Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Суд, прокуратура материалĕсем тăрăх

30 декабря 2009 г.

Çыннăн чысĕпе

тивĕçлĕхне вараланăшăн

Муркаш ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Н.И. Никитин район судне заявлени çырса панă, Эдуард Валерьевич Мочалов тата «Взятка» хаçат тĕлĕшпе иск тăратнă, хăйĕн чысĕпе тивĕçлĕхне тата ĕç репутацине хÿтĕлеме ыйтнă.

Мĕнпе çыхăннă-ха иск; «Взятка» информаципе аналитика хаçатĕнче Н.И. Никитин тĕлĕшпе чăнлăхпа çыхăнса тăман суя, унăн чысĕпе тивĕçлĕхне варалакан сведенисем пичетленĕ. Уйрăммăн асăнас пулсан, хаçатăн 2009 çулхи 5-мĕш номерĕнчи «Центр Моргауши – частная территория» статьян 15-мĕш абзацĕнче çапла çырса хунă:

– «Глава Моргаушского сельского поселения, чья семья является хозяином автостанции, которую построили на месте детского парка, от этого не плохо выиграл, повесил знаки «КИРПИЧ», поставил бетонные блоки, и только его автобусам разрешено заезжать в центр».

«Взятка» хаçатри 2009 çулхи августăн 7-мĕшĕнчи 6-мĕш номерĕнчи «Главе все прощается; До каких пор» статьяра çапла çырнă:

– статьян 5-мĕш абзацĕнче: «Вполне возможно и то, что глава Моргаушского сельского поселения ведет налог на бороды, как Петр I»;

– статьян 6-мĕш абзацĕнче: «Вскоре к нему прибежала жена Мастерова Ю.А., а затем направилась к главе сельского поселения Никитину Н.И., который на этот раз оскорбил и ее»;

– статьян 10-мĕш абзацĕнче: «Ведь центр Моргауши де-факто принадлежит семье Никитиных. У них там стоит автостоянка и здание автостоянки построено с многочисленными нарушениями законов».

Тавăç пуçаракан (истец) иск заявленийĕнче хăйĕн пирки чысĕпе тивĕçлĕхне варалакан суя сведенисем пичетленĕшĕн хаçат урлă каçару ыйтма, мораль тĕлĕшĕнчен сиен кÿнĕшĕн ответчикран укçа тата иск тăратнă чухне тÿленĕ патшалăх пошлинине шыраса илме ыйтнă.

Суд Николай Иванович Никитинăн искне тулли мар тивĕçтерме йышăннă. «Взятка» хаçат редакцине тата Э.В. Мочалова Н.И. Никитин тĕлĕшпе суя сведенисем пичетленĕшĕн хирĕçлени (опровержени) пичетлеме хушнă, мораль тĕлĕшĕнчен сиен кÿнĕшĕн Н.И. Никитина 20 пин тенкĕ тата суд тăкакĕсене 100 тенкĕ шыраса пама йышăннă.

Хамăр инф.

Çĕнĕ саккун вăйра

2009 çулхи майăн 1-мĕшĕнчен 2008 çулхи декабрĕн 26-мĕшĕнче йышăннă 294 " «О защите прав юридических лиц и индивидуальных предпринимателей при осуществлении государственного контроля (надзора), муниципального контроля» Федераллă саккун вăя кĕчĕ. Унччен 2001 çулхи августăн 8-мĕшĕнче йышăннă 134 " «О защите прав юридических лиц и индивидуальных предпринимателей при проведении государственного контроля (надзора)» саккунпа танлаштарсан, çĕнĕ саккунпа килĕшÿллĕн тĕрĕслевсем ирттермелли тапхăрсене улăштарнă.

Планпа пăхнă тĕрĕслевсем ирттермелли вăхăтсене улăштарнă. Çак тапхăртан тытăнса тĕрĕслевсене виçĕ çулта пĕр хутран ытла мар ирттерме тивĕç:

– патшалăх регистрацийĕ витĕр тухнă хыççăнхи кунран тытăнса;

– планпа пăхнă юлашки тĕрĕслев ирттернĕ хыççăнхи кунран тытăнса;

– уйрăм ĕç-хĕл пурнăçлама тытăннă кунран тытăнса.

Сывлăха сыхлас ĕç, вĕрентÿ, социаллă сфера учрежденийĕсенче тĕрĕслевсене виçĕ çулта икĕ хут е ытларах та ирттерме пултараççĕ. Унччен вара икĕ çулта пĕр хутран ытла мар пулнă. Пĕчĕк предпринимательство субъекчĕ тĕлĕшпе планпа пăхнă тĕрĕслеве ăна патшалăх регистрацийĕ витĕр тухнă хыççăн виçĕ çул иртсен ирттерме юрать.

Планпа пăхман тĕрĕслевсем ирттерессипе улшăнусем пур. Ăна ирттермелли сăлтавсем шутне çаксем кĕреççĕ:

– çитменлĕхсене пĕтерме панă предписани вăхăчĕ иртсе кайни;

– граждансен пурнăçĕпе сывлăхне, чĕр чунсене, ÿсен-тăрансене, тавралăха тата патшалăх хăрушсăрлăхне сиен кÿрес хăрушлăх тухса тăрсан;

– çут çанталăк тата техногенлă майпа чрезвычайлă лару-тăру пулас хăрушлăх тухса тăрсан;

– потребительсем хăйсен прависене пăсни пирки çăхавсем парсан.

Иккĕмĕшпе виççĕмĕш сăлтавсемпе пĕчĕк тата вăтам предпринимательство субъекчĕ тĕлĕшпе тĕрĕслев ирттерме прокуратура органĕ ирĕк пани кирлĕ. Анчах та йĕркене пăснине тупса палăртсан патшалăх тĕрĕслевĕн, муниципаллă тĕрĕслевĕн органĕсем прокуратура органне пĕлтерсе 24 сехет хушшинче вырăна тухса планпа пăхман тĕрĕслев ирттерме пултараççĕ.

Тĕрĕслевсем ирттермелли вăхăт тĕлĕшпе улшăнусем пур. Вырăна тухса ирттерекен тĕрĕслев вăхăчĕ 20 ĕç кунĕнчен ытла пулмалла мар. Енчен те организаци Раççей Федерацийĕн тĕрлĕ субъекчĕсен территорийĕнче ĕç-хĕл пурнăçлать пулсан, тĕрĕслев вăхăтне кашни филиал тĕлĕшпе уйрăммăн палăртаççĕ. Вырăна тухса ирттерекен планпа пăхнă тĕрĕслевĕн пĕтĕмĕшле вăхăчĕ пĕчĕк предприяти тĕлĕшпе çулталăкра 50 сехетрен, микропредприяти тĕлĕшпе 15 сехетрен ытла пулмалла мар. Документсене тĕрĕслемелли вăхăт – 20 ĕç кунĕнчен ытла мар. Енчен те организаци Раççей Федерацийĕн тĕрлĕ субъекчĕсен территорийĕнче ĕç-хĕл пурнăçлать пулсан, тĕрĕслев вăхăтне кашни филиал тĕлĕшпе уйрăммăн палăртаççĕ.

Г. ВЕРЕНЕЕВА,

район прокурорĕн пулăшаканĕ.

Представлени тăратма тиврĕ

Муркаш районĕн прокуратури патшалăх тата муниципаллă тĕллевсемпе таварсем сутăн илессипе саккуна пăхăнассипе тата ку енĕпе коррупци факторĕсене тупса палăртассипе тĕрĕслевсем тăтăшах ирттерет.

2009 çулхи ноябрь уйăхĕнчи тĕрĕслев çавна кăтартса пачĕ. 2005 çулхи июлĕн 21-мĕшĕнче йышăннă 94-ФЗ " «О размещении заказов на поставки товаров, выполнение работ, оказание услуг для государственных и муниципальных нужд» Федераллă саккунăн 9-мĕш статйине пăсса Муркаш район администрацийĕнче муниципаллă заказсене вырнаçтарнă чухне çак заказсене вырнаçтаракансен мĕнле требованисене тивĕçмеллине тĕрĕслемеççĕ (налуксемпе тĕрлĕрен тÿлевсем енĕпе бюджет умĕнче парăмсем пурри т. ыт. те). Специалистсем хăйсем ăнлантарса панă тăрăх, ку ĕçе нихăçан та туса ирттермен, унăн мелĕсене те пăхса хуман.

Çапла вара кун пек чухне муниципаллă заказсене вырнаçтарнă чухне коррупци мелĕсем тĕл пулма пултараççĕ. Специалист çын муниципаллă контракта мĕншĕн хутшăнма пултарайманнин сăлтавĕсене кăтартмасан та пултарать. Ун пирки 94-ФЗ " Федераллă саккунăн 9-мĕш статйин 3-мĕш пунктĕнче каланă. Çавна май çÿлте асăннă çитменлĕхсене пĕтересси пирки район администрацийĕн пуçлăхĕн ячĕпе представлени тăратма тиврĕ.

Э. СОКРАШКИН,

район прокурорĕн аслă пулăшаканĕ,

3-мĕш класлă юрист.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика