03 февраля 2010 г.
Ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен район пуçлăхĕ çумĕнчи канашĕн январĕн 29-мĕшĕнче иртнĕ ларăвне район пуçлăхĕ Ю.А. Иванов уçрĕ. Малтанах налуксем пухас ыйту кăткăслăхĕ çинче налук инспекцийĕн пуçлăхĕ А.А. Волков чарăнса тăчĕ. Хальлĕхе налуксем пухăнасси тивĕçлĕ шайра теме çук. Иртнĕ çул итогĕсем те çавна çирĕплетеççĕ. 2009 çулта çĕр налукне 333 пин тенкĕ, пурлăх çине хуракан налука 200 пин тенкĕ, транспорт налукне 633 пин тенкĕ пуçтарса çитереймен. Кăçал та кун пек лару-тăру тухса ан тăтăр тесен, халех конкретлă мерăсем палăртас пулать.
Район администрацийĕн гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăру енĕпе ĕçлекен пайĕн пуçлăхĕ Н.П. Милютин район территорийĕнче хăрушсăрлăха тивĕçтермелли ыйтусене хускатрĕ. Хальлĕхе ун пек пысăк инкексем район территорийĕнче пулман. Апла пулин те çакă лăпланса лармаллине пĕлтермест. Ял тăрăхĕсенче гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăру енĕпе кăçал пурнăçламалли ĕçсен планĕсене туса хатĕрлес пулать, ответлисене палăртмалла, вĕсене çирĕплетмелле.
Пушар тухас хăрушлăха сиресси пысăк пĕлтерĕшлĕ. Ку тĕлĕшпе ятарлă памяткăсем хатĕрлени пăсмасть. Вĕсене ял çыннисем хушшинче валеçмелле. Ку е вăл лару-тăрура мĕн тумаллине кашниех пĕлсе тăтăр.
Муниципаллă пушар хуралĕн службисене йĕркелесси пирки сăмах-юмах пĕрремĕш кун мар ĕнтĕ пырать. Ял тăрăхĕсем хушшинчи пушар хуралĕсене йĕркелесси пирки нумай калаçнă. Апла пулин те лав вырăнтан тапранни сисĕнсех каймасть.
2009 çулхи декабрĕн 30-мĕшĕнче Чăваш Республикин Президенчĕ «Об ускоренной электрификации новых улиц (населенных пунктов) в Чувашской Республике» 99 " Указ йышăнчĕ. Ăна пĕр çулталăклăха кăна йышăннă. Çавăнпа та ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен васкаварлăрах пулни кирлĕ. Проектсене хатĕрлесе экспертиза витĕр тухма ĕлкĕрес пулать. Кун пирки район администрацийĕн капиталлă строительство, архитектура тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх управленийĕн тĕп специалисчĕ А.Ю. Скворцов чарăнса тăчĕ.
Район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ – культура тата архив ĕçĕсен пайĕн пуçлăхĕ А.Е. Андреева Аслă Отечественнăй вăрçăра Çĕнтерÿ тунăранпа 65 çул çитнине тивĕçлипе кĕтсе илессипе районта туса ирттерекен тата малашне пурнăçламалли ĕçсем пирки чарăнчĕ.
Вăрçă ветеранĕсен хисепĕ чаксах пырать. Çавăнпа та вĕсем тĕлĕшпе уйрăмах пысăк тимлĕх уйăрни кирлĕ. Вĕсен пурнăç, йăла условийĕсене тишкермелле. Кунпа пĕрлех вырăнсенче вăрçă ветеранĕсене халалласа ятарлă стендсем хатĕрлес пулать, унчченхисене вара çĕнетмелле.
Пирĕн районта, районти ял тăрăхĕсен территорийĕсенче «Электронное правительство» элеменчĕсене пурнăçа кĕртесси, унăн пĕлтерĕшĕпе вырăнĕ пирки район администрацийĕн информатика пайĕн пуçлăхĕ В.Г. Лаврентьев каласа пачĕ.
2010 çулхи халăх çыравне хатĕрленесси епле пынипе Чăвашстатăн предприятисен статистикин Муркаш районĕнчи пайĕн тĕп специалист-эксперчĕ З.И. Виноградова пĕлтерчĕ. Хальхи вăхăтра çынсем хушшинче ăнлантару ĕçне анлăн туса пымаллине палăртрĕ вăл. Адрес хуçалăхне çĕнĕрен тĕрĕслесе тухмалла. Хушма стендсем йĕркелесси пирки те манмалла мар. Çырава октябрĕн 14–25-мĕшĕсенче ирттерме палăртнă. Унăн малтанхи итогĕсем 2011 çулхи пĕрремĕш кварталта паллă пулаççĕ.
Тĕрлĕ мероприятисене финанслассин ыйтăвĕсене район администрацийĕн финанс пайĕн пуçлăхĕ Р.И. Ананьева хускатрĕ, район администрацийĕн йĕркелÿпе кадрсен, право енĕпе тивĕçтерессин тата вырăнти самоуправлени органĕсемпе ĕçлекен пайĕн пуçлăхĕ Л.Ю. Тарасова ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен канашĕн унчченхи йышăнăвĕсем мĕнле пурнăçланса пынине тишкерчĕ.
Лару итогĕсене район пуçлăхĕ Ю.А. Иванов пĕтĕмлетрĕ.
В. ШАПОШНИКОВ.