Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Саккун вăл пуриншĕн те пĕрре

30 января 2010 г.

Паянхи рубрикăна Муркаш район прокурорĕ, юстицин кĕçĕн советникĕ Сергей Александрович ФИРСОВ ертсе пырать

Нацпроект кун йĕркинчен тухмасть

Район хаçатĕнче иртнĕ çул тăтăш тухса тăнă «Саккун вăл пуриншĕн те пĕрре» рубрика кăçал тухмасть-и; Çакăн пирки прокуратура ĕçченĕсем мĕн шутлаççĕ-ши; Кунпа пĕрлех ыйтса пĕлес те килет: РФ Президенчĕ çул панă наци проекчĕсем районта иртнĕ çул епле ĕçлерĕç-ши; Вĕсене пăсакансем пĕлтĕр миçе çын пулнă;

Ф. АЛЕКСАНДРОВ.

Пирĕн рубрикăпа кăсăкланнăшăн хаçат вулакана пысăк тав. Рубрика хупăнман. Ăна кăçал та хаçат ĕçченĕсемпе пĕрле пулса тытса пырăпăр. Çавна май сирĕн ыйтусем те ăна интереслĕрех йĕркелеме пулăшĕç. Ф. Александров ыйтăвне хуравласа çапла калатăп: нацпроектсем епле пурнăçланнине тĕрĕслесси – пирĕн тăтăш кун йĕркинче тăракан ыйту.

Наци проекчĕсем епле пурнăçланнине тĕрĕсленĕ май иртнĕ çул район прокуратурин ĕçченĕсем саккуна пăснă 84 тĕслĕхе тупса палăртрĕç. Вĕсемпе килĕшÿллĕн 11 протест тăратма, 13 иск, 32 представлени çырма, 20 çынна дисциплинарлă явап тыттарма тиврĕ.

Граждансен прависене хÿтĕлес тĕллевпе «Вĕрентÿ» приоритетлă нацпроекта пурнăçланă май класа ертсе пырассипе тÿлев «юлса» пынине «Москакассинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул» муниципаллă вĕрентÿ учрежденийĕнчен суд приказĕпе шыраса илме суда 11 заявлени тăратрăмăр. Прокурор ыйтăвĕсене суд тивĕçтерчĕ, парăмсене татнă.

«Раççей гражданĕсене пурăнма хăтлă тата килĕшÿллĕ çурт-йĕр» нацпроектпа ирттернĕ тĕрĕслевсем вăхăтĕнче районти 16 ял тăрăхĕнче те çĕрпе усă курмалли тата вĕсем çинче çурт-йĕр лартмалли плансен проекчĕсене туманни çиеле тухрĕ. Кунпа пĕрлех вĕсенче асăннă проектсене хатĕрлессипе ĕçлекен комиссисен составне тата ĕç-хĕлĕн йĕркине çирĕплетмен. Тĕрĕслев пĕтĕмлетĕвĕсемпе 16 представлени çыртăмăр, йĕрке пăснисене пĕтертĕмĕр.

Тĕрĕслевсенче çакă та паллă пулчĕ. Муркаш район администрацийĕ çамрăк çемьесем ыйтса çырнине пăхса тухнă хыççăн тунă йышăну пирки ыйтакансене 10 талăк иртсен çеç пĕлтерет. Хăш-пĕр тĕслĕхсенче пач пĕлтерменни те паллă пулчĕ. Кунпа пĕрлех район администрацийĕ Правилăсемпе пăхман документсене ыйтни те вырăн тупать. Подпрограммăсене хутшăнакансен списокĕсем пурте курмалла вырăнта мар.

«АПК аталантарасси» приоритетлă нацпроект пурнăçа епле кĕнине тĕрĕсленĕ май 2009 çулта Раççей Федерацийĕн Уголовнăй Кодексĕн 159-мĕш статйипе А.Т. Васютин тата И.П. Никифорова тĕлĕшпе çăмăллатнă кредитсемпе тĕллевсĕр усă курнăшăн икĕ уголовнăй ĕç пуçартăмăр. Иккĕшĕнче те саккуна пăсса илнĕ субсидисене шыраса илтĕмĕр. Асăннă нацпроектпа пăхнă çăмăллатнă кредитпа тĕллевсĕр усă курнине «Муркашри сĕт завочĕ» уçă акционерлă обществăра тата «Свобода» ял хуçалăх производство кооперативĕнче тупса палăртрăмăр. Иккĕшĕнче те должноçри çынсене дисциплинарлă майпа явап тыттарма тиврĕ.

Алиментăн та вăхăчĕ пур

Пурнăç йывăрланни çемьесем арканни çинче те яр уççăнах курăнать. Кунашкал чух кун йĕркине алимент тÿлесси тухать. Çак «ĕçре» йĕрке тăвассипе прокуратура 2009 çулта епле ĕçленĕ;

С. КАСЬЯНОВА.

Вулавçă ыйтăвне ăнланатăп. Эпир кунта «Çул çитмен ачасене пăхса ÿстерме алимент шырас ыйтусемпе ЧР Шалти ĕçсен министерствипе, Чăваш Республикипе ĕçлекен суд приставĕсен Федераллă службин Управленийĕпе ЧР прокуратурин пĕр тĕллевпе ĕçлесси çинчен» пĕрлехи Указĕпе ĕçлесе пыратпăр. Пĕлтĕр ку ĕçре чылай лайăх кăтартусем çĕнсе илме май килчĕ.

Акă Муркаш район сучĕ В.В. Сариловран хăйĕн 1992 çулта çуралнă ывăлĕ тĕлĕшпе алимент тÿлеме йышăну тунăччĕ. 2007 çулхи февралĕн 1-мĕшĕнчен пуçăнса 2009 çулхи мартăн 1-мĕшĕччен парăм 83000 тенкĕне çитсе кайнă. Çак йĕркесĕрлĕхе пĕтерме тата çул çитмен çамрăкăн саккунлă прависене хÿтĕлесе эпир суда тухрăмăр. Суд явапсăр ашшĕнчен 98000 тенкĕ шыраса илме йышăну кăларчĕ. Анчах В.В. Сарилов тивĕçлĕ пĕтĕмлетÿ тумарĕ, ĕçе вырнаçмарĕ, парăмсене татассипе тимлемерĕ. Çапла вара ун тĕлĕшпе 2009 çулхи июнĕн 30-мĕшĕнче РФ УК 157-мĕш статйин 1-мĕш пайĕпе уголовнăй ĕç пуçартăмăр. Суд В.В. Сарилова 120 сехет обязательнăй йĕркепе ĕçлеме йышăну турĕ.

2009 çулта РФ УК 157-мĕш статйин 1-мĕш пайĕпе 14 уголовнăй ĕç пуçартăмăр. Кашнинпех айăплав приговорĕсем кăларнă. Прокурор постановленийĕпе РФ КоАПĕн 5.35 статйипе ашшĕ-амăшĕн тивĕçĕсене йĕркеллĕ пурнăçламан 20 çынна административлă майпа явап тыттартăмăр.

«Курильщик» операци иртрĕ

Телевизорпа наркотик курăксем пирки нумай калаççĕ. Пĕлес килет, ку ыйтупа районти йĕрке хуралçисем ĕçлеççĕ-и;

Хаçат редакцине шăнкăравланинчен.

Чăнах та, Раççей Федерацийĕн хăш-пĕр субъекчĕсенче пируспа пĕрле туртма хатĕрленĕ наркотикла хутăшсем сутни тĕл пулнă. Вĕсен йышне «Шалфей предсказателей», «Гавайская роза», «Голубой лотос» кĕреççĕ.

Саккуна хирĕçлекен çак хутăшсене ÿсен-тăрансен вĕтетнĕ е типĕтнĕ пайĕсемпе, порошоксем пек (пируспа туртма хатĕр препаратсем) туса сутаççĕ. Вĕсем Роспотребнадзор органĕсенче санитарипе эпидемиологи экспертизи витĕр тухман. Асăннă хутăшсене Федераллă саккунпа сутма чарнă.

Саккун епле пурнăçланнине тĕрĕслессипе 2010 çулхи январĕн 19-21-мĕшĕсенче шалти ĕçсен пайĕпе пĕрле «Курильщик» оперативлă профилактика операцийĕ ирттертĕмĕр. Çак вăхăтра пĕрлехи вăйсемпе Муркашри пасара, аптека киоскĕсене, аптекăсене, уйрăм предпринимательсен магазинĕсене – пурĕ 12 объект – тĕрĕслесе тухрăмăр. Оперативлă профилактика операцийĕнче районта маларах асăннă хутăшсене сутни палăрмарĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика