Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çири кĕперен çывăхрахчĕ вилĕм

27 января 2010 г.

Москакасси ялĕнчи Советская урамри 8-мĕш çурт. Урамри тата кил хушшинчи тирпейлĕхе пăхсан, кунта Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин участникĕсен çемйи пурăнать тесех калаймăн. Тирпейлĕх çенĕк картлашкисенчен пуçланса пÿртри пÿлĕмсенче те хуçаланать. Петр Иванович Живойкинпа Пелагея Васильевна Анатольева 60 çул ĕнтĕ туслă çемьепе пурăнаççĕ. Кăçал вĕсен – бриллиант туй. Икĕ хĕр ÿстернĕ вĕсем, аслă пĕлÿ панă, çемьесем çавăрма пулăшнă. Виçĕ мăнук илемне курма тÿр килнĕскерсем паян 2 прамăнук сассипе савăнаççĕ. Ку вăл паян...

ВĂРÇĂ ПУÇЛАНЧĔ

– Вăрçă пуласса никам та кĕтмен. Анчах 1941 çулхи июнĕн 22-мĕшĕнчи уяр та ăшă кун кăнтăр тĕлне Ленинградри радиопа та, пĕтĕм Совет Союзĕнчи пекех, фашистла Германи пирĕн çĕршыв çине вăрă-хурахла тапăнса вăрçă пуçлани пирки пĕлтерсен, манăн чĕрере темĕн тапранчĕ, канăçлăх çĕтрĕ. Урамра хĕвел пăхатчĕ. Чунра вара пусăрăнчăкчĕ. Атте Ленинград çумĕнчи колхоз председателĕччĕ те пĕрремĕш кунранах ĕçсене йăлтах фронта валли тесе йĕркелеме тăрăшатчĕ. Малтанхи кунсенчех аслă пиччесем иккĕн (эпир çемьере 6 ача пулнă) фронта тухса кайрĕç, – йывăррăн пулин те, аса илĕве ума кăларма пуçларĕ çав çулах Ленинград блокадине лекнĕ, унти терт-нушана хăй çинче чăтса ирттернĕ Пăлаки кинемей.

Ленинград Аслă вăрçăн пĕрремĕш кунĕсенчех тăшмана кĕтме хатĕрленнĕ. Çавна валли хулари çамрăксем, фронта кайманнисем, Ленинград хули патнелле çывхаракан тăшмансен куçĕ умĕнчех, вĕсен пульлисемпе снаряд-бомба ванчăкĕсем айĕнчех, хамăр салтаксем валли окопсемпе траншейăсем чавнă.

БЛОКАДА

– Ленинграда çăкăр туянма тата çăкăр карточкисем илме çеç каяттăмăр. Анчах унта та бомбежка айне пулаттăмăр. Кашни утăмрах сыхă пулмаллаччĕ. Фугаслă бомбăсене, тухнă пушарсене сÿнтересси те пирĕн ĕçчĕ. Кунпа пĕрлех, тăшман самолечĕсем кайсан, çуртсенчен çын виллисене урама, пуçтаракан машинăсем патне илсе тухаттăмăр. Çÿлерехри этажсенчен çунашкапа сĕтĕрсе анаттăмăрччĕ вĕсене, – блокадăн пĕрремĕш кунĕсене аса илчĕ ветеран.

Çакнашкал йывăрлăхсене чăтнипе пĕрлех Ленинград блокадине лекнисем талăксерен 125 грамм çăкăр илни тата ăна татăксем туса типĕтсе çини паян та ветеран куçне шывлантарать. Çăмăл-и-ха 125 грамм çăкăр карточкишĕн вилнĕ пĕчĕк ачисене амăшĕсем чÿрече умне шăнтса лартни. Куççульсĕр епле аса илĕн-ха çăкăр илме пĕчĕк ачипе пынă хĕрарăмсем вĕсене хăйсен çăкăр патне кĕмелли черечĕ çитсен самантлăха урамри сĕтел çине хурса хăварнă хыççăн вĕсене выçăпа аптăракансем вăрласа кайнине. Мĕн чухлĕ хуйхă! Çаксене аса илсен Пелагея Васильевна куççульне шăлса самантлăха калаçма чарăнчĕ.

– Аттепе аннене те çак йывăр çулсенче çухатрăмăр. Атте пĕррехинче пирĕн самолет ÿкнине, летчикĕ парашютпа сикнине курать те ăна шырама-пулăшма вăрмана каять. Тупать хайхискерне вăл. Апат-çимĕç леçме вара, нимĕçсем асăрхамĕç тесе, 12 çулхи кĕçĕн йăмăка ярать. Вăл унта çитнĕ тĕле фашистсем ăна кĕтнĕ те ĕнтĕ. Темĕнле ыйтсан та йăмăк хăй кам ачине каламан. Вара ăна яла илсе пырса ял çыннисене кăтартнă. Аттесем пурăннă вырăнтан инçех мар пурăннă пĕр çын сутнă вара ăна. Кайран колхозниксем атте виллине ял тулашĕнче тупнă, – йывăррăн аса илет Пăлаки кинемей.

Хăйсене блокадăран илсе тухни те хĕрĕн чĕринче ĕмĕрлĕхех юлнă. Ăçтан манăн-ха умра пыракан машина ачасемпе тата амăшĕсемпе пĕрле пăр айне анса кайнине, ирĕкеллерех тухсан нумайăшĕ апат нумай çинипе кÿпĕнсе кайса вилнине, кайран хĕвел тухăçнелле выльăх турттармалли эшелонпа илсе тухнă чух нимĕçсен пульлисем поезд çинчех вуншар-çĕршер çын пурнăçне татнине.

ЧĂВАШ ЕН

Пелагея Васильевна Анатольева хăйĕн хĕр тантăшĕпе тухнă эшелонпа Кавказа каяс вырăнне Чăваш Республикинчи Çĕмĕрле хулине лекет. Çакăнтан пуçланать Ленинград хĕрĕн Чăваш Енри пурнăçĕ.

– Ленинградран инçе тартăмăр пулсан та, вăрçă терчĕ-нуши вĕçленмерĕ-ха. Малтанах поезд çинче силленсе килнĕ йывăр хĕрарăм пулнă хĕр тантăшăм Наташа ача çуратмалли больницăна лекрĕ. Унăн тепĕр икĕ çулхи ачине пăхасси çав вăхăтра ман çинче пулчĕ. Çăкăр карточкисем илесси, ача пăхасси тата тăтăшах больницăна тантăшăм патне çÿресси çăмăл марччĕ. Ĕçсĕр те ларман. Пăрахутсем çÿреме пуçласан Етĕрнене антăмăр та Палтай ялĕнче чарăнтăмăр. Тĕрлĕ вăхăтсенче тĕрмере ларакансем дамба тунине тата вĕсен ĕç хатĕрĕсене сыхлассипе, сыр заводĕнче ĕçлессипе, çĕр улми тураса типĕтессипе тимлерĕмĕр. Чăваш Республики хăйне евĕр хитреччĕ, кунти хĕрарăмсем ĕçченччĕ, – пирĕн республикăпа паллашнă малтанхи кунсене аса илчĕ ветеран.

Вăрçă хыççăн фронтран таврăнса ачасене пĕлÿ парас ĕçе кÿлĕннĕ Петр Иванович Живойкинпа Палтайра паллашса пĕр чĕлхе тупса 1950 çулта çемье çавăраççĕ. Пурăна-киле вăрçă вăхăтĕнче хура-шурне пайтах курнăскерсем Петр Ивановичăн тăван ялне – Москакассине – куçса килсе тĕпленеççĕ. Çавăнтанпа Ленинград хĕрĕ, ĕнерхи блокадница П.В. Анатольева – пирĕн ентеш. Кăçал 93 çул тултаракан П.И. Живойкинпа ирттернĕ пирĕн калаçу та çывăх вăхăтрах хаçат страницинче пичетленĕ.

А. БЕЛОВ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика