Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пуçаруллă пулмасан мала каяймăн

17 февраля 2010 г.

Февралĕн 11-мĕшĕнче район администрацийĕн кунĕ графикпа килĕшÿллĕн Йÿçкасси ял тăрăхĕнче иртрĕ. Мĕнле лару-тăру-ха паян ку тăрăхра; Малаллахи утăмсене мĕне шута хурса тумалла; Мĕнле ĕçсем çине кая юлмасăр ытларах тимлĕх уйăрмалла; Çак ыйтусем çине хуравсем ĕçлĕ ушкăнсем тĕрлĕ объектсене çитсе курнăçемĕн тухса пычĕç.

Пĕрремĕш ушкăн вырăнти вăтам тата пĕчĕк предпринимательство, «Ударник» хуçалăхăн объекчĕсене тата суту-илÿ предприятийĕсене çитсе курса пĕтĕмлетÿсем турĕ. Тепри – культура, вĕрентÿ тата сывлăх сыхлавĕн учрежденийĕсен пурнăçĕпе кăсăкланчĕ. Виççĕмĕшĕ – йывăр тата йĕркесĕр çемьесене çитсе вĕсен пурнăç условийĕсене тишкерчĕ. Кунсăр пуçне тепĕр ушкăн ял тăрăхĕн администрацийĕнче çынсене вĕсен ыйтăвĕсемпе йышăнчĕ. Пĕтĕмлетÿ вара кăнтăрла иртсен Культура çуртĕнче пухăннисемшĕн интереслĕ пулчĕ.

Хуçалăхри фермăна çитсе курнă май, районти тĕп агроном А.И. Павлов хуçалăхра ĕçлекенсене ĕç укçине парса татнине, ăратлă выльăхпа ĕçлесси çине тимлĕх уйăрнине асăнчĕ. Çав вăхăтрах вара хуçалăха туса илнĕ продукцие тивĕçлĕ хакпа сутма май çукки ура хурать. Аш туса илесси те чакса пырать. «Ударник» хуçалăхăн çур акине валли хатĕрленĕ вăрлăхăн 88 проценчĕ кондициллĕ, ăна çитес вăхăтрах ÿстерме палăртаççĕ Йÿçкассисем, сивĕ çанталăк пирки тырă алас ĕç вăхăтлăха чарăннипе çыхăннă ку. Кĕркунне акса хăварнă культурăсем шартлама сивĕ кунсене лайăхах чăтса ирттерни пирки каласан, ял çыннин чунĕ кăшт лăпални палăрчĕ.

«Суту-илÿ объекчĕсем халăха тивĕçлĕ тавар сĕнеççĕ, ассортимент та пысăк», – терĕ район администрацийĕн экономика пайĕн пуçлăхĕ Э.И. Симакова Муркаш райповĕн 6 тата уйрăм предпринимательсен 2 лавккинче пулса курнă хыççăн. Кунти хăш-пĕр лавккасенче райпо çитес вăхăтрах юсав ĕçĕсем туса ирттерме палăртнине каларĕ. Йÿçкасси тăрăхĕнче тавар çаврăнăшĕ пысăк пулни вара – кунта çынсен пурнăç условийĕсем япăх мар пулнине кăтартакан пулăм.

Иккĕмĕш ушкăн малтанах ватăсемпе инвалидсен çуртĕнче пулса курчĕ. Кунта паянхи кун тĕлне 51 ватă çын тата инвалид хÿтлĕх тупнă. Пÿлĕмсенчи тирпейлĕхпе хăтлăх, ватă çынсем хăйсене пăхнипе кăмăллă пулни кунта пурăнмалли условисем лайăххине кăтартса пачĕç. Вăрçă ветеранĕсене тата тыл ĕçченĕсене вырăнтах Аслă Çĕнтерÿ кунне халалланă юбилей медалĕсемпе чысларĕç.

Матьăкри Культура çуртне çитсен вара «çанталăк тăруках ăмăрланчĕ». Тулашĕнчен илемлĕ те капмар курăнса ларакан çуртра хĕлле те «çумăр çăвать» иккен. Çак çурта хута ярас тесе вăхăтра хытă тăрăшнă, паллах. Халĕ вара; Кунти нÿрĕк спортзала пурпĕрех çамрăксем волейболла выляма пухăнаççĕ-ха. Ташă каçĕсене ирттерме те ятарлă пÿлĕм пур. Иккĕмĕш хутĕнче библиотека вырнаçнă. Кунта та йĕркене кĕртсе çитермелли туллиех. Район администрацийĕн культура тата архив ĕçĕсен пайĕн пуçлăхĕ А.Е. Андреева методистсен пулăшăвĕпе тивĕçтерессине шантарчĕ, администрацин капиталлă строительство, архитектура тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх управленийĕн пуçлăхĕ В.Г. Никитин ял тăрăхĕн пуçлăхне С.Н. Иванова лару-тăрăва лайăхлатас тесен патшалăх пулăшăвĕпе усă курма майсем пуррине аса илтерчĕ.

Вăрманкасри пуçламăш шкул вырнаçнă çурт та паян самаях пушанса юлнă. Кунта тĕслĕх библиотека ĕçлет, клубра шалти юсав ĕçĕсем пыраççĕччĕ, ачасем вĕреннĕ пÿлĕмсенче – шăплăх. Çак çуртпа эффективлă усă курма майсем пур. Çавăнпа та ума тухса тăнă ыйту хуравсăр юлмалла мар.

Йĕркесĕр тата йывăр лару-тăруллă çемьесене çитсе килни те «тупăш» пачĕ: амăшĕ пăрахса кайнă çул çитмен виçĕ ачана специалистсем кунта хăвармарĕç. Амăшĕ ачисене тивĕçлĕ пăхманнипе, çухалса çÿренипе, тимлĕх сахаллипе хваттере ăшăтакан пăрăх çурăлса кайнă, ачасене вара ферма пÿртĕнче вăхăтлăх хÿтлĕх тупса панă. Вĕсен малашнехи шăпи мĕнле пулĕ-ши; Нумайăшне шухăшлаттарать ку, анчах амăшне мар...

Йÿçкасси тăрăхĕнчи пĕтĕмĕшле лару-тăру мĕнлерех пулни С.Н. Иванов пуçлăх тухса калаçнинчен уçăмлăнах курăнчĕ. Кулленхи ĕçсене пурнăçласа пырассипе тимлеççĕ кунта. Ыйтăвĕсем вара тупăнсах тăраççĕ. Акă ялсенчен йăлари каяшсене турттарса тухас ĕçе йĕркеленипе пĕрлех çынсене çак ĕçшĕн укçа тÿлемеллине те ăнлантармалла. Шывпа усă курнăшăн та. Ялти çын вара ку йĕркене хăнăхман-ха. Шыв ыйтăвĕ те, çулсем тăвас ыйту та çук мар ял тăрăхĕнче. Клубсене тивĕçлĕ шайра тытса тăма та бюджетра уйăрнă укçа-тенкĕ, паллах, çителĕксĕр, апла пулсан вĕсен те тупăшлă ĕçлесси çине тимлĕрех пăхмалла. Йĕркене пăснă тĕслĕхсем ан пулччăр тесен те пĕрле тăрăшмалла. Çĕнĕ урамсене те кăçалах электрификацилемелле. Пушар тухас хăрушлăх пĕвесене кирлĕ шайра тытса тăрассине куçран вĕçертмелле маррине аса илтерет. Ял халăхĕшĕн ĕнесене пĕтĕлентерес ыйту та кун йĕркинчех. Хуçасăр йытăсене тытассине саккунпа килĕшÿллĕнех туса пыраççĕ пулин те, пурте çакна ăнлансах илейменни курăнать. Ку енĕпе те ĕçлемелле...

Район администрацийĕнчи тата вырăнти специалистсем тухса калаçнă хыççăн район пуçлăхĕ Ю.А. Иванов пĕтĕмлетÿ туса, «кам ытларах ĕçлет, çавăн çитĕнĕвĕ те пулать» тенине аса илтерчĕ, Аслă Çĕнтерÿ кунне халалланă юбилей медалĕсене тивĕçнисене саламласа чысларĕ.

Н. НИКОЛАЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика