06 февраля 2010 г.
2009 çулхи ял хуçалăх çулталăкĕ 2010 çулхипе улшăнчĕ. Мĕн кĕтетпĕр эпир кăçал, мĕн çине таянса ĕçлейретпĕр; Фермăсенчи выльăхсен продуктивлăхне пăхсан тата хĕл валли янтăланă апат хисепĕпе пахалăхне шутласан, алă усмаллиех курăнмасть. Пурнăç кăларса тăратакан çĕнĕлĕхсене тивĕçлĕ йышăнса ыранхи куна пăхса ĕçлемелле. Çакна валли пирĕн условисем çук мар. Ăна фермăсенчи хĕл кунĕсем те çирĕплетсе параççĕ. Обществăлла выльăх-чĕрлĕх пăхакансем патĕнче кăрлачăн 27-мĕшĕнче иртнĕ пĕрлехи кун пĕтĕмлетĕвĕсем çинче район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн тĕп специалист-эксперчĕпе Т. А. АЛЕКСЕЕВАПА чарăнса тăтăмăр.
– Выльăх пăхакансен ответлă тапхăрĕ пырать. Çак вăхăтри производство – çуллахи-кĕркуннехи ĕçсен кăшăлĕ. Ман шутпа кам мĕн чухлĕ паха апат хатĕрленине кура ÿсĕмĕсем те куç умĕнчех. Çу кунĕсене «юрласа» ирттернисем вара паян пуç чиксе çÿреççĕ. Çапла мар-и;
– Хирĕçлеместĕп. Пĕрле-шÿллĕ хуçалăхсенче халĕ иртнĕ çулхи ĕçсене пĕтĕмлетессипе, малашлăх чикĕсене палăртассипе ĕçлеççĕ. Çывăх кунсенче кунта кашни ыйту çинех тивĕçлĕ хурав пуласса шанас килет. Кунпа пĕрлех çĕнĕ ял хуçалăх çулĕнчи пĕрремĕш, хĕле кĕнĕренпе 4-мĕш уйăх вĕçленчĕ. Çулталăк пĕтĕ-млетĕвĕ çине пăхмасăр паян кăрлач уйăхĕнчи тата хĕл тапхăрĕнчи пĕтĕмĕшле ĕçсене тишкерме вăхăт. Пĕлтĕрхи октябрь-декабрь уйăхĕсенче эпир пĕтĕмпе 2010,5 тонна сĕт (2008 çулхи асăннă вăхăтпа танлаштарсан 102 процент), 348,6 тонна (67,4 процент) аш-какай туса илтĕмĕр. Мăйракаллă шултра выльăхсенчен аш-какай илесси 1640 центнерпа (108 процент), сыснасенчен продукци илесси 1394 центнерпа (118 процент) танлашрĕ. Уйрăм хуçалăхсене илсен çакă курăнать: Суворов ячĕпе, Е. Андреев ячĕпе хисепленекен, «Герой», «Свобода», «Оринино» хуçалăхсенче выльăхсен йышне ÿстереççĕ. Çак тапхăрта мăйракаллă шултра выльăхсен талăкри вăтам ÿт хушаслăхĕ 636 грамм (çулталăк каяллахинчен 89 грамм пысăкрах), сыснасен 365 грамм (6 грамм нумайрах) пулчĕ. Пĕтĕ-мĕшле кăтарту унчченхи хĕл тапхăрĕнчинчен ÿсĕмлĕрех пулсан та, пĕрлешÿллĕ хуçалăхсенчи производство ыйтăвĕ нумай хуçалăхсенче çивĕч тăнине те пытарма çук.
– Татьяна Александровна, паян выльăхсем патĕнче апат çителĕклĕ теме пулать-и; Апат çук пулсан производство çинчен калаçма та иртерех.
– Ĕнен сĕчĕ чĕлхи çинче тени, ытарлă майпа пăхсан, пĕтĕм отрасле пырса тивет. Сирĕн ыйтăвăр çине конкретлă хуравласа çакна калатăп: январĕн 1-мĕшĕ тĕлне хуçалăхсенче пĕр условнăй выльăх пуçне 17,7 центнер апат единици пулнă. Апат уйрăмах сахалли паян Ленин яч. хис. (10,3 центнер апат единици), ВТМ (11,1), «Хлебороб» (3,6), хуçалăхсенче сисĕнет. «Ударник» хуçалăхра силос çитейменнине Чкалов ячĕпе хисепленекен хуçалăхран туянассипе шайлаштарма калаçусем пыраççĕ.
– Кăçал вăрăма тăсăлнă хĕл сиввисем выльăх-чĕрлĕх пăхакансем патĕнче палăрчĕç-и;
– Шартлама сивĕсем пире парăнтараймарĕç, анчах хăш-пĕр хушма йывăрлăхсемсĕр те пулмарĕ. Урамри сивĕсем фермăсенчи сарайсене айккинче хăвармарĕç. Нумай витере сывлăш температури ытти çулхисенчен пĕчĕкрех пулчĕ. Тислĕк кăлармалли транспортерсем ванни сарайсенчи микроклимат çинче палăрчĕ. Акă эпир çитнĕ кун Чапаев яч. хис. хуçалăхра сарайсенчен темиçе кун тислĕк тухманччĕ. Çавна пула ĕç условийĕсем япăхланнăччĕ, ĕнесем таса мар тăратчĕç. Çакăн евĕр лару-тăру «Передовик» хуçалăхра та куç умне пулчĕ. Кун пекки тата хăш-пĕр хуçалăхсенче пур. Çавăнпа та фермăсенче юсавçăсен бригадисем тытни йывăрлăхсене çăмăлраххăн ирттерме май парать. Çакна нумай хуçалăхсенче ăнланаççĕ, хăйсен ĕçченĕсене ĕçлемелли çи-пуçпа тивĕçтерсех тăраççĕ. Анчах ĕç тумтирĕпе «Передовик» тата Ленин яч. хис. пĕрлешÿллĕ хуçалăхсенче туллин тивĕçтерменни асăннă коллективсенче пур ыйтăва та татса панă тесе калаттармасть. Кунтах ĕç укçи пирки те кĕскен каласа хăварассăм килет. Паян унăн парăмĕсем «Хлебороб» тата «Агро-Урожай» обществăсенче уйрăмах пысăк. Е. Андреев яч. хис. тата «Сеятель» хуçалăхсенче те ĕç укçи калăпăшĕ пĕчĕк-ха.
– Юсавçăсен бригадисем пирки калани хăш хуçалăхсене ырăпа пырса тивет;
– «Оринино», «Герой», «Восток», Суворов яч. хис., Ильич яч. хис., «Ударник», «Свобода» хуçалăхсенче кулленхи юсав ĕçĕсене тăтăшах пурнăçласа пыраççĕ. Вĕсен фермисенче тислĕк тухман кунсем те çук, санитари кунĕсем те тăтăшах иртеççĕ. Сарайсене кĕме тата унта тăракан таса выльăхсене пăхма кăмăллă. Çак хуçалăхсенче тата «Моргаушская» чăх-чĕп фабрикинче выльăхсемпе чăх-чĕпе хĕл каçарассине лайăх йĕркелени паян чуна савăнтарать. Çав вăхăтрах «Свобода», Е. Андреев яч. хис., Чапаев яч. хис., Чкалов яч. хис. хуçалăхсенче выльăх-чĕрлĕх патĕнче ĕçлеме специалистсем çитсех каймаççĕ. Çакă асăннă хуçалăхсен ертÿçисене тивĕçлĕ мерăсем йышăнасси пирки паянах шутлаттармалла.
– Выльăх-чĕрлĕх пăхакансен паянхи кăтартăвĕсем мĕнлерех-ха; Вĕсене çĕнĕ ÿсĕмсен никĕсĕ теме пулать-и;
– Çулталăка тăрăшуллă пуçлаканăн ĕçĕ те ăнса пырать. Паян районти хуçалăхсенче кашни ĕнерен талăкра 11,3 килограмм сĕт сăваççĕ. Çакă вăл иртнĕ çулхи çак вăхăтринчен 1,2 килограмм нумайрах. Суворов яч. хис. хуçалăхра çак кăтарту 16,5 килограма çитет пулсан, Чапаев яч. хис., Е. Андреев яч. хис., «Передовик» ял хуçалăх производство кооперативĕсенче – 4-6 килограмм кăна.
Ĕмĕтленме иртерех-ха, апла пулин те кăçалхи пĕрремĕш утăмсем хамăр тĕллевĕмĕрсене çĕнессине иккĕлентермеççĕ.
А. БЕЛОВ калаçнă.