20 января 2010 г.
Паян пирĕн редакцире – «Чăваш Республикин хальхи патшалăх историйĕн архивĕ» республика патшалăх учрежденийĕн директорĕ Людмила Васильевна УСТИМОВА. Эпир унпа Чăваш Республикин архив фондне комплектлассин тата документсене сыхласа хăварассин проблемисем пирки сăмах пуçартăмăр.
– Людмила Васильевна, архивсем тени мĕне пĕлтерет-ха вăл;
– Тĕрĕссипе каласан, архивсем вĕсем истори чăнлăхĕн мулĕ-пуянлăхĕ пулса тăраççĕ. Шăпах ĕнтĕ архивсенче тĕрлĕрен пулăмсемпе улшăнусен ĕнентерĕвĕсем сыхланса юлаççĕ. Чăваш Республикинчи архивсен системине хальхи вăхăтра 4 патшалăх тата 25 муниципаллă архив кĕрет.
– Хальхи кун йĕркинчи пĕлтерĕшлĕ ыйтусенчен пĕри – 2010 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса пенсисене валоризацилеме пуçăнни. Эпĕ ăнланнă тăрăх, пенси ÿстерес текенсен архивсене пымасăр май çук;
– Пенсисене çĕнĕрен шутлаттарас текенсен пурин те архивсене пыма кирлĕ мар. Хăшĕсенне пенси виçисене хăйсемсĕрех палăртаççĕ. Çапах та пĕтĕмĕшле эсир тĕрĕс калатăр. Пуçăннă валоризаци пире те айккинче хăварма пултараймасть. Вăл нумай пин çын интересĕсемпе çыхăннă. Мĕншĕн тесен ытларах чухне ĕç стажĕпе ĕç укçин калăпăшĕ пирки даннăйсене архив справкисене кура кăна çирĕплетме пулать. Пирĕн архивра уйрăм çынсем пирки 140 пине яхăн ĕç докуменчĕ упранать. Кусем вĕсем пĕтернĕ 1300 организацирен тăратнисем. Кун пек документсем Патшалăх истори архивĕнче те, кашни муниципаллă архивра та пур. Паллă ĕнтĕ, çавăнпа та граждансенчен ытларахăшĕн ыйтăвне пирĕн сотрудниксен тивĕçтерме тивет.
– Эсир уйрăм çынсен докуменчĕсем тесе асăнтăр. Ку вăл архив докуменчĕсен уйрăм категорийĕ пулса тăрать-и;
– Çапла, кусем вĕсем ĕçлекенпе ĕç паракан хушшинчи çыхăнусене çирĕплетекен документсем: ĕçе илнин, пĕр ĕç вырăнĕнчен теприне куçарнин, ĕçрен хăтарнин приказĕсем; ĕçлекенсен харпăр хăйĕн докуменчĕсем; ĕçрен хăтарнисен харпăр хăйĕн докуменчĕсем; ĕç укçи тÿленин докуменчĕсем (ведомоçсем, лицевой счетсем). Апла пулсан вĕсем çын ку е вăл учрежденире, организацире, предприятире ĕçленине çирĕплетсе параççĕ. Çак документсене сыхласа упранинчен вара çыннăн ĕç стажне, ĕç укçи калăпăшне, тĕрлĕрен çăмăллăхсемпе усă курмалли правăна çирĕплетесси те килет.
– Эпĕ тĕрĕсех ăнлантăм-и; Архив учрежденийĕсем граждансен вĕсен ĕç стажĕ тата çăмăллăхсем пирки ыйтăвĕсене тивĕçтерессипе кирлĕ хурав параймасан та пултараççĕ-и;
– Çапла, хальхи вăхăтра лару-тăру çавăн пек. Хупăннă организацисен пур докуменчĕсем те хальхи вăхăтра республикăн архив учрежденийĕсене пырса тăмаççĕ-ха. Аса илтеретĕп: сăмах хупăннă предприятисем пирки кăна пырать. Ку самант питĕ пĕлтерĕшлĕ. Енчен те хупăннă организаци вырăнне тепĕр организаци ĕçлеме тытăнать пулсан, ĕçлекенсен докуменчĕсене упрасси тата граждансен ыйтăвĕсене тивĕçтересси пĕтĕмпех унăн тивĕçĕ пулса тăрать. Архива вара хупăннă организацисем вырăнне урăххисене йĕркелеменнисен докуменчĕсем килсе тăраççĕ. Çавăнпа та нумай организацисенчи çынсен докуменчĕсене упрасси пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртмасăр хăварма пултараймастăп. Раççей Пенси Фондĕнче учетра тăнă тата хыççăн хупăннă юридици вăйĕнчи организацисен списокне тишкерни çавна кăтартса парать. Хупăннă хыççăн вĕсенчен чылайăшĕ документсене архива тăратман.
Шел пулин те, 2008 çулхи декабрь уйăхĕнчен тытăнса кăна документсене конкурс управляющийĕсен обязательнăй майпа патшалăх управне памалли тивĕçне çирĕплетнĕ. Вăл шутра ĕçлекен уйрăм çынсен докуменчĕсене те. Унччен вара «О несостоятельности (банкротстве)» Федераллă саккунпа конкурс управляющийĕн çак ĕçсене пурнăçлама пултарассин «правине» кăна пăхса хунă. Паллă ĕнтĕ, пурте ку «правăпа» усă курман. Мĕншĕн тесен документсене патшалăх е муниципаллă управа парасси укçа-тенкĕ тăкакĕсемпе çыхăннă. Вĕсем документсене йĕркелеме каяççĕ.
– Апла пулсан ответлăх конкурс управляющийĕн кăна мар, унпа пĕрлех организаци ертÿçин те пулмалла;
– Паллах. «Об архивном деле в Российской Федерации» Федераллă саккунăн 27-мĕш статйипе килĕшÿ-ллĕн Раççей Федерацийĕнче архив ĕçĕ-хĕлĕ пирки калакан законодательствăна пăснăшăн организаци ертÿçисем ответлă пулса тăраççĕ. Айăплисене гражданла право, административлă, дисциплинарлă тата уголовнăй майсемпе ответ тыттарма пăхнă. Тĕрлĕ шайри ертÿçĕсен архив докуменчĕсене упрассинчи ответлăхне ÿстерессипе çыхăннă ĕç конкурс управляющийĕсен ответлăхĕпе кăна çирĕпленсе юласса шанас килмест. Çынсен социаллă хÿтлĕхне ÿстерессипе хушма мерăсем йышăнма кирлĕ. Тепĕр хут çавна палăртса хăварас килет: уйрăм çынсем пирки документсене сыхласа хăварасси вăл архивистсен, организацисен ертÿçисен, служащисен, профсоюз организацийĕсен тивĕçĕ пулса тăрать. Уйрăм предпринимательсен, чикĕллĕ яваплăхлă обществăсенче тата патшалăхăн шутланман ытти организацисенче ĕçлекенсен те айккинче юлмалла мар. Вĕсен çакна асра тытмалла: çын пирки приказра тата ĕç кĕнекинче тĕрĕс çырса пынинчен вĕсен ĕç стажĕ, бухгалтери докуменчĕсене йĕркеллĕ туса пынинчен вĕсен пулас пенсийĕн виçи килет.
– Людмила Васильевна, сире интервью пама килĕшнĕшĕн тав сăмахĕ калатăп. Пирĕн вулакансем хăйсене интереслентерекен ыйтусемпе тулли информаци илме пултарчĕç тесе шутлатăп.