Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Милици хроникинчен

13 февраля 2010 г.

Суя укçана «кăнтăрти» каччă илсе килнĕ

Елчĕк каччи Муркашсене улталасшăн пулнă та, анчах та ĕçĕ тухман. 25 çулхи усал шухăшлă яш Муркаш салинчи икĕ лавккара тавар туянать. Иккĕшĕнче те 1000 тенкĕллĕ суя укçа тыттарать сутуçăсене. Хыççăнах лавккасенчен тухса шăвăнать. Хăйĕн аллинче суя укçа пулнине пĕлсех саккуна хирĕç каять вăл. Çакăншăн вара явапне Раççей Федерацийĕн Уголовнăй Кодексĕн 186 статйин 1 пайĕпе килĕшÿллĕн тытмалла пулать. Ĕç пуçарнă.

Вăрăсене тытнă

Иртнĕ çулăн декабрь уйăхĕнче Муркаш салинче пурăнакан хĕрарăмăн пÿлĕмĕнчен кĕсье телефонне вăрлакансене тупса палăртнă. Кукăр алăсем иккĕн пулнă: пĕри – 25 çулхи хĕр, тепри вара 13 çулта кăна-ха. Апла пулин те вĕсем, пĕр чĕлхе тупса, вăрăлла ĕçе малтан калаçса татăлнипе пурнăçлаççĕ. Халĕ вара уголовнăй ĕç пуçарас ыйту тăрать.

Пичете районти шалти ĕçсен пайĕн материалĕсем тăрăх хатĕрленĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика