Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пиçиххисене туртарах çыхма тивет

03 февраля 2010 г.

Бюджет, укçа-тенкĕ ыйтăвĕ нихăçан та çăмăллисен шутне кĕмен. Уйрăмах хальхи эконмика тĕлĕшĕнчи йывăр лару-тăрура ку пушшех те палăрать. Епле татса пама шухăшлаççĕ-ха умри ыйтусене Муркаш ял тăрăхĕнче; Мĕн çине ытларах тимлĕх уйăрасшăн; Çакăн пирки сăмах пуçартăм ял тăрăхĕн пуçлăхĕпе Николай Иванович НИКИТИНПА тĕл пулнă май.

– Николай Иванович, ял тăрăхĕн кăçалхи бюджечĕ пирки мĕн калама пултаратăр;

– Малтанах çак цифрăсене илсе кăтартам. Иртнĕ çул ял тăрăхĕн бюджечĕ тăкаксем енĕпе планпа 11351 пин тенкĕпе танлашнăччĕ пулсан, кăçал валли ку хисеп пĕтĕмпе те 5278 пин тенкĕ кăна. Çакна çителĕклĕ теме çук. Апла пулсан перекетлĕх режимне çирĕп пăхăнас пулать. Бюджет укçи-тенкине кирлĕ-кирлĕ мар çĕре сапалани пулмалла мар. Кунсăр пуçне бюджета пуянлатмалли ытти майсемпе те туллин усă курни кирлĕ. Республика Президенчĕ ЧР Патшалăх Канашне янă Çыру та ку тĕлĕшпе курăмлă пулса тăрать.

– Мĕнле майсем пирки сăмах пырать-ха кунта;

– Ял тăрăхĕн бюджечĕ, тĕпрен илсен, ял тăрăхĕн территорийĕнчи предприятисемпе организацисенче ĕçлекенсен ĕç укçи шайĕнчен, çĕр налукĕнчен, пурлăх çине хуракан налукран тата предпринимательство ĕçĕ-хĕлĕнчен илекен налукран пухăнать. Иртнĕ çулхи итогсем пирки калас пулсан, ку тĕлĕшпе эпир 2009 çулта мĕн палăртнине пур енĕпе те ирттерсе пурнăçларăмăр. Пурлăх çине хуракан налука 820,7 пин тенкĕ (124,6 процент), çĕр налукне 712,4 пин тенкĕ (127,2 процент) пуçтарнă. Уйрăм çынсен тупăшĕнчен илекен налук 5907,9 пин тенкĕпе (106,3 процент) танлашрĕ.

Апла пулин те усă курман резервсем те çук мар. Калăпăр, иртнĕ çул гаражсен, сарайсен хуçисенчен аренда тÿлевĕ илессипе çителĕклĕ ĕçлерĕмĕр теме çук. Ку енĕпе плана 70 процент кăна пурнăçланă. Апла пулсан кăçал епле пулсан та плана 100 проценчĕпех пурнăçлама мерăсем йышăнас пулать. Нимĕн те тума май çук, ытлашши чурăс чунлисенчен тен парăмсене суд урлă та шыраса илме тивĕ.

Муркашри кирпĕч тата сĕт-çу завочĕсем тупăшлă тата тухăçлă ĕçленипе те çыхăннă ял тăрăхĕн бюджечĕ. Çавна май ял çыннисене килти хуçалăхсенче хатĕрлекен сĕте ытларах Муркашри сĕт-çу заводне ăсатма сĕннĕ пулăттăм. Ку вăл хамăршăнах усăллă пулĕ.

Кунпа пĕрлех иртнĕ çул çынсене ĕçпе тивĕçтерекен центр урлă территорисене тирпей-илем кĕртессипе обществăлла ĕçсене явăçтарса бюджет укçине 214,9 пин тенкĕ перекетлесе хăварма май килчĕ. Пĕтĕмпе вара кăçалхи çул валли 280,9 пин тенкĕ перекетленĕ. Шел пулин те, 2010 çулта ĕçпе тивĕçтерекен центр урлă территорисене тирпей-илем кĕртме ĕç вăйĕсем уйăрасси шанчăклă мар. Çавăнпа та малтанах палăртса хăварнă пулăттăм, тирепей-илем, тасалăх, йĕркелĕх пирки ял çыннисен, район центрĕнчи предприятисемпе учрежденисенче ĕçлекенсен хăйсен ытларах тимлемелле пулать.

Бюджета пуянлатма май паракан татах тепĕр самант пирки асăнам. Хальхи вăхăтра район центрĕнче автомашинăсем çинчен тĕрлĕ тавар сутакансем сахал мар. Малашне вĕсенчен аренда тÿлевĕ илме тĕллев лартатпăр. Çитменнине çав вырăнсенче сутă тунипе пĕрлех хыççăн тĕрлĕ тасамарлăх, çÿп-çап сахал мар юлать. Малашне çуртсем çине е ытти вырăнсене реклама щичĕсем вырнаçтарасси те тÿлевлĕ пулмалла.

Унчченхи çулсенче çуллахи вăхăтра та çĕрле урамсене электричествăпа çутатса тăнă. Кăçал майăн 1-мĕшĕнчен тытăнса сентябрĕн 1-мĕшĕччен электрохунарсене сÿнтерме тивет. Çакă 100 пин тенкĕ перекетлеме май парĕ.

Татах тепĕр пĕлтерĕшлĕ самант-сĕнÿ. Предпринимательсенчен ытларахăшĕ хальхи вăхăтра хăйсен ĕçне-хĕлне суту-илÿпе çыхăнтарать. Паллах, камăн мĕнле кăмăл ĕнтĕ. Анчах та эпĕ пуçласа предпринимательство ĕçне тытăнакансене, ытти предпринимательсене те производство йĕркелеме, продукци туса кăларассине аталантарма сĕннĕ пулăттăм. Кун пек чухне налуксем пухăнасси те ÿсмелле. Хальхи вăхăтра вара кирпĕч блоксем, мунча кăмакисемпе электричество каминĕсем хатĕрлессипе, чÿрече рамисем тăвассипе ырă тĕслĕх кăтартса ĕçлекенсем сахал мар.

Кунпа пĕрлех тата бюджетпа пăхса хунă хăш-пĕр тăкаксене те чакарма май пулĕ тесе шутлатăп. Пĕтĕмпех перекетлĕрех пулнипе, укçа-тенкĕне шутлама пĕлнипе çыхăннă. Акă бюджет хушшинчи трансфертсене ял тăрăхĕсем хушшинчи Культура çуртне тата библиотекăна ĕçлеттерме 2 миллион тенкĕне яхăн пăхса хунă. Пĕчĕк сумма мар. Ăна чакарма майсем шырас пулать.

– Николай Иванович, нумай хутлă çуртсен картишĕсене, Октябре 50 çул урамри çул хĕррипе çынсем хăйсен автомашинисене лартса тултарни йĕркеллĕ пулăм пулманни пирки пĕрремĕш кун мар ĕнтĕ сăмах пырать. Пулĕ-и ку тĕлĕшпе йĕрке;

– Ку тĕлĕшпе районти шалти ĕçсен пайĕн патшалăх çул-йĕр хăрушсăрлăх инспекцийĕн ĕçченĕсен çирĕпрех пулни кирлĕ тесе шутлатăп. Чăннипех те инкек-синкек пулса тухсан кун пек чухне пушар е васкавлă пулăшу машини те кирлĕ вырăна çитеймеççĕ. Тĕрĕссипе вара çак автомашинăсен хуçисем асфальт сарнă йĕркеллĕ çул лаптăкĕпе, çуртсен картишĕпе автомашина лартма усă кураççĕ пулсан, мĕншĕн-ха вĕсенчен аренда тÿлевĕ илмелле мар; Ку ыйтăва та çывăх вăхăтрах татса парас пулать тесе шутлатăп.

– Хальхи вăхăтра чылайăшĕн автомашинăсем пур, анчах та пурин те гаражсем çук вĕт-ха.

– Сăмах автомашинăсене çĕр каçма вырнаçтарасси пирки пулсан, ку енĕпе йывăрлăх çук тесе шутлатăп. Автомашинăсене стоянкăна унччен садпа пахча çимĕç комбиначĕ пулнă территорире те, «Моргаушагропромснаб» тата «Моргаушавтотехсервис» предприятисен территорийĕсенче те вырнаçтарма пулать. Акă çăмăл автомашинăсене стоянкăна вырнаçтарма «Моргаушавтотехсервис» предприятийĕнче пĕр уйăхшăн 600 тенкĕ, груз турттармалли автомашинăсемшĕн 1200 тенкĕ тÿлемелле. Хурал та пур, автомойка та ĕçлет.

– Çĕнĕ çула кĕни пĕр уйăх кăна. Мĕн сĕннĕ пулăттăр ял çыннисене 2010 çулта;

– Умри тĕллевĕсем те пĕчĕк мар, задачисем те анлă. Апла пулин те вĕсене пурне те йĕркеллех татса пама пулать тесе шутлатăп. Пĕр-пĕрне ăнланса, алла-аллăн тытăнса ĕçлени кирлĕ ытларах чухне. Унччен мĕнле ÿсĕмлĕ ĕçлесе пынă, малашне те çавăн пекех тăрăшасчĕ. Кăçалхи çул бюджетра укçа-тенкĕ сахалрах. Апла пулин те пĕлтĕрхинчен япăхрах ĕçлес марччĕ, ял тăрăхĕн территорийĕнче пурăнакансем валли пурăнма, ĕçлеме тата канма пур условисене те туса парасчĕ. Каялла чакни вара никама та чыс тумасть.

В. ШАПОШНИКОВ калаçнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика