16 января 2010 г.
Харкашу инкекпе вĕçленнĕ
Юлашки вăхăтра, çамрăксем ытларах гражданла мăшăрланупа пурăннăран, «мăшăр» мар, «пĕрле пурăнатпăр» тенине час-часах илтме тÿр килет. Акă Раштав уявĕ хыççăн Мăн Сĕнтĕр ял тăрăхĕнче пĕр арçынпа «пĕрле пурăнакан» хĕрарăм хушшинче хирĕçÿ тухать. 27 çулхи хĕрарăм тĕпелте усă курнă çĕçĕпе пĕррех арçынна хырăмĕнчен чикет. Çапла вара халĕ унпа «пĕрле пурăнаканăн» болницăра сахал мар сипленмелле. Хĕрарăмăн вара тепĕр çыннăн сывлăхне йывăр сиен кÿнĕшĕн Уголовнăй кодекспа паллашма тивĕ. Тен, вăхăтлăха «пĕрле пурăнмалла» та пулĕ.
Малтан шутламалла
Темĕнле уяв пулсан та ăна питĕ анлăн паллă тума тăрăшатпăр. Ку хăйне май модăна куçсах кайрĕ ĕнтĕ. Уява уявлама пĕлекеннисемшĕн, паллах, ку интереслĕ, савăнăç кирлĕ-çке пурнăçра. Анчах та уявсенче черкке хыççăн черкке пушатакансем тепĕр чух мĕнле уяв пулнине пĕлсе те юлмаççĕ. Акă Раштав уявĕн кунĕнче те çакнашкаллисем сахал мар пулнă пирĕн районта. Пĕри икĕ ура тупанне те шăнтса янă, тепри – урасен тата пĕр алăн пÿрнисене. Виççĕмĕшĕ вара, ÿсĕр пулнипе шăнса, шел пулин те, куçĕсене ĕмĕрлĕхех хупнă. Черккене пушатиччен пуçпа ытларах шутламалла та... Хăçан вĕренсе çитет-ши ĕнтĕ ял çынни ăслăрах пулма;
Пичете районти шалти ĕçсен пайĕн материалĕсем тăрăх хатĕрленĕ.