30 января 2010 г.
Суд текен сăмах хăех çынна хăратса тăнă. Ку таранччен... Вăхăт иртнĕçемĕн эпир çакна ăнланма пуçлăрăмăр: чуна хумхантаракан ыйтусем сиксе тухсан, çав пăтăрмахсене судра çеç тĕрĕс татса пама пултарасса ытларах ĕненме пуçларăмăр. 2000 çулта пуçланнă суд реформи те çакна çирĕплетсе пачĕ: çыннăн тата гражданинăн прависемпе ирĕкĕсене хÿтĕлесси, уççăнлăх– акă, мĕн чи малта суд ĕçĕнче.
РФ Президенчĕ Д.А. Медведев РФ Федераллă Пухăвне янă Çырăвĕнче коррупцие хирĕç çине тăрса кĕрешмеллине, унăн çул-йĕрне палăртрĕ: «Коррупципе ăнăçлăн кĕрешес тесен, патшалăха ертсе пыракан пур сферăсен те общество умĕнче уçă пулмалла, патшалăх влаç-ĕсен, судсен тата суд сообществин органĕсене те пырса тивет çакă» – тенĕ унта.
Раççей Федерацийĕн Президенчĕн çак шухăшĕ кĕçех пурнăçа кĕме пуçлассине çакă та çирĕплетсе парать: кăçалхи июлĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа, «Раççей Федерацийĕнчи судсен ĕçĕ çинчен калакан информаципе тивĕçтересси çинчен» саккун вăя кĕрет. Район сучĕн ĕçĕ-хĕлĕ çинчен тĕплĕнрех каласа пама ыйтнă май эпĕ район сучĕн председателĕнчен Э. Л. ТАРАСОВАРАН чи малтанах халь çеç асăннă саккун çинче тĕплĕнрех чарăнса тăма ыйтрăм:
– Çак саккунпа килĕшÿллĕн граждансем судсен ĕç вăхăчĕ тата ĕç йĕрки çинчен, судри ĕçсемпе заявленисем мĕнле йĕркепе малалла кайни, вĕсене хăçан тата ăçта пăхса тухни çинчен тĕплĕн тата ним чăрмавсăр пĕлме пултараççĕ. Унсăр пуçне суд акчĕсемпе кирек кам та паллашма пултарнине шантаракан системăна туса хума та сĕннĕ çак саккунра. Суд влаçĕн уççăнлăхĕпе тивĕçтернипе пĕрлех саккун хÿтĕлекен вăрттăнлăха, ĕçе пăхса тухнă май инкек тÿсекене хăрушсăрлăхпа тивĕçтерессине, калама юраман кăтартусене хÿтĕлемеллине те пăхса хăварнă унта.
Асăннă саккун çавăн пекех судсемпе массăллă информаци хатĕрĕсем хушшинчи çыхăнăва йĕркелесе яма пулăшать. Журналистсем судăн уçă ларăвĕсене ирĕккĕнех кĕрсе итлеме пултараççĕ, судсем вара хăйсен ĕç результачĕсем çинчен массăллă информаци хатĕрĕсем валли информаци хатĕрлесе параççĕ. Саккунра судсен ĕçĕ çинчен тĕплĕнрех пĕлме май паракан ытти мелсене те пăхса хăварнă: граждансем суд ларăвĕн залĕсене кĕме пултарни, суд вырнаçнă çуртра курăнакан информацисем вырнаçтарни, ыйтсан, суд ĕçĕ çинчен информаци пани.
Саккунпа судсен ĕçĕсем çинчен калакан информацисене Интернет сетĕнче вырнаçтарасси çине пысăк тимлĕх уйăрмаллине те пăхса хăварнă. Ку информацисен шутне суд акчĕсем (каласа хăвармалла, вĕсене федераллă саккун ыйтнисемпе килĕшÿллĕн вырнаçтармалла), судра пăхса тухакан ĕçсем çинчен калакан кăтартусем, суд статистикин кăтартăвĕсем, судсем, суд департаменчĕ, суд сообществин органĕсем тата суд ĕçĕ çинчен калакан ытти кăтартусем кĕреççĕ.
Чăваш Республикинчи Муркаш районĕн Интернет-страницине эпир темиçе çул каяллах йĕркелесе янă. Ăна тăтăшах çĕнетсе тăратпăр. Кирек кам та кирек хăш вăхăтра та çак сайта кĕрсе хăйне кирлĕ информаци илме пултарать. Муркаш район сучĕн коллективĕ июлĕн 1-мĕшĕнче вăя кĕрекен çÿлерех асăннă саккуна пурнăçлама хатĕрри çинчен пĕтĕм яваплăха ăнланса шантарсах калать.
– Эльза Леонидовна, Сирĕн çак сăмахсенчен Эсир хăвăр коллектив ĕçĕ-хĕлĕпе кăмăллă пулни сисĕнет. Çавăнпа та калаçăва малалла тăсса кайиччен унпа тĕплĕнрех паллаштарни те ытлашши пулмĕ.
– Суд реформин пĕрремĕш тапхăрĕнче (2000 çултан пуçласа 2008 çул таран), чăннипех те, судьясен йышĕ те, суд аппарачĕн йышĕ те ÿсрĕ. Паян район сучĕн коллективĕ 20 çынран тăрать. Тÿрех каламалла, ĕçлеме пултаракан коллектив. Суд председателĕсĕр пуçне тепĕр виçĕ судья : Э. Г. Волков, Э.А. Степанова, С.В. Трихалкин. Суд председательне пулăшаканĕ – И. Н. Захаров, судьяна пулăшакансем виççĕн: Р.С. Сергеева, Т.В. Волкова, О.Н. Яковлева. Пĕтĕмĕшле пая И.А.Васильева ертсе пырать. Суд секретарĕсем 4-ăн: С.Р. Иванова, З.П.. Галкина, О.В. Бирюкова, А.В. Яковлев. Администратор – В.Г. Иванов, суд çуртне тирпейлесе, хуралласа тăракансем тăваттăн.
Автортан. Паянхи район сучĕн коллективĕ хăйсен ĕçтешĕсен ĕçне малалла тăсать, Чăваш Республикинчи суд департаментĕнче ырă ят çĕнсе илнĕ. Виçĕм çул Улатăр хулинче Марий Эл республикин Верховнăй Сучĕн тата район сучĕсен председателĕсем пирĕн республикăри ĕçтешĕсемпе ĕçлĕ тĕл пулу ирттерчĕç. Унта пирĕн республикăран пĕтĕмпе район судйисенчен пиллĕкĕн хутшăнма тивĕç пулчĕç пулсан, вĕсен шутĕнче – Муркаш район сучĕн председателĕ Э. Л. Тарасова. Çавăн пекех Муркаш район сучĕн ĕçĕпе юлашки икĕ çул хушшинче Иваново, Кострома, Ульяновск облаçĕсенчи, Тутарстан, Удмурт Республикисенчи суд председателĕсем килсе паллашрĕç, хăйсене валли усăллине, çĕннине нумай тупса палăртрĕç. Муркашсемех республикăра чи малтан район сучĕн историне çырма пуçларĕç: альбомсем хатĕрлерĕç, стенд йĕркелерĕç. Вĕсен опычĕпе республикăри ĕçтешĕсем те килсе паллашрĕç.
Коллектива Э. Л. Тарасова ертсе пыма пуçланăранпа çак 6 çул хушшинче ырă улшăнусем татах та пулса иртрĕç. Суд çурчĕ тĕплĕ юсав ĕçĕсем хыççăн тултан та, шалтан та хăйĕн сăн-сăпатне улăштарчĕ. Коллектив республикăри судсем хушшинче иртекен тĕрлĕрен конкурссене те хутшăнать. Иртнĕ çул судсем хушшинче иртнĕ çуркуннехи фестивальте Муркашсем тĕрлĕ номинацине хутшăнса, кашнинчех малти парнеллĕ вырăнсене çĕнсе илме пултарчĕç. Ноябрьте иртнĕ КВНра вара Чăваш Республикин Аслă сучĕн коллективĕ хыççăн 2 вырăн йышăнчĕ Муркаш район сучĕ.
Тата çакна та каласа хăвармасăр май çук. Район сучĕн председателĕ Э.Л. Тарасова «Чăваш Республикинчи чи лайăх суд председателĕ» ят çĕнсе илме пултарчĕ. Эльза Леонидовна Чăваш Республикинчи судъясен Канашĕн членĕ пулса тăрать.
Судра ĕçлекенсем те спортпа туслă. Чăваш Республикин суд департаменчĕ судьясемпе суд аппарачĕсем хушшинче ирттерекен ăмăртура пирĕн район сучĕн ĕçченĕсем 2 тата 3 вырăнсене çĕнсе илчĕç. Районта ирттерекен ăмăртусене активлă хутшăнаççĕ. Иртнĕ çулхи кăтартусемпе паллаштарма ыйтсан, чи малтан вăл акă мĕн çинче чарăнчĕ:
– Иртнĕ çул уголовнăй ĕçсене пĕтĕмпе 123 пăхса тухрăмăр. Вĕсем тăрăх 133 çын судпа айăпланчĕ. Виçĕм çул пĕтĕмпе 139 уголовнăй ĕç пăхса тухса, 146 çынна явап тыттарнăччĕ. Иртнĕ çул преступленисен йышĕ сахалланни, чăннипех те, савăнтарать. Анчах та кăмăла хуçакан сăлтав та пур: çул çитмен çамрăксем преступлени виçĕм çулхинчен нумайрах турĕç. 2008 çулта вĕсен йышĕ 16 пулнă пулсан, иртнĕ çул 19 çитрĕ ку кăтарту. Çитменнине вĕсенчен иккĕшĕ малтан та судпа айăпланнă пулнă.
Ку мĕн çинчен калать; Акă мĕн çинчен: çул çитмен çамрăксем теветкеллĕ ушкăна кĕреççĕ. Çавăнпа та ашшĕ-амăшĕсен, вĕрентÿ учрежденийĕсен, районти шалти ĕçсен пайĕн çул çитмен çамрăксемпе ĕçлекен подразделенийĕн, район администрацийĕ çумĕнчи çул çитмен çамрăксемпе ĕçлекен комиссин вĕсемпе тимлĕ пулмалла, çине тăрса ĕçлемелле. Район сучĕ те çул çитмен çамрăксемпе ĕçлессинчен айккине пăрăнса юлмасть. Эпир судопроизводствăна Пĕтĕм тĕнчери право нормисемпе килĕшÿллĕн ачасене хÿтĕлеме май паракан ювеналлă технологисене пурнăçа кĕртетпĕр.
– Эльза Леонидовна, гражданла ĕçсене малтанхи çулхинчен сахалрах е нумайрах пăхса тухнă;
– Вĕсене пурĕ 452 пăхса тухнă. Урăхла каласан, виçĕм çулхинчен 49 ĕç чухлĕ нумайрах. Тавăçсене тивĕçтерсе шыраса илнĕ сумма вара 5 хут ытларах та ÿсрĕ: 2008 çулта 5102982 тенкĕ пулнă пулсан, пĕлтĕр 36011618 тенкĕпе танлашрĕ.
Çавăн пекех пĕлтĕр административлă 20 ĕç пăхса тухнă, виçĕм çул – 13.
Кусемсĕр пуçне район судне тăратнă представленисемпе, ходатайствăсемпе, çăхавсемпе 291 материал пăхса тухнă. 2008 çул ку кăтарту 251 танлашнăччĕ.
– Районти миравай судьясен участокĕсем мĕнле ĕçлесе пыраççĕ;
– Пирĕн районта пурĕ 2 миравай судья участокĕ. 1-мĕш номерлĕ суд участокĕ иртнĕ çул йышăнусем кăларса 1847 ĕç пăхса тухнă. Вĕсенчен 1730-шĕ тăрăх суд приказне кăларнă. Ку вăл гражданла ĕçсем. Уголовнăй ĕçсене вара Т.М. Салдыркина ертсе пыракан çак суд участокĕ 66 пăхса тухнă.
2-мĕш номерлĕ суд участокне Е.Г. Никитина ертсе пырать. Кунта 1121 гражданла ĕç пăхса тухнă. Вĕсенчен 1040-шĕ тăрăх суд приказне кăлар-нă. 2-мĕш номерлĕ суд участо-кĕ 71 уголовнăй ĕç пăхса тухнă.
Административлă ĕçсене вара 1-мĕш номерлĕ суд участокĕ 258, 2-мĕш номерлĕ суд участокĕ 356 пăхса тухнă.
– Район сучĕ умĕнче тăракан тĕллевсемпе задачăсем. Мĕнлисем вĕсем;
– Судăн тĕп тĕллевĕ - суда килекен ĕçсене вăхăтра тата пахалăхлă татса парасси. Пĕр айăпсăр çын та йăнăшпа судпа ан айăплантăр тата пĕр айăплă çын та тунă преступленишĕн айăпланмасăр ан юлтăр. Ку вăл ĕнер те çаплах пулнă, паян та çавăн пекех.
Суд умĕнче тăракан задачăсем пирки сăмах пуçарнă май çакна та палăртмалла. Гражданла ĕçсене пăхса тухнă чух граждансен Конституципе пăхса хăварнă прависемпе ирĕкĕсене хÿтĕлесси чи пирвайхи вырăнта пулмалла: тивĕçлĕ сăлтавсемсĕр заявлени йышăнман тĕслĕхсем ан пулччăр. Урăхла каласан, граждансем хăйсен ыйтăвĕсемпе суда килме шикленсе ан тăччăр.
Кашни ĕçе пĕрре пăхса тухма палăртсанах пăхса тухма тăрăшмалла. Çавăнпа та суд ларăвĕнче пăхса тухиччен кашни ĕçпех питĕ тĕплĕн хатĕрленмелле.
Автортан: район сучĕ массăллă информаци хатĕрĕсемпе малалла та тачă çыхăну тытма тĕллев лартать. Кун пирки Эльза Леонидовна хăй çакăн пек шутлать:
– Виçĕм çулхи сентябрĕн 21-мĕшĕнче Раççей Федерацийĕн Правительстви 2007-2011 çулсенчи «Раççейри суд системин аталанăвĕ» федераллă тĕллевлĕ программа çинчен 583-мĕш номерлĕ постановлени кăларчĕ. Асăннă программăн тĕллевĕ – правосудин пахалăхĕн, граждансемпе организацисен прависемпе саккунлă интересĕсене хÿтĕлессин пахалăхне ÿстересси пулса тăрать. Çак программăна пурнăçласси вара шăпах суд уççăнлăхĕпе тата унăн ĕçĕ курăнса тăраслăхĕнчен нумай килет. Çынсем суда килме хăраса ан тăччăр тесе тивĕçлĕ условисем туса хумалла тата ытти те. Апла пулсан çак программăпа тата кăçалхи июлĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа, «Раççей Федерацийĕнчи судсен ĕçĕ çинчен калакан информаципе тивĕçтересси çинчен» саккунпа килĕшÿллĕн пирĕн суд ĕçĕ-хĕлĕпе халăха паллаштарсах тăмалла.
Автортан: район сучĕ хаçат страницисенче иртнĕ çул уçăлнă икĕ ятарлă ярăма малалла тăсма шутлать. Пĕрремĕшĕ – «Суд реформи: çыннăн тата гражданинăн интересĕсене хÿтĕлесси». Кунта куллен эпир тĕл пулакан ыйтусен хуравĕсене судра епле татса панисемпе паллашма пултаратăр. Тепĕр ярăм – «Суд пырать». Асăннă ярăмсенче эсир судра пăхса тухнă тĕслĕхсем çине таянса йĕркеленĕ материалсем пулĕç. Çавăн пекех районти радиопередачăсене активлă хутшăнма шутлать район сучĕ.
Л. ПАВЛОВА.