23 января 2010 г.
2010 çулхи мартăн 1-мĕшĕнчен кая юлмасăр ĕç паракансемпе предпринимательсен харпăр хăйсен ĕçченĕсен страхланă стажĕ тата иртнĕ çулта вĕсемшĕн тÿленĕ страховани взносĕсем пирки сведенисене тăратас пулать. Ку даннăйсем пулас пенси виçипе тÿрремĕнех çыхăннă.
Икĕ уйăх хушшинче Муркаш районĕ тăрăх 300 организацие яхăн тата харпăр хăй ĕçĕпе ĕçлекен 800 ытла предприниматель отчет докуменчĕсем тăратмалла. Чăваш Республикипе вара 16 пин ытла организаци тата 45 пин ытла предприниматель.
Черетсем ан пулччăр тесе организацисенчен отчетсем йышăнма график йĕркеленĕ. Харпăр хăйсен ĕçĕпе ĕçлекен предпринимательсен, детективсен, нотариуссен, адвокатсен, хресчен (фермер) хуçалăхĕсен пуçлăхĕсемпе членĕсен (енчен те вĕсем страховани взносĕсене палăртнă йĕркепе тÿлесе тăраççĕ пулсан) Пенси фондне пырассине чи кайри вăхăта хăварма кирлĕ мар.
Организацисенчен отчетсене Интернет урлă та йышăнатпăр. Çакă ĕç кунĕпе туллинрех усă курма, тĕрлĕрен тăкаксене чакарма май парать. Иртнĕ çул РФ Пенси фончĕн Чăваш Республикинчи управленийĕ Интернет урлă ĕç стажĕсем тата тÿленĕ взноссем пирки харпăр хăйĕн сведенийĕсене 92 процент таран йышăннă. Ку вăл Раççейре те чи лайăх кăтарту.
Отчетсене Интернет урлă тăратасси вăхăт пулăмĕ пулса тăчĕ. Çĕнĕ законодательствăпа килĕшÿллĕн ĕç паракансем ĕçлекенсем пирки сведенисене унчченхинчен ытларах парса тăма тивĕç пулаççĕ: 2010 çулта – çур çулта пĕрре, 2011 çулта – кварталта пĕрре.
РФ Пенси фончĕн районти управленийĕ.