Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Йĕлтĕр йĕрĕ, Çăварни тата ... юратупа каçару

17 февраля 2010 г.

Йĕлтĕр йĕрĕ, Çăварни тата ... юратупа каçару

Çакă пĕтĕмпех пулчĕ иртнĕ вырсарни кун Муркашсемшĕн. Питĕ пысăк та савăнăçлă уяв иртрĕ стадионта. Пĕтĕм Раççейри «Йĕлтĕр йĕрĕ – 2010» массăллă чупупа пĕрле Социализмла Ĕç Геройĕн Е.А. Андреевăн парнисене çĕнсе илессишĕн йĕлтĕрçĕсен ăмăртăвĕсем тата çакăнпа пĕрлех Çăварнипе юратакансен кунне халалласа ирттернĕ уяв та пĕр килчĕç кăçал.

Уява пуçтарăннисене район пуçлăхĕ Ю. Иванов, Е. Андреев ячĕпе хисепленекен хуçалăх ертÿçи В. Семенов, Чăваш Республикин патшалăх ветслужбине ертсе пыракан В. Тихонов, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ В. Данилов тата ыттисем те саламласа ăнăçу сунчĕç. Асăнса хăвармалла, кăçал йĕлтĕрçĕсен ăмăртăвне ирттерме пулăшакансем те хушăннă: Суворов ячĕпе, Чапаев ячĕпе хисепленекен тата «Свобода» хуçалăх ертÿçисен ячĕпе ырă сăмахсем каламалла.

11 сехетре пĕрремĕш старт пулчĕ. Малтанах шкулсенче вĕренекенсем тĕрлĕ ÿсĕмсенче ăмăртрĕç. 1993-1994 çулсенче çуралнисем хушшинче Анастасия Костинана çитекенни пулмарĕ (Ярапайкасси шкулĕ), çак ÿсĕмри яшсем хушшинче мала Калайкасси шкулĕнчи Алексей Моисеев тухрĕ. кĕçĕнреххисен дистанцийĕнчи çĕнтерÿçĕсем – Светлана Иванова (Муркаш шкулĕ) тата Евгений Яковлев (Ярапайкасси).

Ял хуçалăх, учрежденисемпе организацисен, предприятисен командисем те старта йышлăн тухрĕç. Уйрăммăн илсен, «Моргаушская» чăх-чĕп фабрикин командинчи йĕлтĕрçĕсем – В. Ильинапа А. Моисеев – чи хăвăрттисем тата вăйлисем пулчĕç. Ветерансен те хăйсен çĕнтерÿçисем – Р. Соловьева, С. Васильева, Н. Скворцов тата С. Яблочкин.

VIP- чупăва сăнама та интереслĕ пулчĕ. Эпир курма хăнăхнă районти тĕрлĕ структурăсен ертÿçисем 2014 метрлă дистанцие пурте хаваспах парăнтарчĕç. Александр Куликовпа («Сывлăх» ФСК директорĕ) Людмила Ковалева (Чуманкасси ял тăрăхĕ) пуринчен те хăвăртарх чупаканнисем пулчĕç.

Командăсем хушшинче çĕнтерÿçĕсем çаксем пулса тăчĕç:Çатракассинчи вăтам шкул, Кашмашри тĕп шкул, «Моргаушская» чăх-чĕп фабрики.

Çĕнтерÿçĕсемпе призерсене пурне те Е. Андреев сăнне вырнаçтарнă дипломсемпе медальсем, парнесем парса чысларĕç йĕркелÿçĕсем.

Йĕлтĕрçĕсем ăмăртнă вăхăтра уява пуçтарăннисем çунашкасемпе, çунасемпе те катаччи чупрĕç, икерчĕ астивсе пăхрĕç, юрă-ташăра, тĕрлĕ вăйăра пĕрле савăнчĕç. Сцена çинчи пултарулăх коллективĕсен илемлĕ юррисене итлесе кăмăллă пулчĕç. Хĕле ăсатса, Çуркуннене кĕтсе илсе Çăварни катемпине те тивертсе çунтарчĕç.

Юратакансем уявра пĕр-пĕрне «чĕресем» парнелеме пултарчĕç Район администрацийĕн вĕрентÿ пайĕн специалисчĕсем тăрăшни нумайăшĕн аллинче сапăр тĕслĕ чĕресем пурринче курăнчĕ. Ку илемлĕ парнесем те кăмăла çĕклерĕç. «Каçарăр мана», – тесе каласа каçармалли кун пирки те манмарĕç Муркашсем.

Н. НИКОЛАЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика