Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Республика аталанăвĕн актуаллă ыйтăвĕсене сÿтсе явнă

30 января 2010 г.

Кăçалхи январĕн 25-мĕшĕнче Чăваш Республикинче ĕçлĕ визитпа Раççей Федерацийĕн Правительствин Председателĕ Владимир Путин пулнă. Малтанах вăл Шупашкарта Правительство Çуртĕнче республика Президенчĕпе Николай Федоровпа тĕл пулнă. Калаçу вăхăтĕнче Чăваш Енĕн экономикăпа социаллă аталанăвĕн актуаллă ыйтăвĕсене сÿтсе явнă.

Уйрăммăн илсен çавна палăртнă. Иртнĕ çул уйрăм çынсен тупăшĕнчен илекен налук калăпăшĕ унччен палăртнинчен 350 миллион тенкĕ ытларах пулнă. Лайăх палăрăмсенчен пĕри – республикăра агропромышленность комплексĕ динамикăллă аталанса пыни. «Эпир пĕтĕмĕшле продукци илессин ÿсĕмĕ 3,5 процент пуласса палăртнăччĕ, вăл вара 5,2 процентпа танлашрĕ. Ĕç тухăçлăхĕ унччен палăртнă пек 17 процент вырăнне 26 процент ÿсрĕ. Ĕç укçи 22 процент хăпарнă. Ку вăл питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ»,– палăртнă Президент. Килти хушма хуçалăха аталантарма 45 пин çын пĕтĕмпе 7 миллиард та 300 миллион тенкĕ çăмăллатнă кредит илнĕ. Çакă вăл пĕтĕмпех Чăваш Енре ял территорийĕсене комплекслă аталантарса пынипе май килнĕ. Кусем вĕсем газ кĕртни те, çулсем туни те, çемье врачĕн офисĕсемпе тĕслĕх библиотекăсем, хальхи спорт керменĕсем уçни те.

Владимир Путин уйрăмах Чăваш Енре пурăнмалли çурт-йĕр сферинче пурнăçа кĕртсе пыракан проектсемпе интересленнĕ. Аса илтеретпĕр: Раççей Федерацийĕн Правительствин Председателĕн йышăнăвĕпе республика Шупашкар хулинчи Богдан Хмельницкий урамĕн территорийĕнче комплекслă строительство ĕçĕсем туса ирттерес тата инженери сечĕсем тăвас тĕлĕшпе тăратнă регионти инвестици проекчĕн паспортне çирĕплетнĕ. Халĕ проекта пурнăçа кĕртме Раççей Федерацийĕн Инвестици фончĕ патшалăх пулăшăвĕ парĕ. Çав тĕллевпе уйăрса паракан укçа-тенкĕ калăпăшĕ 500 миллион тенкĕпе танлашать. Кунсăр пуçне пурăнмалли çурт-йĕр строительствине аталантарма пулăшакан Фонд укçа-тенкĕ уйăрнипе республика тĕп хулинче çĕр участокĕнче ĕçсем пуçăннă. Кунта 100 пин тăваткал метр пурăнмалли çурт-йĕр хута яма пăхнă. «Çитменнине ку вăл хăтлă çурт-йĕр тата питĕ килĕшÿллĕ хакпа пулĕ»,– палăртнă республика пуçлăхĕ.

Чăваш Ен Президенчĕ Раççей Правительствин Председателĕпе тĕл пулнă чух хускатнă актуаллă ыйтусенчен пĕри – республикăра тракторсем тăвассине аталантарасси. Унччен палăртнăччĕ ĕнтĕ, Внешэкономбанкăн Владимир Путин ертсе пыракан Сăнав канашĕ «Тракторные заводы» Концерна çичĕ çуллăха 15 миллиард тенкĕ тĕллевлĕ кредит уйăрса парассине ырланă. «Патшалăх пулăшăвĕ пире кăçал Раççей рынокĕнче концерн продукцине ыйтассине икĕ хут ÿстерме май парĕ, кунсăр пуçне питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ самант – экспорт виçине те икĕ хут ÿстерме май килĕ»,– тенĕ Николай Федоров тата республикăри трактор тăвакансен ячĕпе Раççей Правительствин пуçлăхне «кризис вăхăтĕнче отечествăлла трактор машиностроенине питĕ пысăк пулăшу панишĕн» тав сăмахĕ каланă.

Хамăр инф.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика