13 января 2010 г.
Совет çарĕсене Афганистанри юнлă вăрçăран кăларнăранпа 21 çул çывхарать пулсан, çĕршыв ертÿçисем пирĕн салтаксене унта кĕртнĕренпе Çĕнĕ çул уявĕсем умĕн 30 çул çитрĕ. Çак хурлăхлă куна паллă туса тата унта пуç хунă юлташĕсене, тăванĕсене асăнса районти афганецсем те декабрĕн 26-мĕшĕнче хăйсен обществăлла килне – Калайкассинчи вăтам шкула – пĕр çемье пек пуçтарăнчĕç. Нумай çул иртрĕ унтанпа. Совет салтакĕсене кÿршĕл-лĕ Афганистан Республикинчи вăрçăран кăларнăранпа хыçа юлнă вăхăтра çуралса ÿссе 18 çул тултарнă яшсем те арçын тивĕçне пурнăçласа çар ретне тăчĕç ĕнтĕ...
– Çĕршыв интересĕсене хÿтĕлесе кÿршĕллĕ Афганистан Республикинчи вăрçăна вунă çул хутшăннă çар подразделенийĕсене унтан 1989 çулхи нарăсăн 15-мĕшĕнче кăларчĕç. Вунă çула яхăн тăсăлнă унти вăрçă пирĕн салтаксемпе офицерсем-шĕн, салтак амăшĕсемшĕн тинех чарăнчĕ. Салтаксен сăртлă-туллă çĕршыври паттăрлăхĕ вара нихăçан та пирĕн асран тухмĕ, манăçмĕ. Çак вунă çул хушшинче Афганистанри вăрçăра пирĕн çĕршыври – вăл вăхăтри Совет Союзĕнчи – 600 пин ытла каччă вăрçă вутне, анчахрах пĕрле апатланнă юлташсем юн юхтарса пулăшу ыйтнине, вĕсене «вăхăтсăр киле ăсатнине», тăванĕсем куçран шăтарасла пăхнине тÿссе ирттерчĕ, çав ыратăва чĕре витĕр кăларчĕ. Паян та вĕсен çак ырату туйăмĕ сÿрĕлмен-ха. Çакна эпир кашни тĕл пулурах асăрхатпăр. Раççей Федерацийĕн Оборона министерстви пĕлтернĕ тăрăх Афганистан çĕршывĕнче интернационалла тивĕçе пурнăçланă чух тата унта суранланнă хыççăн 14600 çар çынни пурнăçран вăхăтсăр уйрăлнă. Нумайăшĕ хыпарсăр çухалчĕ. Хамăр республикăмăрти 4 каччă Афган моджахечĕсем патĕнче тыткăнра пулчĕ. Çакнашкал çухатусем пире паян та лăпкăлăхра хăвараймаççĕ, – терĕ декабрĕн 26-мĕшĕнче Калайкассинчи вăтам шкулта Афганистан çĕршывне пирĕн çарсене кĕртнĕренпе 30 çул иртнине халалласа ирттернĕ асăну тĕл пулăвне уçнă май районти интернационалист-салтаксен канашĕн ертÿçи В. Киршев.
Пирĕн районтан çавăнти вăрçă вутĕнче 144-ăн пулчĕç, 7-шĕ çĕршыв умĕнчи тивĕçе пурнăçласа пуç хучĕ. Тайма пуç вĕсене.
Паян çакă йăлтах иртнĕ вăхăтра ĕнтĕ, анчах воин-интернационалистсем çар çыннисен ырă пуçарăвне – пĕрле пухăнассине – кун йĕркинчен кăларма васкамаççĕ-ха.
... Инçетри лăпкă каç аса илĕç пире,
Бокалсем тултарса шăлса илĕç пите, – шăранать паллă мар автор юрри черетлĕ çапăçăва каякан салтак сассипе. Пурнăçпа вилĕм хушшинчи юлашки утăма тунă чух «Каçарăр мана, юлташ ачасем!» тесе хăйсен куçĕнчен тинкернĕ юлташĕсен ячĕсене çав çапăçуран таса-сывă тухнисем самантлăха та манаймаççĕ. Çакăн пек асра юлчĕç Михаил Самойлов, Алексей Татаров, Николай Перцев, Николай Михеев, Александр Порфирьев, Юрий Тарасов, Виталий Николаев ентешсен асĕнче. Мĕн тери йывăр тантăшсене çухатма. Ун пекки никампа та ан пултăр. Вĕсем ял çыннисемпе тăванĕсен, пĕрле выляса ÿснĕ юлташĕсен, Афганистанра пĕрле пулнисен асĕнчен самантлăха та тухмаççĕ.
Çарта пулнă кашни çамрăках хĕсметрен таврăнсан тăван шкула çитсе курма васкать. Икĕ çул каялла кăна-ха ача туйăмлă пулнă паянхи çамрăк арçынсен кăмăлне ăнланма пулать: вĕсем самантлăха пулсан та телейлĕ ачалăх сукмакĕпе утасшăн, иртнине кăмăллăн аса илесшĕн. Афган вăрçинчен таврăннă яшсем çак çулпа пынине пăхма ытла та йывăр.
Юхан шыв леш енчи инçетри вăрçă историе шаларах та шаларах юлса пырать. Унти фронтран Раççее «груз-200», «груз-300» самолетсем те вĕçмеççĕ ĕнтĕ. Анчах мирлĕ пурнăçа сыхласа хăварасси пĕрлехи ĕç пулнине пирĕн самантлăха та манма юрамасть.
Тĕл пулăва хутшăннисем интернационалист-салтаксен республикăри канашĕн представителĕсемпе Москакассинчи палăк умне чечек çыххисем хучĕç.
– Афганистан вут-çулăмĕ витĕр тухнисем çамрăклах чăтса ирттернĕ йывăрлăхсене пирĕн никамăн та манма юрамасть. Май çитнĕ таран пулăшмалла. Вĕсене манни пирĕн малашлăх çулĕсене хуплать, – терĕ тĕл пулăва хутшăнса «Передовик» хуçалăх ертÿçи Н. Царев.
«...Мĕн чуль иртрĕç унтанпа кунсем, Афганистан тухмасть ман чĕререн. Асран каймасть мана ирхи Кабул, ту хушшинче автомат пенисем...», – Олег Мишуткин гитара çеммипе юрлани асран каймасть.
Юрă шăплăха çурать те астăвăма вăратать...
Анатолий БЕЛОВ.