Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сивĕсем пире хăратаймарĕç

27 января 2010 г.

Кăçалхи çанталăк кашнин умнех йывăрлăхсем кăларса тăратрĕ. Чылай вăхăта тăсăлнă шартлама сивĕсене эпир хатĕр пултăмăр-и; Хĕл Мучи кăларса тăратнă йывăрлăхсем умĕнче алăсем усăнмарĕç-и; Çак ыйтусем çине хурав шыраса эпĕ район администрацийĕн чрезвычайлă лару-тăру тата гражданла оборона енĕпе ĕçлекен пай ертÿçипе Н. МИЛЮТИНПА, районти патшалăх пушар надзорĕн пуçлăхĕпе И. СМИРНОВПА, Муркаш районĕнчи пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхăн ертсе пыракан компанийĕн генеральнăй директорĕпе Н. ЛЮБИМОВПА тĕл пулса калаçрăм.

Н. МИЛЮТИН:

– Йывăр вăхăтра этемлĕх яланах мобилизациленет. Кăçалхи сивĕ ытамне лекни те – хăйне евĕр йывăрлăх. Вăл пире хытă тĕрĕслерĕ. Хĕл иртменнине те манма иртерех. Апла пулсан сивĕсем татах пулĕç. Çакна районти чрезвычайлă лару-тăру служби тĕплĕ хатĕрлевре пулни район пурнăçне пысăк инкексемсĕр ирттерме май парать. Сивĕсенче районти аварипе çăлав служби мĕн палăртнă ĕçсене тивĕçлĕ шайра туса ирттерчĕ, пулнă инкексене те вăхăтра пĕтерсе лару-тăрăва йывăрлатса ямарĕ. Иртнĕ канмалли кунсенче сивĕне пула Муркаш подстанцийĕнчен Атапай, Оринино, Тереç, Ярапайкасси тăрăхнелле каякан электричество линийĕн 5-мĕш направленийĕнче кăлтăк пулнăран асăннă ялсенче темиçе сехетлĕх электричество çути пулмарĕ. Çавна пула шкулсем, ача сачĕсем, Ярапайкассинчи котельнăй, нумай хваттерлĕ икĕ çурт шăнса ларас хăрушлăха кĕрсе ÿкрĕç. Анчах юсавçăсен бригадисем вăхăтра ĕçленипе çак инкеке сирсе яма май килчĕ.

И. СМИРНОВ:

– Николай Панфилович каланипе килĕшетĕп. Пушар хурал ĕçченĕсемшĕн те сивĕ кунсем инкексемсĕр иртмерĕç. Çакна калас килет: çанталăк питĕ сивĕ тăнă май çынсем пÿрт-çуртсене хăйсем ăсталанă электроприборсемпе хутса ăшăтма пуçлаççĕ. Чылай чух электроприборсем юсавсăр. Ку вăл – инкексен пуçламăшĕ. Çавăн пекех сивĕ çанталăка пула вăйлă хутнă кăмакасем те «хĕрлĕ автана» çул параççĕ. Çак хăрушлăха çынсен асрах тытасчĕ. Сивĕсенче çăмăл автомашинăсене ăшăтнă чух уçă çулăмпа асăрханусăр пулни те инкексем кăларать. Кунашкал тĕслĕх пулчĕ те ĕнтĕ. Январĕн 24-мĕшĕнче ирхи 7 сехет тĕлĕнче Москакассинче ВАЗ-2114 автомашина двигателĕ çулăм тыткăнне лекнипе юрăхсăра тухрĕ. Электричествăпа ăшăтмалли приборсемпе асăрханусăр пулнипех январĕн 26-мĕшĕнче ирхи 3 сехетре Шаптак Муркаш ялĕнче пурăнмалли йывăç çурт кĕлленчĕ.

Н. ЛЮБИМОВ:

Пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх тытăмĕнче сивĕ кунсенче пысăк инкексемех пулмарĕç. Хăш-пĕр çуртсенче путвалтан хваттерсене хăпаракан шыв пăрăхĕсем шăнса ларнине те вăхăтра ирĕлтерсе, инкексенчен пăрăнса иртме май пулчĕ.

А. БЕЛОВ калаçнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика