Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Республикăри чи лайăх райхаçат – «Çĕнтерÿ ялавĕ»

16 января 2010 г.

Район тата хула хаçачĕсен республикăри конкурсĕн итогĕсене пĕтĕмлетнĕ. Суйлав турĕ витĕр тухнисем хушшинче 5 район хаçачĕ пулнă: Вăрнар районĕнчи «Çĕнтерÿ çулĕ» («Путь Победы»), Муркаш районĕнчи «Çĕнтерÿ ялавĕ» («Знамя Победы»), Шупашкар районĕнчи «Тăван ен», Çĕмĕрле районĕнчи «Малалла» («Вперед»), Çĕрпÿ районĕнчи «Çĕрпÿ хыпарçи» («Цивильский вестник»).

Конкурсра вара Чăваш Республикинчи «Муркаш районĕнчи «Çĕнтерÿ ялавĕ» («Знамя Победы») хаçат редакцийĕ» автономи учрежденийĕ çĕнтернĕ тесе йышăннă.

2009 çулта хаçат 65 çул тултарнă. Хаçатăн пĕрремĕш номерĕ 1944 çулхи майăн 5-мĕшĕнче «Колхозник сасси» ятпа кун çути курнă.

«Çĕнтерÿ ялавĕ» паян 3637 экземпляр тиражпа тухса тăрать. Район хаçачĕ кулленхи актуаллă ыйтусене вăхăтра çутатать, районти тата республикăри пĕлтерĕшлĕ самантсене асăрхамасăр хăвармасть. Çултан-çул материалсен пахалăхĕ те ÿссе пырать. Редакцире ытти район хаçачĕсенчен маларах – 1996 çулта – хаçата компьютерпа наборласа калăпласси çине куçнă. Çакă унăн сăн-сăпатне тĕпрен улăштарма май панă. 2006 çултан тытăнса çĕнĕ технологие пурнăçа кĕртессипе ĕçлеме тытăннă. Ку вăл хаçата тĕрлĕ тĕспе пичетлеме тытăнассин пĕрремĕш утăмĕ теме пулать.

2004 çулта редакци коллективĕ Чăваш Республикин Президенчĕн Николай Федоровăн Тав сăмахне тивĕçнĕ. 2008 çулта хаçата «Золотой фонд прессы» Пахалăх паллипе чысланă.

ЧĂВАШ РЕСПУБЛИКИН КУЛЬТУРА МИНИСТЕРСТВИ.

Çамрăксен çулталăкне çутатассипе Чăваш Республикин Культура, наци ĕçĕсен, информаци политикин тата архив ĕçĕн министерстви тата Чăваш Республикин Вĕрентÿпе çамрăксен политикин министерстви ирттернĕ республикăри конкурсра район тата хула хаçачĕсем хушшинче районти «Çĕнтерÿ ялавĕ» хаçат çĕнтерÿçĕ ята тивĕçнĕ.

Çавăн пекех районти «Çĕнтерÿ ялавĕ» хаçат республикăри массăллă информаци хатĕрĕсен «Правопорядок» конкурсĕнче «Район хаçачĕсем» номинацире çĕнтерÿçĕ пулса тăнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика