13 января 2010 г.
Иртнĕ çулти ĕçе тишкерсе пĕтĕмлетÿсем тума районти шалти ĕçсен пайĕнче январĕн 11-мĕшĕнче иртнĕ канашлăва Чăваш Республикин Шалти ĕçсен министерствин личнăй составĕпе ĕçлекен управлени пуçлăхĕн çумĕ Е. Юрин полковник та хутшăнчĕ.
Малтанах иртнĕ çулталăкăн пĕтĕмĕшле кăтартăвĕсемпе районти шалти ĕçсен пайĕн пуçлăхĕ Е. Плечов паллаштарчĕ. Пайăн уйрăмĕсен пуçлăхĕсем тухса каланинчен те пĕтĕмлетÿ тĕрлĕ енлĕ пуласси уççăнах палăрчĕ.
Районта преступленисен хисепĕ чакни, паллах, ырламалли пулăм. Ку кăтарту ĕçĕн пĕтĕмĕшле кăтартăвĕ пулса тăрать. Анчах та канашлура тухса калаçакансен сăмахĕсенчен уйрăм енсемпе тивĕçлĕ ĕçлесе çитерейменни те палăрчĕ.
Акă республикăра пĕтĕ-мĕшле йывăр преступленисен, пурлăхпа çыхăннă преступленисен хисепĕ, вăрă-хурахла ĕçсем, тивертсе янă тĕслĕхсем тата çул çитменнисем йĕркене пăсни чакса пырать. Пирĕн районти лару-тăру вара шăпах асăннă енсемпе республикăри вăтам кăтартусенчен япăхрах. Çавăнпах ĕнтĕ Е. Юрин полковник малашне тĕллевлĕн ĕçлемеллине каларĕ.
Канашлăва хутшăннă район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ А. Андреева вара тухса калаçакансене итленĕ хыççăн çул çитменнисемпе ĕçлессине тата милицин участокри уполномоченнăйĕсен ĕçне вăйлатма сĕнчĕ. «Пĕрле канашласа килĕштерсе ĕçлесен эффективлăхĕ те пысăкрах пулать», – терĕ вăл. Ку тĕрĕс сĕнÿ пулчĕ. Канашлура участковăйсен ĕçне тишкернĕ чух, вĕсем çитменнине каланипе пĕрлех, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем ку тĕлĕшпе хăйсен тивĕçĕсене туллин пурнăçламаннине те асăнмасăр иртмерĕç. Виçĕ – Чуманкасси, Юнкă тата Мăн Сĕнтĕр – ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем çеç пакунлисене ĕçре пулăшу панине асăнчĕç. Çапла пулсан тин лару-тăрăва лăпкăрах тума май пулассине чылайăшĕ палăртрĕ.
Наркотиксен саккунсăр çаврăнăшĕ тавра та калаçу тулли тишкерÿпе вĕçленчĕ. Криминаллă милици уйрăмĕн ĕçне унăн çулталăкри кăтартăвĕсемпе тата туса ирттернĕ профилактика ĕçĕсемпе паллашса республикăри ытти районсенчен те, республикăри вăтам кăтартусенчен те лайăхрах пулнине палăртрĕ Е. Юрин. Çапла йĕркеленĕ ĕçе тата кăтартусене малашне те эффективлă та оперативлă ĕçленипе тытса тăмалла. Çав хушăрах вара уголовлă шырав ĕçне çÿллĕрех шая çĕклемелли те палăрчĕ.
Обществăлла вырăнсенче видеосăнав системисене вырнаçтарасси районта малалла пырать. Çак ĕçе пурнăçлани те хăрушсăрлăха тытса тăрассинче пулăшатех.
Канашлура сÿтсе явнă чылай ыйту, пĕтĕмĕшле илсен, штатра сотрудниксем çителĕксĕр пулни патне çитсе тухать. Ку – паянхи кун районти шалти ĕçсен пайĕнче çивĕч ыйту. Милицин участокри уполномоченнăйĕсем 3 сотрудник çитменни ыттисен ĕçне йывăрлатнипе ăна туса ĕлкĕрейменни патне илсе çитернĕ те ĕнтĕ. Ытти çитменлĕхсене те вăхăтра пĕтерме ытларах вăй хума шантарса, çак ыйтăва та çитес вăхăтрах татса парассине каларĕç.
Канашлура, кĕтнĕ пекех, Раççей Федерацийĕн Президенчĕн нумай пулмасть кăларнă указĕпе килĕшÿллĕн шалти ĕçсен пайĕн тытăмне реорганизацилессипе çыхăннă ыйту çине те хурав пулчĕ. Икĕ çулта туса ирттерме палăртнă ĕç ытларах управлени пайне пырса тивессине пĕлтерчĕ Е. Юрин. Апла пулсан пессимистла кăмăл-туйăм пачах та пулмалла мар. Хирĕçле – çанă тавăрсах ĕçлемелле, çынсен шанчăкне те тивĕçтермелле.
Н. НИКОЛАЕВА.