06 февраля 2010 г.
«Тилĕ» çăрана уçнă
Кăнтăр кунĕнчех Çурлатри ялĕнчи пĕр витене «тилĕ» пырса кĕрет. Унта кантăк е алăк çĕмĕрсе кĕмен чеескер: çăра уççисемпе алăк умĕнче пĕр вăхăт тапăртатса ĕçлĕ пулнă хыççăн алăка уçма пултарнă. Кашта çинчи «ытлашши» чăхха вара хул хушшине хĕстернĕ те тухса шăвăннă. 150 тенкĕ тăракан чăхă, паллах, «çăлăр!» тееймен. Çапах та кукăр алăна тупса палăртнă.
Халĕ те тÿлеймен
Ялти çын хăйĕн хушма хуçалăхĕнче ĕçленинчен те тупăш илесшĕнех ĕнтĕ. Сахал тăрмашатăн-и выльăхпа; Пахчара та ĕçĕ туллиех.
Акă Çатракасси ялĕнчи пĕр хĕрарăм та, ял çыннисене усă пултăр тесех, çынсенчен сĕт пухнă. Сĕте Шупашкарти предприниматель йышăнса тăнă, укçине тÿленĕ-ха малтанах. Анчах та виçĕм çулхи пĕр тапхăр сĕт пуçтарса панă укçа-тенкĕне ял хĕрарăмĕ паянхи кун та «шутласа кăлараймасть». Тăватă уйăх укçи вара сахал мар – вуншар пин тенкĕ.
Ĕçленинчен тупăш шанчăклă илес тесен предпринимательсен шанчăклăхĕ пирки те малтанах тĕплĕн тĕпчесе пĕлмелле. Унсăрăн сĕтпе пĕрле укçа та «юхса кайĕ».
Пÿрнесĕр тăрса юлма та пулать çав
Шартлама сивĕсем иртрĕç пулин те, çуркуннеччен вăхăчĕ пур-ха. Шăнсан эрех ĕçсе ăшăнма юратакансем вара черкке хыççăн черкке ÿпĕнтерсе хăйсене мунчари пекех туяççĕ пулас. Çавна пулах киле çитмесĕрех «ăшă мамăк тÿшек» çине çул çинчех выртаççĕ.
Акă çак кунсенчех пĕри пÿрнисемпе пилĕкне шăнтса янă кăна мар, унăн кĕлетки те самаях сивĕннĕ. Тепри тата урам варрипе киле утнă чух пÿрнисене шăнтса янă.
Хулăнрах мулаххайсем тăхăнас пулать эрех ĕçме юратакансен, атту пуçра хĕл иртсен те çил вĕрме чарăнас çук.
Пичете районти шалти ĕçсен пайĕн материалĕсем тăрăх хатĕрленĕ.