 пуспа шутласан та, хуçалăхсем 6 миллион та 700 пин тенкĕ çухатнипе танлашать. Хуçалăхсем хушшинче сĕт сăвассипе Суворов яч. хис. хуçалăха палăртма кăмăллă. Иртнĕ çул вĕсем кашни ĕнерен вăтамран 5163 кг сĕт суса экономика ăмăртăвĕнче мала тухма пултарчĕç. Çак хуçалăхри Надежда Николаевна Орловапа Надежда Валентиновна Михайлова маттур операторсем хăйсене шанса панă ушкăнри кашни ĕнерен вăтамран 6485-шер килограмм сĕт сума пултарчĕç. «Ударник» хуçалăхри Зоя Степановна Андрееван та кăтартăвĕ начар мар: кашни ĕнерен 6011-шер килограмм. Районĕпе вăтам сăвăма 5 пинрен ирттернĕ дояркăсем 19. Сăмах май, пĕлтĕр вĕсем 11-ĕн пулнăччĕ. Хастаррисен шутне «Свобода» хуçалăхăн Кашмашри сĕт фермин ĕçченĕсене те кĕртмелле. Пĕлтĕр вĕсем кашни ĕнерен вăтамран 5066 килограмм сĕт сума пултарчĕç.

Районта чылай хуçалăхсенче сысна ĕрчетесси, унран продукци илесси йывăртарах пулса пычĕ. 2007 çулта туса илнĕ пĕтĕм аш-какайран сысна какайĕн тÿпи 47 процент пулнă пулсан, 2009 çулта - 34 процент. Пĕрремĕш сăлтавĕ – чылай хуçалăхра сысна ĕрчетес ĕç отраслĕ тупăш парайманран сыснасен кĕтĕвĕсене пĕчĕклетни. Паянхи рынок условийĕсенче пирĕн çĕнĕлле шутлама вĕренес пулать. Ахальлĕн сыснасене 100 килограма çити самăртса çитерме хăш-пĕр фермăсенче 300 кун е ытларах та вăхăт ирттерни йĕркеллĕ пулăм мар.

2009 çулта хуçалăхсем пурĕ 14479 сысна çури илнĕ. Халăха 7122 çура сутнă. Кашни 100 тĕп ама пуçне районĕпе вăтамран 1177 çура илнĕ. Çав хушăрах «Герой» хуçалăхра – 1851, «Свободăра» – 1713, «Востокра» – 1700, Суворов яч. хис. хуçалăхра 1645 çура илнĕ.

Сурăх усракан хуçалăхсем районĕпе те «Герой» хуçалăх кăна. Иртнĕ çул кунта кашни сурăхран 4,2 кг çăм каснă, пĕтĕмпе 133 путек илнĕ, 100 ама пуçне 97 путек тивнĕ.

Кăçал хуçалăхсем выльăх-чĕрлĕх шутне устерессе шанас килет. Çакна валли выльăх-чĕрлĕхе ăнăçлă хĕл каçарма паха апат çителĕклĕ хатĕрленĕ. Хĕл каçма 1 условнăй выльăх пуçне 21,5 центнер апат единици тивет.

Хĕл тапхăрĕн 4 уйăхĕнче хуçалăхсем 452,7 тонна аш-какай (иртнĕ çулхин 70 проценчĕ), 2722 тонна сĕт (102 процент) туса илнĕ. Кашни ĕнерен 1270 килограмм сĕт сунă (пĕлтĕрхинчен 146 килограмм ытларах). Сĕт сăвассипе Суворов яч. хис., «Оринино», «Свобода», «Восток» хуçалăхсем аван ĕçлесе пыраççĕ.

А. БЕЛОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика