10 февраля 2010 г.
Районти предприятисем, организацисемпе учрежденисем çумĕнче çамрăксен канашĕсем пурри çамрăк специалистсен ĕçне интереслĕрех тума, професси шайне ÿстерме май парать. Çак тĕллевпех район администрацийĕн вĕрентÿ, çамрăксен политики тата физкультурăпа спорт пайĕ çумĕнче те районти çамрăк педагогсем хăйсен «Пеликан» ятлă канашне 2007 çулхи декабрь уйăхĕнчех йĕркелесе ячĕç. Çапла вара çамрăк специалистсем районăн обществăлла тата политика пурнăçне хутшăнасси, пурнăçра активлă ене суйласа илесси палăрмаллах ÿсме тытăнчĕ, ачасене пĕлÿ парас ĕçре те пĕр-пĕрин опычĕпе паллашасси уçăмлăрах пулма пуçларĕ.
«Пеликанра» – чи активлă та хăйсен ĕçĕнче аван кăтартусем тума ĕлкĕрнĕ çамрăк специалистсем. Вĕсен йышăнче – аслă категориллĕ учительсем, Раççей тата Чăваш Республикин Президенчĕсен гранчĕсене çĕнсе илнисем, Президент стипендиачĕсем, районти çамрăксен парламенчĕн членĕсем тата тĕрлĕ конкурссен çĕнтерÿçисем. Ку вара канашăн ят-сумĕ пĕчĕк маррине тÿрремĕнех кăтартса парать. Çамрăк вĕрентекен пурнăçпа тан пытăр, вĕрентекен профессийĕ хисеплĕ пултăр тесе çамрăк специалистсем те сахал мар ĕç туса ирттереççĕ: тĕрлĕ канашлусенчен пуçласа шкула анчахрах ĕçлеме килнĕ çамрăк учительсем валли ятарлă занятисем ирттересси таранах. Сăмах май каласан, çамрăк учителĕн кодексне те «алă пуссах çирĕплетнĕ» канаш ларăвĕнче. Кодекс вĕрентÿ сферине ĕçлеме килекенсемшĕн кашни кун сĕтел çинче пулмалли пĕрремĕш документ пекех.
Район шайĕнчи пур мероприятие те хутшăнма тăрăшаççĕ çамрăк педагогсем: çамрăксен форумĕсене, спорт ăмăртăвĕсемпе экологи акцийĕсене тата ыт. те.
Канаша, ăна йĕркеленĕ кунран пуçласах, Мăн Сĕнтĕр шкулĕнче тата Муркаш лицейĕнче акăлчан чĕлхине вĕрентекен Л.В. Храмова ертсе пырать. Унăн çумĕ Р.Н. Сапожников та (вăл Муркашри лицейра физикăпа математика вĕрентекенĕ) районти пултаруллă, çĕнĕ мелсене ĕçе кĕртсе пыракан çамрăк учительсен ретĕнченех.
Акă Людмила Валерьевна Храмова, сăмахран, Муркашри лицей республикăри инновациллĕ вĕрентÿ программисене тĕрĕслессипе эксперимент лаптăкĕ пулнăран, хăйĕн урокĕсене ятарлă программăна тĕпе хурса хатĕрлет. Кунта акăлчан чĕлхине Оксфорд университетĕнче кăларнă кĕнекесемпе вĕренеççĕ. Ачасем акăлчан чĕлхине алла илессине халăхсем хушшинчи стандарт шайне çитерессипе тăрăшаççĕ лицейра. Çавăнпах Людмила Валерьевнапа унăн вĕренекенĕсем республикăри тĕрлĕ конференцисемпе семинарсенчен, уçă уроксенчен тата ятарлă тестсенчен айккинче тăрса юлмаççĕ. Çĕнĕлле иртекен уроксем ачасен кăмăлне те тивĕçтереççĕ.
Çамрăк педагогсен канашĕнче, унăн ертÿçи пекех, хастар специалистсем пĕрле ĕçлесе пыраççĕ. Пурнăçа кĕртме палăртнă ĕçсене вĕсем ветерансемпе канашласа, çĕнĕлĕхсене алла илсе хăйсен шкулĕсенче йĕркелесе малалла тăсаççĕ.
Н. НИКОЛАЕВА.