Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ыррине шанса пĕрле ĕçлетпĕр

13 февраля 2010 г.

Черетлĕ ял хуçалăх çулталăкĕн пĕрремĕш уйăхĕ хыçа юлнă май районти ял хуçалăх производство кооперативĕсемпе ытти харпăрлăх формиллĕ хуçалăхсем те иртнĕ çулхи ĕçсене пĕтĕмлетсе малашлăх планĕсене çирĕплетме ĕлкĕрчĕç ĕнтĕ. Çапла вара район пурнăçĕн кун йĕркине хуçалăхсенчи отчетпа суйлав пухăвĕсем тухрĕç. Хуçалăх ĕçченĕсем çулленех черетлĕ пухуран вăл çĕнĕ ÿсĕмсен никĕсĕ пуласса кĕтеççĕ-шанаççĕ. Анчах темĕнле ĕçлесен те йывăрлăхсем пирĕнтен хăпмаççĕ-ха. Çакна иртнĕ çул ăратлă выльăх ĕрчетессипе специализациленекен «Свобода» хуçалăх-завод та тÿссе ирттерчĕ. Пĕр йывăрлăх теприне çуратать. Дисквалификаци йĕркипе иртнĕ кĕркунне хуçалăх ертÿçине К. Сретинские пĕр çулталăклăха ĕçрен хăтарнă май хуçалăх турти хушшине тăнă Л. Яриков иртнĕ юн кун, февралĕн 11-мĕшĕнче, хуçалăхăн отчетпа суйлав пухăвне ирттерчĕ.

Хуçалăхăн экономика лару-тăрăвĕ. «Свобода» хуçалăхăн паянхи куна пур тĕп пурлăхĕ 45 миллион ытла тенкĕлĕх. Кăçалхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне хуçалăх счечĕ çинче 108 пин тенкĕ укçа пулнă. Хуçалăхăн парăмĕсем пысăк. Вĕсем çаксенчен пухăнаççĕ: пĕлтĕр илнĕ кĕске вăхăтлăх 4,5 миллион тенкĕ кредитран тÿлемелли юлнă 1,9 миллион тенкĕ; нумай вăхăтлăха илнĕ кредитран тÿлемелли татах 719 пин тенкĕ; сысна ферми валли илнĕ инвестици кредитĕнчен 6,2 миллион тенкĕ «ĕнсе çинче» ларать; лизинг парăмĕ – 2325 пин тенкĕ; реструктуризаци тунă парăмсем – 1435 пин тенкĕ; кредит парăмĕсем 6201 пин тенкĕ. Çак ларуран тухма пулать-и; Иртнĕ çул хуçалăх пĕтĕм продукцие 32 миллион ытла тенкĕлĕх сутнă пулсан, продукцин хăйхаклăхĕ 31813 пин тенкĕпе танлашнă. Ăратлă выльăхсемпе тата вăрлăхпа ĕçленĕрен хуçалăх иртнĕ çул бюджетран 7405 пин тенкĕ илнине тата ĕç укçи фончĕ 12800 пин тенкĕпе танлашнине пăхсан, парăмсен шурлăхĕнчен тухма майсем пурри курăнать.

– Çакна валли çирĕп йĕрке кирлĕ. «Çум курăкĕпе» кĕрешесси – пĕрлехи ĕç, – терĕç ыррине шанса пĕрле ĕçлес тĕллевлĕ Кашмашсемпе Çатракассисем.

Хуçалăхăн иртнĕ кĕркунне суйланнă ертÿçĕн Л. Яриковăн кун йĕркине тăратнă ыйтăвĕсенчен пĕри çак пуянлăха упраса хăварассипе çĕнĕ ертÿçĕ суйласси пулчĕ. Кун патне хуçалăх ĕçченĕсем çиччĕ виçсе пĕрре касас шухăшпа пычĕç. Умра тăракан ĕмĕтсене пурнăçа кĕртме пирĕн мĕн пур-ха; Çак ыйту çине хурав шыраса пухăва пынисем малтанах кашни специалистăн отчетне итлерĕç, ăна сÿтсе яврĕç. Çавна май хуçалăх ĕçченĕсем умĕнче хуçалăхăн тĕп бухгалтерĕ Е. Замятина, тĕп инженерĕ И. Скворцов, тĕп агрономĕ А. Блинов, тĕп зоотехникĕ Е. Демьянова, зоотехник-селекционерĕ Н. Чаплина, тĕп ветврачĕ Э. Любимова тухса калаçрĕç. Вĕсем хуçалăхăн паянхи вăй-хăватне, унпа епле туллин усă курма май пуррине уçса пачĕç. Хуçалăхăн техника пур, выльăха тулăх хĕл каçарма апачĕ çителĕклĕ, çĕнĕ технологисене пурнăçа кĕртесси вăй илсе пырать.

Хуçалăх производствинче иртнĕ çул 225 çын пулнă пулсан, вĕсенчен 174-шĕ тăтăшах ĕçе тухнă. Вĕсен уйăхри вăтам ĕç укçи пĕлтĕр 4740 тенкĕ пулнă. Пĕрлехи тăрăшулăхпа вĕсем 2009 çулта хуçалăх умĕнчи пысăк парăмсене тÿлесе татнă, анчах пурпĕрех ку лав тĕппипех пушанман-ха. Ăçта-ха çак «чăрмавăн» сăлтавĕ; Пурне те кăсăклантаракан ыйту çине хуçалăхри сăнав канашĕн председателĕ Александра Федоровна Анисимова тĕплĕ хуравласа анлă доклад туса пачĕ.

Иртнĕ çулхи ĕçсене тишкерсе хак панă хыççăн пухăннисем 2010 çулхи ĕçпе финанс планне çирĕплетрĕç. Ăна пурнăçа кĕртессипе туса ирттермелли ĕçсем пирки калаçрĕç.

Апла пулин те Кашмашсемпе Çатракассисене çак кун çĕнĕлĕхсене алла илсе пырса малалла хăйсене кам ертсе пырасси ытларах шутлаттарчĕ. Çавăнпа та кун йĕркинче ку ыйту патне çитсен Кашмашри Культура çуртĕнче чылай вăхăт шăплăх хуçаланса илчĕ – тĕрĕс те шанчăклă хурав тупма кашниех çиччĕ виçсе пăхрĕ. Çавăнпа та хуçалăха малалла ертсе пыма район администрацийĕн пуçлăхĕн çумне, ял хуçалăх пайĕн ертÿçине Владислав Кириллович Ананьева шанасси пирки сăмах тухсан, залра ларакансем пĕр саслă пулса ăна хуçалăх тилхепине шанса пачĕç.

Кашмашсемпе Çатракассисем тунă çул тĕрĕс те шанчăклă пуласса эпир те шанатпăр, çĕнĕ ертÿçĕне ăнăçу сунатпăр.

А. ПЕТРОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика