23 января 2010 г.
Муркаш Ен аталанăвне республика шайĕнче тĕслĕхе лартни, пирĕн ĕçĕмĕрсене ыттисене кăтартни татах та тăрăшуллăрах ĕçлеме, çĕнĕ технологисене ытларах пурнăçа кĕртме хистет. Çак чăнлăха иртнĕ юн кун, кăрлач уйăхĕн 20-мĕшĕнче, «Моргаушская» чăх-чĕп фабрикине ĕçлĕ çул çÿревпе ЧР Президенчĕ Н. Федоров килсе кайни те çирĕплетсе парать. Президент килсе кайрĕ кăна мар, çак кун вăл «Моргаушская» чăх-чĕп фабрикинче Чăваш Енре кайăк-кĕшĕк тата сысна ĕрчетекен хуçалăхсен ертÿçисемпе республика шайĕнчи канашлу ирттерчĕ.
Канашлу чăх-чĕп фабрикинче иртнĕрен, паллах, тĕп калаçу çак отрасле аталантарасси тата ăна тĕнче шайне кăларасси пирки пулчĕ. Çавна шута илсе канашлу пуçланиччен Н. Федоров ял хуçалăх министрĕпе М. Игнатьевпа тата журналистсемпе «Моргаушская» чăх-чĕп фабрикин производство корпусĕсене, хатĕр продукци цехне çитсе курчĕ. Кунта Германи, Испани оборудованийĕсене вырнаçтарнине Николай Васильевич ыттисене тĕслĕх вырăнне илсе кăтартрĕ.
Муркашсем ĕçсене çĕнĕлле йĕркелени фабрикăна çут çанталăк газне 35 процент, электроэнергие 15 процент перекетлеме май панă. Чăхсене тĕрĕс апатлантарас тата вĕсем валли рацион хатĕрлес ĕçсене компьютер технологийĕпе пурнăçлани фабрикăна çулталăкне 32 вакун апат перекетлеме çул уçнă.
– Производствăна ÿстерме ресурссем татах пур-и; – ыйтрĕ хатĕр продукци цехĕнче Н. Федоров фабрика ертÿçинчен.
Ку ыйтăва Н. Ванеркин хуравлама хатĕр пулни курăнчĕ. 5 çул каялла çулталăкне 39 миллион штук çăмарта туса илнĕ фабрика пĕлтĕр çак кăтартăва 57 миллиона çитернĕ.
– Перекетлĕх ыйтăвне ÿстерсен тата çĕнĕ технологисемпе анлăрах усă курма пуçласан 2012 çул тĕлне эпир çăмарта илессине 90 миллиона çитерес тĕллевлĕ, – терĕ аталану вăрттăнлăхĕсене уçса Николай Григорьевич.
Чăх-чĕп отраслĕн производствине вара çĕршыв ыйтать. Раççей Федерацийĕ Америкăри Пĕрлешÿллĕ Штатсенчен чăх ашĕ туянма пăрахни Раççей рынокĕнчи чăх-чĕп продукцийĕн 22 процент «никам тĕкĕнмен лапамне» уçать. Çак пушă вырăна çĕнсе илесси – чăх-чĕп отраслĕн пĕрремĕш тĕллевĕ.
А. БЕЛОВ.