Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Черкке тытиччен – тытманни

20 января 2010 г.

Лавкка сентрисем çинче хаяр шĕвек тултарнă кĕленчесене пĕрре те илĕртÿллĕ тесе калас килмест. Тата çав организма сиен кÿрекен шĕвеке ăш-чик витĕр кăларма çавăн чухлĕ укçа тÿлесе илме те питĕ шел. Шел кăна та мар, пĕрре çеç пурăнатпăр та, сывлăхĕ темрен те хаклăрах-çке.

Эрехе пула вара, тĕрĕсрех каласан, ăна ĕçме пĕлменнине пула пин-пин çын вăхăтсăрах пурнăçран уйрăлать. «Леш тĕнчере те лайăх çынсем кирлĕ, теççĕ» каларăш ку лару-тăрура тем тесен те вырăнсăр. Айăпне вара çынрах шырамалла.

Акă районти ЗАГС пайĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, иртнĕ çулта пурĕ 619 çын вилнĕ. Ку пысăк цифра. Çаксем хушшинче вара эрех ĕçсе вилнисем те çук мар. Уйрăмах декабрь уйăхĕнчи сивĕсенче эрех ĕçсе шăнса вилни пĕрре мар пулчĕ. Муркашри тĕп больницăран пĕлтернĕ тăрăх вара унти хирурги уйрăмĕнче халĕ те алă-урасене, пÿрнесене шăнтса янипе вунă çынна яхăн сипленет.

Ÿсĕрле руль умне ларни те хăйĕннех тăвать: е пурнăçран уйăрать, е вăй питти çынсене ĕмĕрлĕх уксах-чăлах тăратса хăварать. Çавăнпах теприсем водитель руль умне ÿсĕр ларсан, машинăна мĕншĕн тапранмалла мар шутласа кăларман-ши, тенинчен те кулмалла мар. Акă статистика палăртнă тăрăх, Раççейре çулталăкне ÿсĕрле руль умне ларнипех 35 пин çыннăн пурнăçĕ татăлать. Пирĕн районти шалти ĕçсен пайĕн патшалăх çул-йĕр хăрушсăрлăх инспекцийĕнчи сведенисем те лăплантармаççĕ-ха. Иртнĕ çулталăкра ÿсĕр водительсене пула 1 çын сарăмсăр вилнĕ, 10-ăн аманнă. Çакă вăл 5 аваринче. Январь уйăхĕн иртнĕ кунĕсенче çеç-ха инспекторсен водительсем пирки 4 протокол çырма тивнĕ. Виççĕшĕн тĕлĕшпе 15 талăклăх хупса арест мелĕпе усă курнă.

Эрехĕ ырри патне илсе çитерменнине пĕлсех (чылай чухне пĕлсех!) уявсенче те, çак шĕвеке хытă «хисепленипех» пулĕ, ăна апат-çимĕçрен те ытларах туянатпăр-çке. Çемье бюджечĕ чăтать. Каллех статистика тупса палăртнă тепĕр кăтартăва илсе парас килет. Çемьере тăтăшах эрех ĕçсе «киленекен» пурри çемье тупăшĕн 40 процентне, тепĕр чух 60 проценчĕ таранах çилпе вĕçтерсе ярать. Çапла вара пĕр ача амăшĕн ÿсĕр упăшкапа пурăнса (амăшĕн сĕчĕпе тăн кĕменни кайран та кĕмест пулас) иккĕмĕш, виççĕмĕш ачана çуратасси çинчен шутлама ăçтан пултăр ĕнтĕ шухăшĕ. Тумлантармалла, çитермелле, вĕрентмелле... – çынран кая юлмалла мар тата паянхи пурнăçра. Кĕленчене ытамлакансен вара çÿлерех çырни пирки шутлама вăхăт çук. Тарăхтараççĕ-и вĕсене, вăрçса илеççĕ-и е тата мĕнле те пулин ĕç тÿрех пурнăçланмасть-и – вăйсăр çыннăн, вăл ÿт-пÿ тĕлĕшĕнчен вăйлă пулни те пĕлтерĕшсĕр, шел пулин те, киленĕвĕ те пĕр тĕслĕ çеç. Вăл – юнашар çынсен кăмăлне хуçаканни, хăйсен сывлăхне хавшатаканни. Çавăнпа та кăмăл-сипет енĕпе вăйсăр çынсен черкке тытиччен – тытманни.

Н. НИКОЛАЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика