Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хатĕрленÿ ĕçĕсен пĕлтерĕшĕ пысăк

10 февраля 2010 г.

2009 çулхи сентябрьте РФ Правительстви 2010 çулхи Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕн вăхăтне 2013 çула куçарасси пирки пĕлтернĕччĕ. Сăлтавĕ – ăна ирттерме укçа-тенкĕ çителĕксĕр пулни. Раççей Правительствин Председателĕ Владимир Путин вара 2009 çулхи октябрĕн 29-мĕшĕнче çырава хатĕрленес ĕçсене çĕнĕрен анлăн пуçарма кирлине палăртрĕ, çырав малтан палăртнă вăхăтрах иртессине пĕлтерчĕ. Октябрь уйăхĕччен вăхăт ытлашши нумаях юлмасть. Хатĕрленÿ ĕçĕсем епле пыраççĕ-ха, çак вăхăта мĕн-мĕн тума ĕлкĕрнĕ тата малашне мĕнле ыйтусене татса пама тивĕ; Çакăн пирки каласа пама ыйтрăм предприятисен статистикин Муркаш районĕнчи пайĕн тĕп специалист-экспертне Зоя Иосифовна ВИНОГРАДОВАНА.

– Президент Администрацийĕпе Раççей Правительстви халăх çыравне ирттерни патшалăха экономикăпа социаллă аталану тĕлĕшпе йышăнусем тума кирлĕ тесе пĕр хут кăна мар пĕлтернĕ. Кризиса пула социаллă ыйтусем мала тухаççĕ. Кивĕ статистика даннăйĕсем вара йышăнусен пахалăхĕ çине тÿнтерле витĕм кÿреççĕ. Халăх çыравĕ 2010 çулхи октябрь уйăхĕн 14–25-мĕшĕсенче иртет, унăн итогĕсене вара 2011 çулхи пĕрремĕш кварталтах пичетлесе кăларĕç.

Çыравăн кирлĕлĕхĕ мĕнре-ха; Чи малтанах вăл комбинациллĕ кăтартусем илме май парать. Çапла майпа пĕчĕк ял таранах çынсен пурнăçне хак пама май пур. Çырав ирттернипе кăна кашни ялпа, пĕтĕмĕшле çĕршывĕпе мĕн чухлĕ çемье, çемье членĕсем, çемьесенче хăш ÿсĕмри ачасем мĕн чухлĕ пулни, ачасен пурнăç условийĕсем, мĕнле тупăшпа тăранса пурăнни, демографи тĕлĕшĕнчи лару-тăру пирки тата ытти тĕлĕшпе тулли сведенисем илме май пур. Ку сведенисем вара социаллă тата çемье политикин патшалăх программисене хатĕрлеме тата пурнăçа кĕртме питĕ кирлĕ.

Çырава хатĕрленсе нумай ĕç туса ирттернĕ ĕнтĕ. Пĕтĕмĕшле илсен, çырав валли пурлăхпа техника базине хатĕрлесе çитернĕ, пурăнмалли çуртсене инвентаризациленĕ т. ыт. те. Çак ĕçсем районта календарлă планпа пăхнă пек пулса пыраççĕ. 2009 çул валли пăхса хунă хатĕрленÿ ĕçĕсене пĕтĕмпех пурнăçланă.

Иртнĕ çул чи пĕлтерĕшлĕ ĕçсенчен пĕрне вĕçлерĕмĕр – ялсенчи çуртсен списокне туса пĕтертĕмĕр. Регистраторсем çуртсен списокĕсене тĕрĕслесе тухрĕç, картографи материалĕсем вырăнсенчи çурт-йĕрпе пĕр килнине палăртрĕç. Регистраторсем пулса ĕçлеме вăхăтлăх 24 çынна явăçтарнă. Виçĕ эрне хушшинче вĕсем кашни ялтах пулчĕç, карттăсем çинче кашни çурт ăçта вырнаçнине палăртрĕç, çĕнĕрен туса лартнисене унта кĕртрĕç, сÿтнисене е çунса кайнисене кăларчĕç. Çак çĕнĕ даннăйсемпе усă курса çĕнĕ картографи материалĕ хатĕрленĕ. Малтанхи даннăйсемпе районта 177 ял, 14320 çурт-йĕр, пурăнмалли тата пурăнмалли мар 14336 строени, пурăнмалли пÿлĕмсем (хваттерсем, пÿлĕмсем) 15309 шутланаççĕ, ялан пурăнакан çынсем 36244-ăн.

Шутлав участокĕнчи çырав даннăйĕсене пухакан пĕр çын пуçне 400 çын тивмеллине шута илсе, çырав участокĕсене 6, шутлав участокĕсене 91, инструктор участокĕсене 23 тата стационарлă участоксене 12 йĕркеленĕ.

2010 çулта çырава хатĕрленессин çĕнĕ тапхăрĕ пуçланчĕ темелле. Чи малтанах халăх çыравне хутшăнакан çынсене суйласа илсе вĕсене вĕрентессине йĕркелес пулать. Вĕсен хăйсен ĕçне йĕркелесе пахалăхлă туса ирттерме пултараслăхне шута илни кирлĕ. Ку вăхăтлăх ĕçе вĕренÿ заведенийĕсен студенчĕсемпе преподавателĕсене, предприятисен, учрежденисен тата обществăлла организацисен ĕçченĕсене, ĕçпе тивĕçтерекен центрта регистрациленисене, пенсионерсене, кил хуçи хĕрарăмĕсене явăçтарма пулать. Вĕрентÿ ĕçне персонал категорине кура пайăн-пайăн туса пымалла.

Çырава хутшăнакансене вĕрентме тата çырав вăхăтĕнче халăх пирки сведенисем пухакан çынсене ĕçлеме усă куракан пÿлĕмсене хураллассине йĕркелемелле, вĕсене транспорт тата çыхăну хатĕрĕсемпе тивĕçтермелле. Ку ĕçе вырăнти самоуправлени органĕсемпе çыхăнса туса пырас пулать.

Çырав кунĕ çитичченех унччен палăртнă ĕçсене мĕнле пурнăçланине уçăмлатма тĕрĕслевсем ирттерни те ытлашши мар. Хăйсен полномочийĕсене вырăнти самоуправлени органĕсемпе çырав ирттерессишĕн ответлă пулса тăракан çынсем мĕнле пурнăçланине пĕлме мониторингсем ирттерни кирлĕ. Адрес хуçалăхĕ мĕнле шайра пулнине район администрацийĕн, вырăнсенчи ял тăрăхĕсен специалисчĕсен тĕрĕслесех тăмалла, ун пирки отчетсене кашни уйăхрах патшалăх статистикин вырăнти органне тăратмалла.

Халăх çыравне тивĕçлĕ шайра ирттерессипе çынсем хушшинче информаципе ăнлантару ĕçне анлăн сарни пĕлтерĕшлĕ самант пулса тăрать. Ку енĕпе ятарлă план туса хатĕрленĕ.

Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕн материалĕсемпе ятарлă стендсем район администрацийĕнче, ял тăрăхĕсенче тата ытти учрежденисенче те вырнаçтарнă. Унти материалсене вара çĕнетсех тăрасси пирки манма кирлĕ мар. Информаципе ăнлантару ĕçĕн тĕп задачи – обществăлла шухăш-ăнлава çирĕплетесси. Граждансем çырав ирттерекенсемпе килĕштерсе, пĕр-пĕрне ăнланса ĕçлеме хатĕр пулччăр.

Çыравччен вăхăт сахалрах та сахалрах. Ăна тĕплĕн хатĕрленсе ирттересси патшалăх статистикин органĕнчен çеç мар, ытти ведомствăсем хăйсен тивĕçне епле пурнăçланинчен те чылай килет.

В. ШАПОШНИКОВ калаçнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика