27 января 2010 г.
Калаçăва çавăнтан пуçламалла пулĕ. Январĕн 19-мĕшĕнче РФ Пенси фончĕн районти управленийĕнче селекторлă пресс-конференци иртрĕ. Унта «Союз пенсионеров России» обществăлла организаци представителĕсем, республикăри тата районсенчи массăллă информаци хатĕрĕсен представителĕсем хутшăнчĕç. Тÿрĕ калаçура РФ Пенси фончĕн республикăри уйрăмĕн управляющийĕ Роза КОНДРАТЬЕВА пенсисене валоризацилессин итогĕсем, социаллă хушма тÿлевсем парасси пирки чарăнса тăчĕ. Тĕрлĕрен ыйтусем унта сахал мар пулчĕç, вĕсем çине Р. Кондратьева тулли хуравсем пачĕ.
Халĕ вара тепĕр ыйту патне таврăнар. Район хаçачĕн редакцине шăпах çак кунсенче Юнкă ялĕнче пурăнакан 1919 çулта çуралнă Анна Ивановна Фроловаран çыру килнĕччĕ. Вăл та валоризаци пиркиех сăмах хускатать. Ăнланмалларах пултăр тесе çырăва пĕтĕмĕшлех улăштармасăр илсе кăтартатпăр:
«Сире чăрмантарнăшăн каçару ыйтатăп. Январь уйăхĕнче пенси илнĕ хыççăн валоризаци йĕркипе пенси çумне 463 тенкĕ хушăннă, куншăн тавтапуç – пире манманшăн.
Анчах та эпир пенси оформлять тунă чухне пирĕнтен никам та нимĕн те ыйтман, колхоз правленийĕнчи бухгалтер-работниксем ĕç кĕнеки тăрăх района сведенисем тăратнă та ĕçĕ те пĕтнĕ.
Анчах та самана улшăнсах пырать. Мĕншĕн-ха ĕмĕрĕпе ĕçлесен те пенси çумне кулăшла хушса тÿлеççĕ. Хамăн ĕмĕрте 91 çул хушшинче колхоз тунине те, мĕнле çаратса пĕтернине те курса тăтăм.
Эпĕ Юнкăра колхоз йĕркеленине те питĕ лайăх астăватăп. Атте-аннесемпе 1932 çулчченех колхозра ĕçлеме пуçласа. Ăна ĕнентерме сыхланса юлнă сăн ÿкерчĕкпе те çирĕплетме пултаратăп.
1935 çулта Мăн Сĕнтĕр райĕçтăвкомĕн çĕр ыйтăвĕсемпе ĕçлекен пайĕн пуçлăхĕн Иван Никитич Никитинăн хушăвĕпе вăрлăх лабораторийĕнче ĕçлеме хăнăхма Мария Гурьевна Фроловапа иксĕмĕре Шупашкара 2 эрнелĕхе вĕренме ячĕç. Ун чухне манăн хушамат Бархаткина пулнă. Ун хыççăн Мăн Сĕнтĕрти вăрлăх лабораторийĕнче виçĕ çул ĕçленĕ. Сăмах май, район хаçачĕ çинче те пирĕн сăн ÿкерчĕксем пулнă. Мухтанмасăрах çыратăп.
1938 çулта качча тухнă хыççăн каллех колхозра ĕçлеме пуçланă. Ун чухне пĕчĕк колхозсем пулнă. Вăрçă пĕтнĕ хыççăн кăна колхозсем пысăкланнă. Анчах та манăн ĕç стажне 1941 çултан кăна çырнă. Манран никам та нимĕн те ыйтман. Манăн ĕç стажĕ ахалех çитни пирки пĕлтерчĕç колхоз бухгалтерĕсем.
Эпир вăрçă вăхăтĕнче çĕрĕн-кунĕн тÿлевсĕр ĕçленĕ. Тырă вырнă, пуçтарнă, хĕлĕпе лашапа патшалăх поставки шучĕпе тырă турттарнă, Сăр юхан шывĕ хĕррипе окоп-блиндажсем те чавнă. 35–40 градус сивĕре те шăнса вилмен. Чăлха-нуски фронта валли çĕрĕпех çыхнă, ачи-пăчине те пăхнă.
Фронтран таврăннă инвалид упăшкапа та çулталăк кăна пурăнтăм. Вăл ура гангренине пула вăхăтсăр çĕре кĕчĕ.
Халĕ пурăнакан вăрçă участникĕсене пенси чылай хушса пачĕç. Кунсăр пуçне тĕрлĕрен çăмăллăхсем те пур. Тылра тата вăрçă хыççăн ĕçленĕ хĕрарăмсен пенсийĕ вара çав тери пĕчĕк. Тÿлевсĕр ĕçленине шута илмеççĕ пулмалла. Халĕ вара валоризаципе те пенси нумай хушăнмарĕ. Вăрçă çулĕсенче тата вăрçă хыççăн ĕçленĕ çынсенне пенси çумне кăштах хушса пама май çук-ши; Вĕсем сахаллансах юлчĕç».
Халĕ вара РФ Пенси Фончĕн районти управленийĕ районта валоризаци епле иртни пирки ăнлантарса панипе паллашма сĕнетпĕр. Çакă вăл çÿлте асăннă çыру авторĕшĕн те, ытти хаçат вулакансемшĕн те усăллă пулĕ тесе шутлатпăр:
– Малтанах валоризаци вăл мĕн пулни пирки чарăнса тăмалла. Валоризаци вăл – граждансем пенси реформи пуçăниччен хывнă ĕç вкладне çĕнĕрен шута илсе хаклани. Вăл шутра совет самани тапхăрĕнчине те. Граждансен 2002 çулхи январĕн 1-мĕшĕчченхи тапхăрта пухăннă пенси капиталне ĕç стажĕпе ĕç укçи виçине кура 10 процент ÿстернĕ. Унсăр пуçне 1991 çулхичченхи кашни çулталăк стажĕшĕн 1 процент хушса панă. Халĕ пĕтĕмĕшле ĕç стажĕн чи пысăк виçи мĕн чухлĕ пулмаллине палăртман. Унччен вара пенси виçисене палăртнă чухне хĕрарăмсен 40 çулхи, арçынсен 45 çулхи ĕç стажĕсене кăна шута илнĕ. Çапла вара валоризаци ирттернĕ май пенси мĕн чухлĕ ÿсесси ĕç стажĕнчен тата 2002 çулчченхи ĕç укçи виçинчен килет. Апла пулсан пенсионерăн ĕç стажĕ тата ĕç укçи виçи мĕн чухлĕ пысăкрах, валоризаци калăпăшĕ те çавăн чухлĕ нумайрах пулать.
Январь уйăхĕнчи пенсисене илнĕ май пенсионерсенчен чылайăшĕ хăйсен пенси виçисем валоризаци мелĕпе мĕн чухлĕ ÿснине пĕр-пĕринпе танлаштарма тытăнчĕ. Хăшĕсен вĕсем нумайрах, теприсен сахалрах. Тĕрлĕ ыйту çуратать çакă. Çавна палăртмалла. Валоризаци мелĕпе пенси виçи ÿсесси кашни пенсионерăн хăйĕн уйрăм. Вăл пурин те пĕр пек пулма пултараймасть. Тепĕр хут палăртнă пулăттăм: валоризаципе пенси мĕн чухлĕ ÿсесси 2002 çулчченхи ĕç стажĕпе ĕç укçи виçинчен килет.
Тепĕр ыйту – ĕç стажне çирĕплетекен документ пирки. Чи малтанах ку вăл ĕç кĕнеки пулса тăрать. Енчен те вара ĕç кĕнеки çук пулсан е ĕç стажне çирĕплетсе унта хăш-пĕр ĕç тапхăрĕсем пирки çырса хунисем пулмасан, справкăсене, приказсенчен çырса илнисене, лицевой счетсене, ĕç укçи тÿленин ведомоçĕсене, удостоверенисене, характеристикăсене, ĕç килĕшĕвĕсене пурнăçлани пирки çырса хунисене, служба тата формуляр списокĕсене, промысла тата инвалидсен кооператив артелĕсен членĕсен кĕнекисене, ĕçленĕ вăхăта кăтартакан ытти документсене те шута илеççĕ. Ĕç стажне çирĕплетме асăннă документсем те çук пулсан, профсоюзсен членĕн билечĕсене тата расчет кĕнекисене, профсоюз членĕн учет карточкисене те йышăнаççĕ.
Хăш-пĕр чухне çар ĕçĕсене, пушарсене, шыв илнине, çĕр чĕтреннине, аварисене, катастрофăсене тата ытти лару-тăрăва пула ĕç стажне çирĕплетсе паракан документсем пĕтме те пултарнă. Ун пек чухне ĕç выслугине кура тата çăмăллатнă майпа пенси илме тытăнма çав вăхăтра асăннă çынпа пĕр предприятире, учрежденире, организацире, колхозра е ытти системăра ĕçленĕ икĕ çынран кая мар çирĕплетни кирлĕ.
Ытти çынсем кăтартса панипе ĕç стажне çирĕплетнĕ чухне гражданинăн хăйĕн заявленийĕпе пĕрле çак документсене пĕрле тăратмалла:
– стихийăллă инкек пулнă вырăнти патшалăх (муниципаллă) органĕ панă документ (инкек хăш çул, хăш уйăхра тата хăш кун пулнине, унăн характерне палăртмалла);
– ĕç пирки çыхăннă документсене шăпах çак инкеке пула çухатнине тата вĕсене çĕнĕрен хатĕрлеме май çуккине çирĕплетни пирки ĕç паракан е патшалăх (муниципаллă) органĕ панă документ;
– ĕçленĕ тапхăр пирки архив сведенийĕсем пулманни пирки архив учрежденийĕ е патшалăх (муниципаллă) органĕ панă справка.