Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ыйтусене пĕрле татса парас пулать

13 февраля 2010 г.

Çулленех район администрацийĕн кунĕсене ятарлă графикпа килĕшÿллĕн вырăнсене тухса ирттересси йăлана кĕнĕ ĕнтĕ. Кăçал ку мероприяти Шетмĕпуç ял тăрăхĕнчен пуçланчĕ. Февралĕн 9-мĕшĕнче район администрацийĕн, социаллă хÿтлĕх пайĕн, Пенси фончĕн, районти шалти ĕçсен пайĕн, пушар хуралĕн, районти ытти федераллă службăсен ответлă ĕçченĕсем ял тăрăхĕн территорийĕнчи пĕчĕк тата вăтам предпринимательство объекчĕсенче, суту-илÿ предприятийĕсенче, вĕрентÿ, сывлăха сыхлас ĕç, культура учрежденийĕсенче пулса курса ĕç коллективĕсемпе тĕл пулчĕç, вĕсенчи лару-тăрупа паллашрĕç, йĕркеллĕ мар çемьесене çитрĕç. Социаллă хÿтлĕх, пенси ыйтăвĕсемпе граждансене ял тăрăхĕн администрацийĕнче специалистсем йышăнчĕç. Кайран вара итогсене пĕрле пухăнса Шетмĕпуçĕнчи Культура çуртĕнче пĕтĕмлетрĕç.

Салатма –

çур талăк...

«Салатма – çур талăк, пухма – çулталăк»,– тесе ахальтен каламан пулĕ çав ĕлĕкех ваттисем. Шетмĕпуç ял тăрăхĕн территорийĕнче пулнă май çак сăмахсен пĕлтерĕшне уйрăмах çивĕч туйса илетĕн. Кунти Мичурин яч. хис. хуçалăх унччен районта кăна мар, республика шайĕнче те чи ăнăçуллисенчен пĕриччĕ. Уйрăмах мăйракаллă шултра выльăх самăртассипе Шетмĕпуçсен ÿсĕмĕсем сумлăччĕ. Вĕсен ĕçĕпе паллашма тĕрлĕ çĕртен делегацисем сахал мар килсе çÿретчĕç. Выльăх-чĕрлĕх продукчĕсем туса илессипе çыхăннă республика семинарĕсемпе канашлăвĕсене кунта тăтăшах ирттеретчĕç. Паян вара, вырăссем калашле, «ни кола, ни двора».

Район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ В.К. Ананьев ертсе пыракан ушкăн çав кун унчченхи пĕрлешÿллĕ хуçалăх вырăнĕнче халĕ пуç çĕклеме хăтланакан хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче пулчĕ. Тÿрех каламалла, лару-тăру çăмăл мар. Çитменнине кризис тени те кашни утăмрах ура хурать. Техника, топливо, удобрени тата ыттисен хакĕсем ÿссе пыраççĕ пулсан, ял хуçалăх продукцийĕн сутлăх хакĕ вара чакать.

Акă Опрыскъяль ялĕнчи Владимир Павлов хăйĕн Шупашкарти хваттерне сутсах фермер хуçалăхĕ йĕркелеме кунта таврăннă. Вăкăрсем самăртассипе ĕçлет. Халĕ 300–350 килограмм таякан вăкăрсем кунта 18 пуç. Вĕсене Игорь Илларионовпа унăн пенсие тухнă амăшĕ Клавдия Илларионова пăхса тăраççĕ. Курăк, тырă акса ÿстерме техника пур. Паллах, çителĕклех мар. Выльăхсене тытса усрамалли условисем те паянхи кун ыйтăвĕсене тивĕçтереççĕ тесе калаймăн.

Тивĕшри Михаил Лукоянов фермерăн та лару-тăру чаплах мар. Техника тенĕрен, парк туллиех вăл. Автомашинăсемпе комбайнĕ те, тракторĕсемпе ытти техники те. Анчах та 5–6 çул вĕсем вырăнтан та хускалманни куçкĕрет.

Çапах та пĕтĕмпех тĕксĕм сăрăпа сăрламалла мар иккен. Çакна Шетмĕпуçĕнчи Виталий Горбунов фермер хуçалăхĕнче пулнă хыççăн çирĕплетсех калама пулать. Унăн çийĕсене витнĕ тата урайĕсене бетон сарса хытарнă çуртсенче упранакан техникине илес пулсан, тепĕр пĕрлешÿллĕ хуçалăхра та вăл ун чухлĕ пулас çук. Акă «Беларусь» тракторсем иккĕ. Пĕрне нумай пулмасть туяннă, кредитне тепĕр 3 çул ытларахран тÿлесе татмаллине пĕлтерчĕ. КамАЗ автомашини те, ДТ тракторĕ те, комбайнĕ те, сеялкисемпе сажалкисем те, копалкисемпе тырă тасатса сăвăрмалли техники те, ытти кирлĕ техника те çителĕклĕ. Юр айĕнче ларакан техника пачах çук.

Тыр-пул, çĕр улми çитĕнтерет унччен пĕрлешÿллĕ хуçалăх ертÿçин çумĕнче ĕçленĕ В. Горбунов. Халĕ вара мăйракаллă шултра выльăх усрама тытăнасшăн. Çамрăк выльăх туяннă та ĕнтĕ. Ĕçре вара ăна мăшăрĕ, канмалли кунсенче хуларан килекен икĕ ывăлĕ пулăшаççĕ.

Чăвашсен йăли çапла вĕт-ха. Ял çыннисем хушшинче малтанхи вăхăтра ăна чалăшшăн пăхакансем те пулман мар. Халĕ ун пеккисем çукпа пĕрех. Çынсем хăйсем ĕç шыраса ун патне пыраççĕ. Кĕрхи ĕç çи вăхăтĕнче ун патĕнче ĕçлекенсен шучĕ 50 çынна та çитет. Ял çыннисенчен ытларахăшĕ вара ĕç шыраса урăх ăçта каяйтăр-ха;

Пĕчĕк мăйăрăн тĕшши, чăн та, тутлă иккен...

Иккĕмĕш ушкăн вĕрентÿ, культура тата сывлăх сыхлавĕн учрежденийĕсенче пулчĕ. Чи малтанах Тивĕшри фельдшерпа акушер пункчĕн ĕçĕпе паллашрĕç. Ялта пурăнакансем Н.Г. Дмитриева фельдшер ĕçĕпе питĕ кăмăллă. Вăл е ку чиртен сыхланас тесе кунта ятарлă «шкулсем» ĕçлеççĕ. Хĕрарăмсен сывлăхне те тăтăш тĕрĕслесех тăраççĕ. Эрнере 2 хутчен çулталăка çитмен ачасем патне тухса çÿреççĕ. Укол тутармалла-и е урăхла медицина пулăшăвĕ кирлĕ – урасем кунтах илсе килеççĕ.

– Тепĕр чух чуна уçса калаçма та килетпĕр кунта, – терĕç ĕмĕрĕпех фермăра вăй хунă Р.Д. Ивановапа 30 çул ытла шкул столовăйĕнче ĕçленĕ Р.К. Кузьмина. – Яланах тараватлă кунти сывлăх сыхлавĕн ĕçченĕсем. Фельдшер пункчĕсĕр хамăр мĕнле пурăнасса та пĕлме йывăр. Тавах вĕсене.

Инçех мар вырнаçнă «Незабудка» ача садĕнче те малаллах пăхаççĕ. Пĕчĕк шăпăрлансене валли Аслă Çĕнтерÿ çинчен калакан стенд тунă кунта. Пĕр пÿлĕмре компьютерсем вырнаçтарнă. Кунта ачасем шкула кайма хатĕрленеççĕ. Кунтах талăкĕпе ĕçлекен ушкăн пур. Садике юнашарти Элĕк, Красноармейски, Шупашкар районĕсенчи ялсенчен те ачасем çÿреççĕ иккен. Ача сачĕн заведующийĕн В.А. Федотова сăмахĕнченех палăрнă шухăш ялти библиотека заведующийĕпе Е.Г. Ильинапа калаçнă чух татах та çирĕпленчĕ. Пĕчĕк мăйăрăн тĕшши, чăнах та, тутлă иккен. Ку тăрăхри ялсенче пурăнакансем пĕр-пĕринпе туслă пурăнаççĕ. Библиотекăна ытларах çамрăксем компьютерпа рефератсем çырма, ачасем кĕнеке вулама çÿреççĕ, вăл е ку темăпа калаçусем ирттереççĕ. Тивĕшре спорт мероприятийĕсене ирттересси ырă йăлана кĕнĕ. Йĕлтĕрпе çеç чупмаççĕ кунта. Кăçал çанталăк сивĕ пулнипе йĕлтĕрпе ярăнас вырăнне алла çунашка илчĕç ял çыннисем. 7 çултисенчен пуçласа 70 çулти таранах Марки лупашкинче ирттерекен «Хаваслă стартсене» хаваспах хутшăнаççĕ çулсерен. Çамрăксемпе пĕрле ваттисем те скакалкăпа сикнине, обручпа çаврăннине курсан, ку, чăнах та, «Хаваслă стартсем» иккенне тепре курса ĕненетĕн.

Спорт мероприятийĕсене çамрăксем клубра та хутшăнаççĕ. Кунта шашкăлла-шахматла, теннисла выляççĕ. Пур – пĕрле, çук – çурмалла, текен ваттисен сăмахĕ те ку тăрăхра пурăнакансем пиркиех пулĕ. Çамрăксем ташă каçĕсем интереслĕ иртчĕр тесе музыка центрĕ валли усилитель илме хăйсем хушшинче укçа пухаççĕ-мĕн. Ку çеç те мар, çемьесем хăйсем те пулăшаççĕ вăл е ку мероприятие ирттерме: активлăхпа та, укçа-тенкĕпе те.

– Николай Ильин çемйи Çĕнĕ çул уявне ирттерме 1 пин тенкĕ укçа парса пулăшрĕ. Бал-маскарада ялсем хушшинче ăмăртуллă йĕркеленĕ май машинисемпе те, вĕсене валли бензинпа та хăйсемех тивĕçтерчĕç. Пурĕ 8 машинăпа кайрăмăр Шетмĕпуçне, – кăмăллă калаçать Елена Германовна.

Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Н.П. Александров килти кивĕ компьютера клуба илсе килсен, ăна та наччасрах юсаса лартса хучĕç.

Клуб ертÿçи О.Н. Ильин пуçаруллă пулнипе те питĕ кăмăллă кунта пурăнакансем.

– Эпир вара ăна пулăшатпăр. Хамăр пурнăçа хамăр интереслĕ тумасан, кам пире интереслĕ пурнăç туса парĕ, – тет Елена Германовна.

Библиотека, садик, клуб – пурте пĕрле пĕр-пĕринпе тачă çыхăнса ĕçлеççĕ кунта. Малаллахи ĕмĕтсемпе пурăнаççĕ.

Ялти сĕтел-пукан тăвакан цехра та пулса курчĕç район администрацийĕн кунне хутшăнакансем. Заказсем çителĕклех иккен. Шăмат-вырсарни кунсенче студентсем те кунта кăштах укçа ĕçлесе илеççĕ.

Шетмĕпуçĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта та, кунти пĕтĕмĕшле практика врачĕн уйрăмĕнче те паянхи кун таппи палăрать. Ялта пурăнакансене валли пур условисем те çителĕклĕ вĕсенче: тарăн пĕлÿ илме, сывлăха çирĕплетме.

Итогсене пĕтĕмлетнĕ май

Район администрацийĕн кунĕн итогĕсене пĕтĕмлетнĕ май пухăннисем умĕнче Шетмĕпуç ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Николай Александров, районти патшалăх пушар надзорĕн уйрăмĕн пуçлăхĕ Илья Смирнов, районти шалти ĕçсен пайĕн пуçлăхĕн ĕçĕсене туса пыраканĕ Михаил Мясников, çул çитмен çамрăксем енĕпе ĕçлекен подразделени пуçлăхĕ Марина Конузина, РФ Пенси фончĕн районти управленийĕн пуçлăхĕ Елена Александрова, район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ, ял хуçалăх пайĕн ертÿçи Владислав Ананьев тухса калаçрĕç, пĕтĕмĕшле итогсене район пуçлăхĕ Юрий Иванов пĕтĕмлетрĕ.

Пĕтĕмлетсе çавна каласа хăвармалла. Ял тăрăхĕнчи лару-тăру япăххисен шутĕнче мар. Вĕрентÿ, культура, сывлăха сыхлас ĕç учрежденийĕсем хăйсен тивĕçĕсене йĕркеллех пурнăçлаççĕ. Кунта ялсенчи çулсене йĕркене кĕртнĕ, шкул ачисем пулăшнипе йывăçсем лартассипе, тавралăха тирпейлессипе çине тăраççĕ. Ку енĕпе ял тăрăхĕ иртнĕ çулсенче районти ял тăрăхĕсем хушшинче те çĕнтерÿçĕ пулса тăнă. Территорири 3 масар вырăнĕсене те тасатсах тăраççĕ, вĕсенче вырнаçтарма çÿп-çап контейнерĕсем хатĕрленĕ. Ял тăрăхĕ тăрăшнипе çуллен 7 спорт ăмăртăвĕ йĕркелеççĕ. Территорире преступленисем тăвасси чакса пырать. Апла пулин те ялсенче уйрăм çынсен хуçалăхĕсенче пушарсем тухни шухăшлаттармаллах. Çынсем вилнĕ тĕслĕхсем те пур. ЧР Президенчĕн программипе килĕшÿллĕн 5 урама кăçал çутă кĕртме палăртаççĕ. Кунпа пĕрлех вара ял урамĕсене таса тытасси, пухăнакан çÿп-çапа тиесе тухассине йĕркелесси, шывпа йĕркеллĕ тивĕçтерсе тăрасси ыйтусем çуратаççĕ. Хуçасăр йытăсене тытассине те йĕркелемелле.

Çапла, епле пулсан та вырăнсенче ыйтусемсĕр мар. 131-мĕш Федераллă саккун вăя кĕнĕренпе 5-мĕш çул ĕнтĕ. Вырăнсенчи ыйтусене ăнăçлăрах татса парасси халĕ йăлтах вырăнти влаç органĕсем хăйсен ĕçне-хĕлне епле йĕркелесе туса пыма пултарнинчен, ытти органсемпе çыхăнса ĕçленинчен, çынсене пĕлтерĕшлĕ задачăсене татса пама пĕтĕçтерме пултарнинчен килни куçкĕрет.

Л. ТУКТИНА, В. ШАПОШНИКОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика