10 февраля 2010 г.
Паянхи рубрикăна Муркаш район прокурорĕ, юстицин кĕçĕн советникĕ Сергей Александрович ФИРСОВ ертсе пырать
Аптекăсем тата лицензисем
Юлашки вăхăтра телевиденипе те, радиопа та аптекăсен ĕçĕсем пирки, унта саккуна пăснă тĕслĕхсем çинчен каланине-кăтартнине илтме-курма пулать. Районта ку енĕпе лару-тăру еплерех-ши; «Саккун вăл пуриншĕн те пĕрре» рубрикăра ку ыйтăва хускатсан пĕрре те ытлашши пулас çук.
В. НОВИКОВ.
Аптекăсем пирки эпир район хаçатĕнче çырман тенипе килĕшес килмест. Кашни тĕрĕслев хыççăнах пĕтĕмлетÿсемпе хаçат вулакансене паллаштарнă. Ыйту çине паян хуравланă май çакна çирĕплетсе калатăп: аптекăсен ĕçне-хĕлне эпир самантлăха та айккинче хăвармастпăр. Çакă вăл общество сывлăхĕпе çыхăннине эпир аван ăнланатпăр.
Нумаях пулмасть Мăн Сĕнтĕр райповĕн тытăмĕнчи аптека пунктне тата ЧР Сывлăхпа социаллă аталану министерствин «Фармация» патшалăх унитарлă предприяти филиалĕн Муркашри 13-мĕш номерлĕ аптекине лицензи саккунлăхне епле пăхăнни тĕлĕшпе тĕрĕслерĕмĕр.
РФ Правительствин 2006 çулхи июлĕн 6-мĕшĕнче кун çути курнă «Фармацевтика ĕç-хĕлне лицензилессин Положенине çирĕплетесси çинчен» 416-мĕш Постановленийĕпе лицензиллĕ эмелсемпе суту-илÿ тунă чух «Эмел хатĕрĕсем çинчен» Федераллă саккунăн 32-мĕш статйи ыйтнипе лицензирен ыйтнине пăхăнмалла. Çакна РФ «Потребительсен прависене хÿтĕлесси çинчен» саккунăн 26-мĕш статйи те ыйтать.
Тĕрĕслевсем вăхăтĕнче асăннă аптекăсенче вырнаçтарнă холодильниксем çителĕклĕ температура тытайманни палăрчĕ. «Настойка пустырника» препарата 12-15 градус ăшăра упрамалла пулсан, тĕрĕслев ирттернĕ кун вĕсем 3-5 градус ăшăра упранни куç умне пулчĕ. Кунсăр пуçне холодильникăн температура режимне кунсерен учета илсе пырасси те «уксахлатчĕ».
Аптекăсенче эмел препарачĕсене тÿрремĕнех урайĕнче тытни те, вĕсене упрамалли шкафсем стенасем çумне 60-70 сантиметртан çывăх тăни те палăрчĕ.
РФ Правительствин 2006 çулхи июлĕн 6-мĕшĕнче кун çути курнă «Фармацевтика ĕç-хĕлне лицензилессин Положенине çирĕплетесси çинчен» 416-мĕш Постановленийĕн 5-мĕш пункчĕпе килĕшÿллĕн асăннă йĕркесĕрлĕх лицензи требованийĕсене пăсни пулать.
Тупса палăртнă çитменлĕхсемпе административлă икĕ ĕç пуçартăмăр.
Пушар хăрушсăрлăхĕпе
яваплăх ÿсет
Пермь хулинчи «Хромая лошадь» клубри пысăк инкек пирки районти пушарнăйсем тата район прокуратури мĕн шутлаççĕ-ши; Инçетри инкек çывăха ан килтĕр тесе вырăнсене тухса тĕрĕслевсем ирттерчĕç-и; Ахальлĕн пирĕн районта та халăх йышлă пухăнакан вырăнсем çук мар.
А. СИДОРОВ.
Пермь хулинче кĕске вăхăтрах 155 çын пурнăçне татнă трагеди никама та лăпкăлăхра хăвараймарĕ. Кашнинех пушар хăрушсăрлăхĕ çине тепĕр хут çаврăнса пăхтарчĕ. Çак инкекрен граждансем тивĕçлĕ пĕтĕмлетÿсем тăвасса çĕршыв шайĕнче те шанаççĕ-кĕтеççĕ.
Пысăк инкек пире те пушар хăрушсăрлăхĕ çине нихăçанхинчен те тимлĕрех пăхма хистерĕ. Пермьри инкек Çĕнĕ çул тĕлне килсе тухнăран район прокуратури уявсем вăхăтĕнче вырăнсенче пушар хăрушсăрлăх правилисене пăхăнассипе тĕрĕслевсем ирттерчĕ.
Патшалăх пушар надзорĕн районти уйрăмĕн инспекторĕпе пĕрле пулса иртнĕ вăхăтра 8 вĕрентÿ учрежденийĕпе 8 Культура çуртне тата клубсене, 3 кафене тĕрĕслерĕмĕр.
Çакă паллă пулчĕ: вĕрентÿ учрежденийĕсенче РФ МЧСĕ 2003 çулхи июнĕн 18-мĕшĕнче ятарлă приказпа çирĕплетнĕ «Раççей Федерацийĕнчи пушар хăрушсăрлăх правилисен» 53-мĕш пунктне пăсни куç умне тухрĕ. Пур вĕрентÿ учрежденийĕсенче те эвакуаци çулĕсенчи стенасене хăвăрт çунакан материалпа сăрланă.
Ялти клубсемпе Культура çурчĕсене тĕрĕсленĕ чух вĕсенче автоматла пушар сигнализацийĕ çукки, пушар сÿнтермелли пирвайхи хатĕрсем çителĕксĕрри, эвакуаци çулĕсем çинче çутăлса тăракан «Выход» паллă пулманни тата вăл çулсем пушар хăрушсăрлăхĕ ыйтнипе килĕшсе тăманни палăрчĕ.
Тĕрĕслев пĕтĕмлетĕвĕпе çитменлĕхсене пĕтерме 5 представлени çыртăмăр. Должноçри çынсем тĕлĕшпе пушар хăрушсăрлăх правилисене пăснăшăн 4 административлă ĕç пуçартăмăр. Клубсен ĕçне чарас тĕллевпе юридици çыннисем пирки те административлă правонарушени тунăшăн 4 ĕçе çул патăмăр.
Çĕнĕлĕхсем вăй илчĕç
Пирĕн хамрăн пĕчĕк предприяти пур. Ĕç вăхăтĕнче çулсеренех плансăр тĕрĕслевсемпе тĕл пулма тивет. Тĕрĕслевçĕсен ыйтăвĕсене тивĕçтерме вара чылай вăхăт каять. Кăçалтан плансăр тĕрĕслевсене хирĕçлекен саккун тухнă теççĕ. Тĕрĕсех-ши;
И. ИШТОНОВ.
Хирĕçлекен саккун тени тĕрĕс мар. РФ Президенчĕ 2009 çулхи декабрĕн 27-мĕшĕнче «Раççей Федерацийĕн субъекчĕсен патшалăх влаç органĕсен тата вырăнти самоуправлени органĕсен ĕç-хĕлне çĕнĕ çулпа илсе пырас тĕллевпе Раççей Федерацийĕн хăш-пĕр саккун акчĕсене улшăнусем кĕртесси çинчен» 365 номерлĕ федераллă саккун айне алă пусрĕ.
Федераллă саккунăн 15-мĕш статйипе «Патшалăх надзорĕ тата муниципаллă тĕрĕслевсем ирттернĕ чух уйрăм предпринимательсемпе юридициллĕ вăйра тăракан предприятисен прависене хÿтĕлесси çинчен» саккуна та улшăнусем кĕчĕç.
Çĕнĕлĕхсенче плансăр тĕрĕслевсем ирттермелли никĕссене кăтартассине, тĕрĕслев органĕсен çулсерен ирттермелли планлă тĕрĕслев проекчĕсене хатĕрлесе Раççей Федерацийĕн Тĕп прокуратурин сайчĕ çине тăратассине кăтартни пур.