Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Йĕркеллĕ пурăнасчĕ

06 февраля 2010 г.

Пур çамрăк мăшăр та вĕсен çирĕп, йĕркеллĕ çемье пуласса ĕмĕтленет, ачасем çуратса вĕсене тĕрĕс-тĕкел пăхса ÿстерессине... Анчах та пурнăç хумĕсем кашни çынна хăйне май пырса çапаççĕ: пĕрисем вара йывăрлăхран айккине пăрăнса юлаççĕ, теприсем – ăна чăтаймаççĕ, виççĕмĕшсем – темĕнле пулсан та çĕнтерме тăрăшаççĕ. Çапла вара çемьесем те – пĕрисем арканаççĕ, теприсем малаллах талпăнаççĕ. Çирĕп çемье пултăр тесен мĕнле пурăнмалла-ха; Çынсем çемьеллĕ пурăнасси хăçан пуçланса кайнă; Çак ыйтусене хуравлама эпир паян Мăн Сĕнтĕрти чиркÿ настоятельне Игнатий (Суранов) аттене ыйтрăмăр:

– Турă тĕнчери япаласене туса пĕтерсен, вĕсене тытса тăма этеме тунă. Унтан каланă: этеме пĕччен пурăнма аван мар, ăна пулăшса пыма хăй евĕрлĕскере пултарар, тенĕ. Вара унăн аяк пĕрчинчен пĕрне кăларса илнĕ те арăм туса ăна этем патне ертсе пынă. Çакăнтан, урăхла каласан, тĕнче пуçламăшĕнченех пырать ĕнтĕ çынсем арлă-арăмлă пурăнасси.

Çемье хăй пĕчĕк чиркÿ пулма кирлĕ. Çапла вĕрентет Чăн тĕн. Анчах пĕчĕк пулсан та, тĕрĕс-тĕкел тытса тăма питĕ хĕн ăна. Уйрăмах хальхи вăхăтра. Кашни иккĕмĕш çемье арканать, тенине илтсеттĕм. Пулĕ те. Туй туса пĕрлешес умĕн хĕрпе каччă (тепĕр чухне – уйрăмшарăн) час-часах чиркĕве пырса пиллĕх илеççĕ е иконăсем туянаççĕ. Венчет тусах пĕрлешмелли çинчен аса илтеретĕп те, аллисене сулаççĕ: «Пĕлместпĕр-ха, тен уйрăлмалла пулать; Венчет тăрсан вара уйрăлма юрамасть». Ăçтан çирĕп çемье – ял-йыш илемĕ, çĕршыв тĕрекĕ, Турă мухтавĕ – пултăр çапла калакансен;! Ман шутпа, туй кĕписем туянса, ресторанта заказ парса, чаплă машинăсене тытса укçана çилпе вĕçтерни çеç ку. Тепĕр çамрăкăн ашшĕ-амăшĕн пуçĕнче те çил вылять: «Малтан пĕрле пурăнса пăхчăр, пĕр-пĕрне тĕрĕслеччĕр», – теççĕ ачисем пирки. Çапла каласа вĕсем пысăк йăнăш (тĕрĕссипе, йăнăш та мар, пысăк çылăх) тăваççĕ. Пĕр-пĕрне тĕрĕслеме, урăхла каласан, шухăш ĕмĕрлĕхе пулнине пĕлме туй туса тăкакланиччен вăхăт çук-им;

– Апла пулсан, мĕнле пурăнмалла-ши арăмĕпе упăшкин çемье çирĕп пултăр тесен;

– Çемьере арăмĕн упăшкине пăхăнса пурăнмалла, упăшкин вара арăмне юратмалла, – тесе вĕрентет çветуй Павел апостол. Мĕншĕн пĕрин пăхăнмалла, теприн юратмалла; Каларăмăр ĕнтĕ, çемье хăй – пĕчĕк чиркÿ. Чиркÿ пуçĕ – Христос Турă пулнă пек, упăшки те арăмĕн пуçĕ пулать. Çавăнпа арăмĕн упăшкине Турра пăхăннă пек пăхăнса пурăнмалла. Анчах Христос Турă Чиркĕве мĕнле юратать (Чиркÿ мухтавлă, тап-таса, пĕр айăпсăр пултăр тесе Вăл Хăйне Хăй вилĕме панă), упăшкин те арăмне çапла юратмалла. Унсăрăн ăçтан килĕшÿ пултăр;

– Халĕ арăмĕ упăшкине пăхăнасси пирĕн йăлара çукпа пĕрех темелле-çке...

– Çавăнпах çемьесем саланаççĕ те ĕнтĕ... Арçыннăн çемье пуçĕ пулмалла терĕмĕр. Эппин, унăн яваплăхĕ те пысăкрах: пурăнма йĕркеллĕ условисем туса памалла, тăрантармалла-тумлантармалла, пĕтĕм йывăрлăха хăйĕн çине илмелле тата ыт. те. Енчен те вăл кунĕн-çĕрĕн телевизор умĕнче кăна выртсан е мĕнле майпа мухмăр чĕртмелли пирки çеç шутласан, пĕр сăмахпа каласан, арçын çемьешĕн тăрăшмасть пулсан – ăна ăçтан çемье пуçĕ тесе калăн; Кун пек чухне çав яваплăх пĕтĕмпех хĕрарăм çине куçать. Анчах упăшкине арăмĕ пăхса усрани – хурлăх та, намăс та, мăшкăл та, тенĕ Турă Сăмахĕнче. Çемье тилхепине хăй аллине ярса илнĕ арăм, паллах, упăшкине пăхăнасшăн пулмасть. Хăйне пăхăнман арăмне упăшки юратасшăн мар. Упăшкине телей кÿмен арăм та алла устарать.

– Пăхăнмалла тенине мĕнле ăнланмалла-ха;

– Пăхăнмалла тени, паллах, унăн кутăнлăхĕсене пурнăçламалла тенине пĕлтермест. Кунта хатĕр рецепт çук. Турă хĕрарăма ăс-тăн та çителĕклех панă; унпа усă курса тытса пымалла çемье тилхепине. Упăшкипе арăмĕ пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăнни Турра та кăмăллă.

– Арăмне упăшки пĕрмай эрех ĕçсе тарăхтарать пулсан, унăн мĕнле пурăнмалла;

– Çак ыйтăва паракансем нумай. «Апла пулсан, мĕншĕн качча тухнă-ха эсĕ ăна; Куçу ăçта пулнă; Пуçу мĕн шутланă;» – тетĕп. «Малтан, каччă чухне, ĕçместчĕ вăл. Халĕ хамăн упăшкана хам та палламастăп – пачах урăх çын тейĕн», – теççĕ. Аха, амăшĕпе пурăннă чух вăл лайăх пулнă, кайран, санпа пурăнма пуçласан, ĕçке ярăннă. Айăпли кам;.. Никам та йышăнасшăн мар.

Юлашкинчен çакна каласах килет манăн. Пĕр хĕрарăм çылăх каçарттарнă чухне сывлăш çавăрайми макăрнă: «Эпĕ вĕлересшĕн марччĕ ăна, вĕлересшĕн марччĕ...»

– Мĕнле пулса тухрĕ-ха ку; – асăрханса ыйтнă унран священник.

– Сĕтел шăлнă чухне çĕтĕкпе çапрăм та – вилчĕ, – тĕлĕнтернĕ хĕрарăм.

– Кама;!

– Шăнана, – тенĕ те, хăй каллех макăрса янă.

Çиелтен пăхсан шÿт пек кăна курăнать çак калаçу. Кулса илнĕ те, ĕçĕ те пĕтнĕ. Анчах çав священник çын чунĕшĕн хытă тăрăшаканскер пулнă. Малалла калаçтарса каять те хĕрарăма... – виçĕ ачине пăрахса, урăх арçын патне тухса кайнă, унтан – теприн патне, халĕ ку та тивĕçтермест иккен ăна.

– Çакăншăн Турă умĕнче пĕрре те ÿкĕнместĕн-и;

– Мĕн вара уншăн, халĕ пурте çапла пурăнаççĕ, – пулнă хурав.

Çапла, халĕ çылăх «модăна» кĕнĕ. Çынран вăтанасси те çук пирĕн, Турăран хăрасси те... Арăмне е упăшкине улталакана (аскăн ĕç пирки пырать сăмах) Чиркÿ ушкăнĕнчен 7 çуллăха уйăрмалли йĕрке пулнă ĕлĕкрех. Ÿкĕнсе, çылăх тума пăрахнă пулсан та, Туррăн Таса Ÿчĕпе Таса Юнне пая кĕме юраман унăн. Ют çемьене кĕрекен вара вутă çурнă чухне каска варрине савăл çапса çурнă пек çемьене аркатать. Ун пек çынна яланах «ылханса аса илĕç, унăн намăсĕ нихăçан та сирĕлмĕ» тесе каланă Турă Çырăвĕнче.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика