30 декабря 2009 г.
Выльăх-чĕрлĕх ĕрчетес ĕç вырăнсенче епле пынипе паллашсан, ыранхи куна кам епле пăхни те алă тупанĕ çинчи пек ума тухать. Кун йĕркинче рынок хутшăнăвĕсенче хуçалăхсен аталанăвне тивĕçлĕ шайра тытса хăварма алă айĕнчи мелсемпе тухăçлăрах усă курасси, çакна валли ĕç тата производство дисциплинине çирĕп тытасси, кашни специалистăн хăйĕн ĕçне критикăлла хак пама вĕренесси тăрать.
РАЙОНТИ ЛАРУ-ТĂРУ
Иртнĕ кĕр кунĕсем йĕпе-сапапа нушалантармарĕç. Кĕрхи ĕçсем те вăрăма тăсăлмасăрах пурнăçланчĕç. Кунпа пĕрлех малашлăха пăхакан валли обществăлла выльăх-чĕрлĕх фермисене хĕле хатĕрлессипе те тухăçлă ĕçлеме условисем çителĕклех пулчĕç. Ĕлĕкренпе кĕрхи уй-хир ĕçĕсем вĕçленнĕ хыççăн çĕр ĕçченĕ каннă, кĕр мăнтăрĕпе уяв ирттернĕ. Анчах пирĕнтен чылайăшĕн паян савăнма иртерех-ха. Хăш-пĕр «специалистсен» «тăрăшулăхĕпех» паян чылай фермăсенче тислĕк ыйтăвĕ çивĕч тăрать, выльăхсем шыв çуккипе аптăрани пите хĕретет, юлашки икĕ тĕслĕхе пула фермăсенчи ĕç дисциплини уксахлать.
СĔТ. Кăçалхи 11 уйăхра, пĕлтĕрхи çав тапхăртипе танлаштарсан, пĕрлешÿллĕ хуçалăхсенче пĕтĕмпе 824,6 тонна сĕт илсе çитереймерĕмĕр. Ку вăл миллионшар тенкĕ çухатнипе танлашать. Çак каялла çул малалла аталанать. Специалистсем «çук» тенипе лăпланни, хăйсене шаннă ĕç вырăнĕсенче ыйтуллă лару-тăрăва хăйсем татса пама хыпкаланманни, ĕçе йĕркелеме тăрăшманни пире паян тивĕçтерме пултараймастех. Пĕтĕмĕшле лару-тăрăва хресчен (фермер) хуçалăхĕсемпе килти хушма хуçалăхсем пуçарулăх кăтартни кăна юсама пултарчĕ. Тĕрлĕ формăллă хуçалăхсене пĕрле илнипе кăна район иртнĕ çулхинче ытларах сĕт сурĕ: пĕлтĕрхи 30543 тонна вырăнне 33570 тонна (109,9 процент).
АШ-КАКАЙ. Районти пĕрлешÿллĕ хуçалăхсенче те, ытти харпăрлăх формиллĕ хуçалăхсенче те аш-какай туса илесси кăçалхи 11 уйăхра пĕлтĕрхинчен пĕчĕкленнĕ: пĕлтĕрхи 1942,3 тонна вырăнне Муркашсем кăçал 613,9 тонна сахалрах аш туса илнĕ. Пĕтĕмĕшле илсен, çак кăтартусем самай шутлаттараççĕ. Кунпа пĕрлех çулталăк хушшинче пур выльăх йышĕ те сахалланни выльăх пăхакансен татса паман ыйтусем пуррине калать.
«ГЕРОЙ» ХУÇАЛĂХРА
Хуçалăхри ферма коллективĕсенче пулсан тата вун пĕр уйăх кăтартăвĕсене тишкерсен, вĕсене районти ытти хуçалăхсеннипе танлаштарсан, Шурчасем çĕннине алла илсе аталанни, производствăна аталантарасси çине пысăк тимлĕх уйăрни, РФ Президенчĕ çул панă «АПКна аталантарасси» наци проекчĕ паракан пулăшусемпе çителĕклĕ усă курни куç умне тухать. Мĕн çинче никĕсленеççĕ-ха вĕсем;
«АПК аталантарасси» приоритетлă наци проектĕнче пăхнă «Выльăх-чĕрлĕх отрасльне хăвăрт аталантарасси» пая пурнăçласа кăçал Шурчасем аш-какай, сĕт, сурăх çăмĕ туса илессипе пысăк чикĕсем палăртнă. Каламалла, пурнăçламалла мар ÿсĕмсем пулман вĕсем. Паллах, ума лартнă тĕллевсем патне утса хăш-пĕр çивĕч ыйтусемпе те тĕл пулма тиврĕ. Вĕсен пĕр пайне татса панă пулсан, кун йĕркинчен тухман ыйтусем те пур-ха.
Декабрĕн 1-мĕшĕ тĕлне «Герой» хуçалăхра мăйракаллă шултра выльăхсем пурĕ 378 пуç шутланнă. Вăл шутран сумалли ĕнесем – 176 пуç. Кунпа пĕрлех фермăсенче 590 пуç сысна, 137 сурăх пулнă. Иртнĕ çулхи çак вăхăтпа танлаштарсан, «Геройсен» аталанăвĕ хăшĕсенни пек чарăнса ларман. Выльăх-чĕрлĕх продукцийĕ кулленхи укçа çăл куçĕ пулни хресчене çак ĕçре тĕллевлĕ вăй хума хистет.
Кăтартусем пирки калас пулсан, кăçалхи 11 уйăхра Шурчасем пĕтĕмпе 802,9 тонна сĕт суса илнĕ. Ку вăл иртнĕ çулхи шайрах. Çак тапхăрта сумалли кашни ĕнерен вăтамран 4562 килограмм (2008 çулта – 4561 кг) сĕт сунă. Республика ертÿçисем 6–7 пин килограмлă чикĕсем пирки калаçаççĕ пулсан, куратпăр, ĕçлемелли пайтах. Анчах «Герой» хуçалăх çакна тумаллах тесе шутлать. Ăна валли кунта условисем çитеççĕ, пысăк продуктивлăхлă выльăхсем те пур, ĕçлекенсен тăрăшулăхĕ те шырав ыйтмасть.
Выльăх-чĕрлĕх отраслĕнчи тепĕр кăтарту вăл – аш-какай туса илесси. Кунта та Шурчасем пĕлтĕрхинчен тăрăшуллăрах пулнă: вун пĕр уйăхра мăйракаллă шултра выльăх какайне 60,5 тонна, сысна какайне 30,8 тонна туса илме мехел çитернĕ. Çак ĕçре çĕнĕ технологисемпе ĕçленин тÿпи те пур.
Антонина Филимоновна Леонтьева ертсе пыракан Шурчари сысна ферминче ĕçлекенсем ирхи ĕçсем хыççăн кану пÿлĕмне пуçтарăнса мĕн пурнăçланине тата умри тĕллевсене пăхса тухрĕç. Кунта вĕсем, хуралта ĕçлекенсене шутласан, пурĕ 8 çын ĕçлеççĕ. Кашниех хăйĕн ĕçне ответлăха туйса пурнăçлать. Çакăнтан кăтарту çуралать. Сарайсенче тислĕк çукки, сыснасем тăракан вырăнсене хĕле хатĕрленсе урай сарни, ĕçлекенсем çÿрекен вырăнсене килти пек тăтăш шăлса тăни, хĕле хатĕрленсе сарайсене шуратни Шурчари сысна ферминче, тĕслĕхрен, ĕç культури хуçаланнине кăтартрĕ. Фермăри йĕркелĕхе тытса тăрассипе, вăхăтра юсав ĕçĕсем ирттерессипе пĕрремĕш çул мар ĕнтĕ Анатолий Петрович Пискарев тимлет. Фермăра ĕçлекенсем хăйĕн ĕçне шута хунишĕн савăнать вăл.
– Сыснасен рационĕ чухăнах пулманран вĕсен ÿт хушаслăхĕ те пур. Çулталăк пуçланнăранпа Ираида Пискаревапа Эльза Трофимова пăхакан сыснасем талăксерен вăтамран 545 грамм ÿт хушрĕç. Елизавета Григорьевапа Эльвира Алексеева сысна пăхакансем çак тапхăрта пĕтĕмпе 831 пуç сысна çури илме мехел çитерчĕç, – ĕçлекенсен ĕçне тĕслĕхе хурса калаçать ферма заведующийĕ А. Леонтьева. Антонина Филимоновнан хуçалăхри выльăх-чĕрлĕх отраслĕн ĕçне тишкерсе хаклама ĕç çулĕсем те пур. Пĕрлешÿллĕ хуçалăхри выльăх-чĕрлĕх патĕнче вăл 29 çул вăй хурать. Малтан 17 çул пăру пăхнăскер, халĕ 12-мĕш çул ĕнтĕ сысна ферминче. Вĕсенчен юлашки 5 çулне вăл ферма коллективне ертсе пырать. И. Пискаревапа Э. Трофимова фермăра 3-4 çул çеç пулсан, Елизавета Михайловна Григорьева хăй суйласа илнĕ ĕçре чĕрĕк ĕмĕр улшăнмасăр ĕçлет. Унăн ĕçри тусĕ Э. Алексеева сыснасем пăхнă çĕрте 14 çул. Çак ĕçченсен тăрăшулăхĕпе Шурчасен ăратлă сысна ĕрчетекен ферми кăçал пĕтĕмпе 131 пуç ăратлă выльăх сутнă. Ку вăл районти 3-мĕш кăтарту.
Фермăра ĕçлекенсем пĕр-пĕринпе кăмăллă та ăшшăн калаçни коллективра туслăх хуçаланнине çирĕплетрĕ. Пĕри пуриншĕн, пурте пĕриншĕн пулсан, ÿсĕмсем нумай кĕттермеççех. Çапла пултăрччĕ те.
Паян выльăхсене хĕл каçарас тапхăр пырать. Ăна хатĕрленсе ÿсен-тăран отраслĕ ферма ĕçченĕсем валли утти-улăмне те, сенаж-силосне те, тыррине те çителĕклĕ янтăласа панă. Вĕсен пахалăхĕ лайăххи ĕçлес туртăма ÿстерет кăна.
Анатолий БЕЛОВ.