Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕчĕк хуçалăх формисен аталанăвĕ

03 февраля 2010 г.

Пĕчĕк тата вăтам предпринимательство район экономикин аталанăвĕпе унăн ÿсĕмĕнче хăйĕн вырăнне тупрĕ ĕнтĕ. Иртнĕ çул вĕсем 221 миллион тенкĕлĕх (пĕтĕмĕшле калăпăшăн 33 проценчĕ) продукци туса кăларнă.

Вăтам ĕç укçи пирки те пĕчĕк тата вăтам предприятисенче япăх мар. Иртнĕ çул вăл вĕсенче вăтамран 7100 – 7500 тенкĕпе танлашнă. Çакă кашни çын пуçне тивекен пурăнмалли чи пĕчĕк укçа виçинчен самай пысăк. Апла пулин те пĕчĕк тата вăтам предприятисенче ĕçлекенсене ĕç укçи тÿлессине ведомствăсем хушшинчи оперативлă комисси пăхсах тăрать. Иртнĕ çул вĕсем 23 предприятие ĕç укçи ыйтăвĕпе итлессипе 7 канашлу ирттернĕ.

Пĕчĕк тата вăтам предпринимательствăна аталантарма пулăшасси те малти вырăнта. Çак пулăшун пĕр енĕ вăл – илнĕ кредитăн процент ставкисене субсидилесси. Паян çак пулăшупа пĕчĕк бизнесăн 5 представителĕ усă курать.

Пĕчĕк хуçалăх формисене аталантарма патшалăх пулăшсах тăрать. Акă «Моргаушагропромснаб» базинче производство бизнес-инкубаторĕ йĕркелеме иртнĕ çул конкурс комиссийĕн йышăнăвĕпе федераллă бюджетран 444 пин тенкĕ тата республика бюджетĕнчен 299 пин тенкĕ тĕллевлĕ финанслама пăхрăмăр. Ку укçа-тенкĕне çурт-йĕре капиталлă юсама уйăртăмăр.

Производство бизнес-инкубаторăн тĕп задачисем çаксем пулаççĕ:

– инновациллĕ пĕчĕк предприятисене вырнаçтарма материалпа техника бази йĕркелесси;

– хăйсен ĕçĕсене пуçлакансем валли пуçламăш условисем туса парасси;

– пĕчĕк тата вăтам предприятисене хăйсене кирлĕ услугăсемпе çителĕклĕ усă курма май парасси;

– бизнес-инкубатора потенциаллă партнерсемпе ĕçлеме эффективлă условисем туса парасси;

– çĕнĕ ĕç вырăнĕсем уçасси;

– предпринимательство ĕçĕ-хĕлĕн профессиллĕ шайне ÿстересси.

«Харпăр хăй бизнесне пуçарса яракан пĕчĕк предпринимательство субъекчĕсене грантсем уйăрса парасси» йĕркепе иртнĕ çул пирĕн районти пĕчĕк бизнесăн икĕ представителĕ федераллă бюджетран 532 пин тенкĕ укçана тивĕç пулчĕ.

Асăннă конкурс кăçал та пулать. Унта хутшăнас текенсен февралĕн 18-мĕшĕччен ЧР Экономика министерствине заявкăсем тăратмалла. Çакна валли ыйту пуррисем район администрацийĕн экономика пайне кĕрсе тухма е 63-2-45 телефонпа шăнкăравласа пĕлме пултараççĕ. Хапăл тăвакансене хаваспах кĕтетпĕр.

Финанспа экономика кризисне пăхмасăрах потребительсен рынокĕ малаллах аталанать. Çак вăхăтра районта суту-илÿ тата обществăлла апатлану предприятийĕсем 13 уçăлчĕç. Вĕсенче çĕнĕрен 28 ĕç вырăнĕ йĕркеленчĕ. Инвестици хушăмĕсен калăпăшĕ 11,8 миллион тенкĕне çитрĕ. Пĕтĕмĕшле тавар çаврăнăшĕ иртнĕ çулхи шайрах курăнать пулсан, ун шайĕнчи пĕчĕк бизнесăн виçи 21 процентпа танлашрĕ.

Пĕчĕк тата вăтам предпринимательство субъекчĕсене муниципаллă заказсем вырнаçтарма пур условисене те туса пама тăрăшнă. Çапла вара иртнĕ çул пĕчĕк бизнес ĕçченĕсенчен муниципаллă ĕç-хĕл валли 50,3 миллион тенкĕлĕх таварсемпе ĕç-хĕл туяннă. Ку вăл пĕтĕмĕшле контрактсен сумминчен 26 процент пулать.

Январĕн 1-мĕшĕ тĕлне район территорийĕнче вырнаçнă 32 предприятин алкоголь продукцийĕ сутма лицензи пулнă. Вĕсенчен 30-шĕ – пĕчĕк тата вăтам предпринимательство субъекчĕсем. 2006 çултанпа асăннă продукципе суту-илÿ тума ЧР экономика министерстви лицензи парать. Тĕрĕслесе тăракан тата йĕркелĕхе сыхлакан органсемпе пĕрле пулса ĕç ушкăнĕ лицензи ыйтнине епле пурнăçланине тĕрĕслесех тăрать. Алкоголь продукцийĕ сутма лицензи илнĕ предприятисем вăрттăн продукци сутнă фактсем иртнĕ çул пулман.

Район администрацийĕ çумĕнче пĕчĕк хуçалăх формисене аталанма пулăшакан координациллĕ канаш ĕçлет. Пĕлтĕр вăл 4 лару ирттернĕ. Вĕсемсĕр пуçне бизнес технологийĕн шкулĕпе тата ытти тĕрĕслекен органсемпе пĕрре мар семинар-канашлусем пулнă. Вĕсем çинчен те, пĕчĕк предпринимательство ĕçĕ-хĕлĕ пирки те район хаçатĕнче çырса-пичетлесех тăнă.

Пĕчĕк бизнес представителĕсем район пурнăçĕнче активлăхпа палăраççĕ, вĕсем район тата республика шайĕнчи конкурссене те хутшăнаççĕ. Тĕслĕхрен, пĕлтĕр республикăра ирттернĕ «Мăнкун тĕлĕн-термĕшĕ - 2009» конкурсра «Чи лайăх Мăнкун кулачи» номинаци çĕнтерÿçи «Сундырь-Хлеб» чикĕллĕ яваплăхлă общество пулса тăчĕ.

Иртнĕ çул районти 5 предприниматель республика шайĕнче ирттернĕ «Çулталăкри чи лайăх предприниматель» конкурса хутшăнчĕ. «Чи лайăх пĕчĕк предприяти» номинацире «Декор» чикĕллĕ яваплăхлă общество çĕнтерчĕ.

«Çулталăкри хĕрарăм-директор» конкурса районтан виççĕн хутшăнчĕç. Галина Анисова «Творчествăлла натура» номинаци çĕнтерÿçи пулса тăчĕ пулсан, Эльвира Кадыкова индивидуаллă предприниматель «Çамрăк директор» номинацире малти пулчĕ.

Регионсем хушшинчи алăпа ăсталанă теттесен выставкинчен М. Пушкарева ăстаçă çĕнтерÿпе таврăнчĕ.

ЧР Экономика аталанăвĕн министерстви тăрăшнипе пĕлтĕр йывăçран тĕрлĕ кĕлеткесем касса кăларассипе республикăри конкурссенче пĕрре мар çĕнтерÿпе палăрнă пирĕн ентеше Петр Мазуркина халалласа ÿкерчĕксемлĕ «Халăх ал ĕç ăстисен опытĕнчен» кĕнеке кун çути курчĕ.

Район экономикин аталанăвĕ пĕр вырăнта тăмасть. 2010 çулта вăл тата сумлăрах утăмсем тăвасса шанса тăратпăр.

Э. СИМАКОВА,

район администрацийĕн экономика пайĕн пуçлăхĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика