Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хĕллехи спорт сезонĕ уçăлчĕ

03 февраля 2010 г.

Ытла та сивĕ хĕл кунĕсем кăçал йĕлтĕрçĕсене хĕллехи спорт сезонне уçма сахал мар кĕттерчĕç. Иртнĕ вырсарни кун, 25 градус таран сивĕ тăнине пăхмасăрах, Муркашри стадионта йĕлтĕрçĕсем пуçтарăнчĕçех.

Хĕллехи спорт сезонне уçса ăмăртăва пуçтарăннисене малтанах район пуçлăхĕ Ю.А. Иванов саламларĕ. Унпа пĕрле йĕлтĕрçĕсен ăмăртăвне курса киленме, çĕнĕ ятсем уçма Шупашкар тата Çĕнĕ Шупашкар хулисенчи Муркашсен ентешлĕхне ертсе пыракан А.И. Федотов та, республикăри йĕлтĕр спорчĕн пĕрлешĕвĕн президенчĕ А.П. Давыдов тата ыттисем те çитрĕç.

34 командăри 150 ытла йĕлтĕрçĕ тĕрлĕ ÿсĕмсемпе ушкăнсенче ăмăртрĕ.

Уйрăм командăсене илес пулсан пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп вăтам шкулсем хушшинче çĕнтерÿçĕсем Кашмашсем (1-мĕш вырăн), Шетмĕпуçсем (2-мĕш) тата Тойкилтĕсем (3-мĕш) пулчĕç. Пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулсем хушшинче чи вăйлисем – Çатракасси (1-мĕш), Калайкасси ( 2-мĕш), Муркаш (3-мĕш) шкулĕсем.

Пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулсенче вĕренекен хĕр ачасем хушшинче 1-мĕш вырăна С. Ефремова (Кашмаш) тухрĕ, 2-мĕш вырăна – Д. Петрова (Шетмĕпуç), 3-мĕш вырăна – А. Майорова (Кашмаш). Арçын ачасенчен чи малти Н. Дмитриев (Шетмĕпуç) пулчĕ, ун хыççăн финиша Д. Скворцов ( Кашмаш) çитрĕ. С. Ершов (Шатракасси) 3-мĕш вырăн çĕнсе илчĕ.

Вăтам шкулсенче вĕренекен кĕçĕн ушкăнри – 1995-1996 çулсенче çуралнă хĕр ачасенчен финиша пĕрремĕш Муркаш шкулĕнчи С. Иванова чупса çитрĕ. Çатракасси шкулĕнче вĕренекенсем – И. Лебедева тата А. Ксенофонтова – 2-мĕш тата 3-мĕш вырăнсене тухрĕç. Аслă ушкăнри хĕрсенчен (1992-1994 çулсем) Çатракасси шкулĕнче вĕренекен И. Кириллована çитекенни пулмарĕ. Ун хыççăн дистанцие Калайкасси шкулĕнчи И. Иванова çитрĕ, виççĕмĕш – Çатракасси шкулĕнчи Э. Тихомирова. Арçын ачасем хушшинчи кĕрешĕве те пуçтарăннисем хавхалансах сăнарĕç. 13-14 çулхисен ушкăнĕнче ăмăртнă А. Петров (Çатракасси) пĕрремĕш вырăна тивĕçлипех тухма пултарчĕ. Çак шкултах вĕренекен А. Лебедев 2-мĕш вырăна, Муркаш шкулĕнчи А. Харьков 3-мĕш вырăна тухнипе палăрчĕç. Аслă ушкăнри яшсем хушшинчи кĕрешÿ çак кăтартусемпе вĕçленчĕ: 1-мĕш – А. Чернов (Муркашри лицей), 2-мĕш – А. Моисеев (Калайкасси), 3-мĕш – А. Гониашвили (Муркаш).

Ăмăрту, паллах, ĕç коллективĕсен командисем хутшăннипе татах та интереслĕрех пулчĕ. Хĕрарăмсем хушшинче пĕрремĕш М. Смирнова (Муркаш ял тăрăхĕ), иккĕмĕш Т. Алексеева (Çатракасси шкулĕ), виççĕмĕш Е. Потапова (Муркаш ял тăрăхĕ) пулчĕç. Арçынсем малти вырăнсене çапларах пайларĕç: 1-мĕш вырăна И. Смирнов (Муркаш ял тăрăхĕ), 2-мĕш вырăна А. Воробьев («БТИ» МУП), 3-мĕш вырăна И. Воробьев («БТИ» МУП) тухрĕç.

Çĕнтерÿçĕсен аллинче – кубоксемпе парнесем. Призлă вырăн йышăнакансем те парнесемпе дипломсемсĕр юлмарĕç.

Н. НИКОЛАЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика