Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çутă çăлтăр çутатакансем

16 января 2010 г.

Мăн Сĕнтĕр ялĕ пĕчĕк ял мар. Автобус чарăнăвĕ те унта иккĕ. Вăл вара пĕчĕк юхан шыв урлă каçсанах пуçланать. Сылтăм енче унччен шкулăн спорт площадки вырнаçнăччĕ. Унта волейболла, баскетболла тата алă мечĕкĕпе (ручной мяч) ăмăртусем ирттернĕ. Çакă пĕтĕмпех пысăк мар лаптăкра пулнă. Унăн вăрăмăшĕ: 60 метртан ытла мар пулĕ, 100 метра çитместех. Çу кунĕсенче те, хĕллехи вăхăтра та кунта ăмăртусем тăтăшах иртнĕ.

Хальхи çĕнĕ шкулта вара спортзал çивитти айĕнче – курăнмасть те, илтĕнмест те. Кивĕ шкулăн коридорĕнче шкул ачисен рекорчĕсем пирки пĕлтерни çакăнса тăратчĕ. Йĕлтĕрпе чупассинчен тытăнса çăмăл атлетика таранах – 60 метра чупассинчен тытăнса (Петр Шигалев) шăчăпа çÿллĕшне сикессиччен (малтан – Алексей Жданов, кайран – Миша Гаврилов). Вĕсем – манăн тантăшсем, Сĕнтĕр шкулĕн 1970-мĕш çулĕсенчи спорт çăлтăрĕсем.

Сире çавна калама пултаратăп. Вăрçăчченхи 30-мĕш тата вăрçă хыççăнхи 50-мĕш çулсенче пирĕн шкулăн профилĕ пачах та спортпа çыхăнман. Кунта нумай çул хушши пултаруллă учитель, Чĕмпĕрти учительсен чăваш шкулĕн выпускникĕ Багров ĕçленĕ. Çавăн чухне шкулпа юнашар шкул сачĕ çĕкленнĕ. Шăпах çапла калатчĕç ăна, пахча е участок тесе те мар. Ĕçĕ акă мĕнре. Чĕмпĕр хулинче И.Я. Яковлев хăйĕн вĕренекенĕсене ланкастерски мелпе усă курса ĕçе хăнăхтарма тăрăшнă. Ун патĕнче çĕре юратассине, вăрлăхсене, сад тата пахча ĕçĕсене, пыл хурчĕсем, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетессине теорире тата практикăра вĕреннĕ.

Вĕллесем пулнине астумастăп. Анчах та Хрущев вăхăтĕнче шкул картишĕнче кроликсем пулнине пĕлетĕп. Шкулăн пысăк сачĕ вара Шокккăн тăвайккинчен симĕс айсберг пекех курăнатчĕ. Ку садра опытлă биолог Нина Михайловна Сапожникова хуçаланатчĕ. Вĕренекенсемпе кунта çимĕç йывăççисем айĕнчи тăпрана кăпкалатнă, çĕр çырлипе чие çырли пухнă, нимĕç пăрçипе фасоль çитĕнтернĕ. Ун чухне сад уйрăмах йĕркеллĕ шайра пулнă. Ĕçе, тăван çĕре юратма хăнăхтарасси те кунта килти, харпăр хăйĕн пахчинчи пек пулса пынă. Çак йăлана Мăн Сĕнтĕре паллă учительсем, И.Я. Яковлевăн вĕренекенĕсем пĕр мăшăр Багровсем илсе килнĕ.

Вĕсем пурнăçран уйрăлса кайнă хыççăн сад татах 25 çула яхăн, çĕнĕ шкул çуртне тăвичченех, хăйĕн типтерлĕхне çухатмарĕ. Кайран вара А. Чеховăн «Вишневый садĕнчи» пекех пулса тухрĕ. 90-мĕш çулсенчи хĕрÿ вăхăтсем çитрĕç.

Халĕ каллех спорт площадки патне таврăнар. 60-мĕш çулсем варринче, 70-мĕш тата 80-мĕш çулсенче кунта çĕре ятарласа таптаса хытарнă пекехчĕ. Нимĕнле çумăрпа та вăл ирĕлмен. Çиелтен ятарласа хытарса сарнă пекехчĕ вăл. Шкулта 1000 ачана яхăн вĕренетчĕ. Физкультура урокне харăсах икшер класс тухатчĕ. Арçын ачасемпе ытларах чухне Николай Антонович Кондратьев, хăш-пĕр чухне Илларий Васильевич Бочкарев занятисем ирттеретчĕç. Арçын ачасем хушшинче район шайĕнче кăна мар, республикăра та чемпионсем пулнă. Сăмахран, йĕлтĕрпе ăста чупнă Владимир Кольцова, Григорий Мозолина, Вячеслав Майкова, Евгений Желнина, Виталий Вазикова, Владимир Соколова кăна илер. Вĕсем шап-шурă спорт костюмĕсемпе ăмăртатчĕç.

Хĕр ачасене физкультурăпа Татьяна Яковлевна Петровская вĕрентетчĕ. Епле илемлĕ те хастар пулнă вĕсем! Татьяна Васильевна вĕсене вăй-халпа чăтăмлăха çеç мар, çыпăçулăхпа килĕшÿлĕхе те вĕрентнĕ. Çак енсем гимнастика урокĕсенче кăна çирĕпленсе юлман. Ăс-хакăл илемлĕхне çавăн пекех литература учителĕ Эльза Викторовна Харитонова, ют чĕлхесене вĕрентекенсем Калерия Федосьевна Верендеева тата Елизавета Петровна Соколова, хими учителĕсем Тамара Васильевна Толстова тата Александра Григорьевна Константинова та хăнăхтарнă. Кусем вĕсем эпĕ аса илнисем кăна. Илемлĕхе туйма рисовани учителĕ Валентина Константиновна Бочкарева та сахал мар вĕрентнĕ. Çакă пĕтĕмпех Владимир Андреевич Соколов директор, кайран вара Василий Алексеевич Верендеев ертсе пынипе пулса пынă.

Спорт сезонне яланах сентябрь уйăхĕнче уçнă. Алă мечĕкĕн вăййи енĕпе вĕренекенсем учительсемпе вăй виçетчĕç. Командăра кашни çулах Татьяна Яковлевна та пурччĕ. Енчен те арçын ачасем хăйсен тантăшĕсемшĕн пулнă пулсан, хĕр ачасем хăйсен физкультура учителĕшĕн çуннă.

Кайран пирĕн учительсем кăштах ватăлчĕç пулас. Унчченхи матч ирттересси те йăларан тухрĕ. Çак кунсенче вара педагогика ĕçĕн ветеранĕ Татьяна Яковлевна Петровская 75 çул тултарать. Ăна юбилей ячĕпе саламланă май ытти учительсене те тав сăмахĕ калас килет.

Валерий ПЕТРОВСКИЙ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика