30 декабря 2009 г.
Хаклă ентешсем! Иртнĕ çулти ĕçсене пĕтĕмлетсе çĕнĕ çулти задачăсене палăртнă вăхăт кашни çыншăнах ответлă самант. 2009 çулта ĕçре йывăрлăхсем те сахал мар пулчĕç, çав вăхăтрах Муркашсем кашни отрасльтех курăмлă çитĕнÿсем те тума пултартăмăр.
Çĕр ĕçченĕн çулталăкĕнче пĕтĕмпе ял хуçалăх продукцине килти хушма хуçалăхсемпе пĕрле 2008 çулхинчен 5 процент ытларах – 1645,0 млн. тенкĕлĕх туса илтĕмĕр. Тыр-пул 15 процент нумайрах – пурĕ 34,9 пин тонна туса илтĕмĕр. Вăтам тухăç 23,9 центнерпа танлашрĕ. Ку кăтарту Муркашри чăх-чĕп фабрикинче 50,1, Чкалов яч. хис. хуçалăхра 38,3, «Ударникра» 32,5 , Ильич яч. хис. хуçалăхра 33,1, «Геройра» 32,2, «Востокра» 31,1, Суворов яч. хис. хуçалăхра 28,8 центнер пулчĕ.
Çĕр улмие те 2008 çулхинчен ытларах (3,6 процент) –57,9 пин тонна туса илтĕмĕр. Анчах та тухăçĕ малтанхинчен пĕчĕкрех пулни пире ку енĕпе татах та тăрăшарах ĕçлеме хистет. Вăл «Ударник» (167,8 центнер), Чапаев яч. хис. (163,7 центнер), «Оринино» (163,1 центнер), «Герой» (154,6 центнер), Ильич яч. хис. (226 центнер) хуçалăхсенче пысăк пулчĕ.
2009 çулта кĕрхи культурăсен лаптăкĕсене те малтанхи çулхинчен 2000 гектар чухлĕ пысăклатрăмăр: пурĕ 6752 гектар йышăнаççĕ вĕсем. Кĕрхи çĕртмене 8 пин гектар çинче туса ирттертĕмĕр. Малтан усă курман 1592 гектар çĕре ĕçе кĕртрĕмĕр. Чкалов яч. хис., Суворов яч. хис., «Ударник» хуçалăхсем уйрăмах тимлĕн ĕçлерĕç ку енĕпе. Пушă выртакан çĕрсем пирĕн тата та пур, çавăнпа та малалла та çине тăрсах ĕçлемелле.
Выльăх-чĕрлĕх сферинче те ырă утăмсем пур. Сĕт суса илессипе район республикăра 2 вырăнта: 51120 тонна е малтанхи çулхинчен 4 процент ытларах туса илнĕ. Ку вăл республикăра туса илекен сĕтĕн 9,9 проценчĕ пулать.
Сĕт туса илессипе уйрăмах Суворов яч. хис., «Герой», «Оринино», Ильич яч. хис. хуçалăхсем ăнăçлă ĕçлеççĕ.
Аш туса илессипе вара пирĕн татах та ăнăçлăрах ĕçлемелле: республикăри районсем хушшинче Муркаш районĕ аш туса илессипе 6 вырăн йышăнать: 2009 çулта 7700 тонна туса илтĕмĕр. Ку енĕпе хуçалăхсен умĕнче пысăк задачăсем тăраççĕ. Выльăхсен йышне ÿстерессипе тата талăкри ÿтхушаслăхне хăпартассипе чылай ĕçлемелле пулать.
Çулсеренех районта çăмарта туса илесси те ÿссех пырать. 2009 çулта кашни чăхран ун умĕнхи çулхинчен 9 çăмарта ытларах – 324 штук илнĕ.
Çĕр ĕçченĕн çулталăкĕнче выльăх-чĕрлĕх отраслĕнче çĕнĕ технологисене пурнăçа кĕртессипе те ÿсĕмсем турăмăр. Çулталăк пуçламăшĕнче «Свобода» хуçалăхра 1200 пуç вырнаçмалăх сысна ферми хута кайрĕ. «Ударник» хуçалăхра 100 пуç вырнаçмалăх тепĕр вите хута кайрĕ, кунта сĕт пăрăхне вырнаçтарчĕç.
Ĕçлеме пăрахнă фермăсене ĕçе кĕртессипе те татăклă утăмсем турăмăр. Анатолий Валентинович Акимов предприниматель «Передовик» хуçалăхăн Рыккакассинчи сысна фермине реконструкци туса хута ячĕ. Сергей Валерьевич Данилов, Александр Аркадьевич Афанасьев сысна фермисене арендăна илчĕç. Çак ĕçе малалла аталантарасшăн.
2009 çулта район 65 çул тултарчĕ. Çакă пире хамăр ĕçре ответлăрах пулма хистерĕ. Районăн ырă йăли-йĕркисене пĕтĕмлетсе, çĕр ĕçĕн паттăрĕсене сума суса, «Хвала рукам, что пахнут хлебом» кĕнеке кăлартăмăр. Çавăн пекех ял çыннисене информаци илме пулăшас, ял тăрăхĕсемпе, предприятисемпе, организацисемпе тачă çыхăнса ĕçлессине вăйлатас тĕллевпе çĕнĕ телефон справочникне хатĕрлесе районта пурăнакансем патне çитертĕмĕр.
Промышленность предприятийĕсенчен «Муркашри сĕт-çу завоĕ» акционерсен уçă обществи йĕркеллех ĕçлесе пырать. Анчах та район аталанăвне пысăк тÿпе хывакан «Сеспель» акционерсен хупă обществи тата «Муркашри кирпĕч завочĕ» акционерсен уçă обществи пĕр вăхăт йывăрлăха кĕрсе ÿкни промышленность предприятийĕсен пĕтĕмĕшле кăтартăвĕ çине те витĕм кÿчĕ. Сăлтавĕ кунта – вĕсем туса кăларакан продукцине туянакансен кредит илме йывăртарах пулни.
Ваккăн сутмалли таварçаврăнăш плане те тултарма çăмăлах мар паян. Апла пулин те 2009 çулта ăна пĕтĕмпе 700,0 миллион тенкĕлĕх пурнăçланă е 2008 çулхинчен 2 процент ытларах. Йывăрлăхсене пăхмасăрах çĕнĕ 18 суту-илÿпе обществăлла апатлану предприятине уçнă. Çапла майпа 44 çынна ĕçе вырнаçма майсем туса панă. Халăха тÿлевлĕ пулăшу парасси те кăштах ÿсрĕ.
Районти пĕчĕк тата вăтам бизнес субъекчĕсем 5 процент чухлĕ нумайланчĕç. Республикăри «Районти пĕчĕк тата вăтам предпринимательствăна пулăшмалли чи лайăх программа» конкурса хутшăнса, район 743,0 пин тенкĕлĕх гранта тивĕç пулчĕ. Предпринимательсто ĕçне пуçăнакансене патшалăх пулăшăвне памалли программăпа та 532,0 пин тенкĕлĕх грант выляса илтĕмĕр. Асăннă суммăсене районти бизнес-инкубатора тунă тата пĕчĕк предприятисен производствине аталантарнă çĕрте усă куртăмăр.
2009 çулта çулсем тăвассипе ытлашши нумай ĕç тусах ирттереймерĕмĕр. 3,04 километр тăршшĕ «Мăн Сĕнтĕр – Ильинка» çула реконструкци турăмăр. Муниципаллă çулсене 2,130 километр чухлĕ юсарăмăр.
Халăха çурт-йĕрпе тивĕçтерессипе те районта тĕрлĕрен программăпа ĕçлесе пырса, 12 çамрăк специалиста, çавăн пекех ялта пурăнакан 5 граждана, 6 çамрăк çемьене, çурт-йĕр туянма е лартма патшалăх пулăшăвне патăмăр. Тепĕр 2 тăлăх ачана çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма пулăшрăмăр.
Уйрăм çынсен çурчĕсене пурĕ 26330 тăв. метр чухлĕ тунă.
2009 çулта нумай хваттерлĕ 10 çуртра тĕплĕ юсав ĕçĕсем туса ирттертĕмĕр:
2009 çулта экологи тĕлĕшĕнчи хăрушсăрлăх енĕпе те сахал мар тимлерĕмĕр. Ку енĕпе тунă палăрăмлă утăм вăл – çÿп-çап тăкмалли полигона тума пуçлани. Çак 12 гектар йышăнакан 4 котлованран тăракан полигонăн пĕр пайне çĕнĕ çулăн малтанхи уйăхĕсенче хута яма палăртатпăр. Унта валли çÿп-çап турттармалли автомашина, экскаватор, КамАЗ автомашина туянтăмăр. Тăван тавралăха илем кÿрес, ялсемпе урамсене тирпейлес енĕпе ĕçлемелли нумай. Ахальтен каламаççĕ чăвашсем: «Таса вырăнта таса шухăшсем, çутă ĕмĕтсем çуралаççĕ», – тесе. Çут çанталăк тасалăхĕшĕн, чăваш юманĕсене сыхласа хăварассишĕн нумай тăрăшнă Бронислав Ильич Гузовский лесничий 2010 çулта 150 çул тултарни те пире ку енĕпе татах та ытларах ĕçлеме хистет.
Вĕрентÿ учрежденийĕсенче ачасене тарăн пĕлÿ парас тата тĕрĕс воспитани памалли условисене туса хурас тесе тăрăшрĕç учительсемпе воспитательсем. Районти пур шкулсенче те Интернета тухаççĕ, кашни 8 вĕренекен пуçне 1 компьютер тивĕçет. Калайкасси шкулĕ республикăри инновациллĕ программăсене пурнăçа кĕртекен конкурсра 3 вырăн йышăнма пултарчĕ, 300 пин тенкĕ укçан премие тивĕçрĕ. Уйрăм вĕрентекенсенчен Татьяна Владимировна Ермакова (Юнкă), Елена Николаевна Ефанова (Муркаш), Валентина Ивановна Алексеева (Оринин) чи пултаруллă учительсене укçан паракан хавхалантарăва – 100 пин тенке тивĕçрĕç. 2009 çулта районти 12 вĕренекен республикăри, тепĕр 2 вĕренекен Пĕтĕм Раççейри олимпиадăсенче çĕнтерчĕç.
Районти спорт аталанăвĕн шайне тата спорт учрежденийĕсен никĕсĕн шайне шута илсе, 2009 çулта ял çыннисен республикăри 12-мĕш хĕллехи спорт вăййисене Муркашра ирттерме тивĕç пултăмăр. Çавăн пекех «Зарницăпа» «Орленокăн» республикăри 41-мĕш финалти вăййисем те пирĕн районта иртрĕç. Унта хутшăннă районти 4 команда та малти вырăнсене йышăнчĕ.
Районти сывлăх сыхлавĕн сферинче те нумай ырă улшăнусем пулса иртрĕç. 2009 çулта Катькассинче пĕтĕмĕшле практика врачĕн 10-мĕш уйрăмĕ ĕçлеме пуçларĕ. Районти медицина ĕçченĕсем 2009 çулта çул çинчи инкеке лекнисене медицина пулăшăвне памалли программăна хушăннипе районти тĕп больница икĕ «Васкавлă пулăшу» машинине илме тивĕç пулчĕ. Çавăн пекех районти тĕп больница «Чăваш Республикинчи сывлăха сыхлакан чи лайăх учреждени» конкурс çĕнтерÿçи пулса тăчĕ, 500 пин тенкĕлĕх медицина оборудованине тивĕçрĕ. Иртнĕ çулта районти тĕп больницăн çĕнĕ поликлиникин проектне туса пĕтертĕмĕр. Малалли тĕллев – çак проекта пурнăçа кĕртесси. Халăх сывлăхĕ сывă пурнăç йĕркипе пурăннинчен те нумай килет. Ку енĕпе тĕрлĕ мероприятисем ирттернĕ, анчах тата нумайтарах ĕçлемеллине ăнланса, плансем тăватпăр.
Культура сферинче те ырă пулăмсем чылай пулчĕç. Чăваш Республикин Президенчĕн Указĕпе килĕшÿллĕн Кашмашри, Ваçкассинчи, Чуманкассинчи, Мăн Сĕнтĕрти Культура çурчĕсене çĕнетсе, вĕсене паянхи кун ыйтакан çĕнĕ оборудованисем вырнаçтартăмăр. Çĕнĕ çулта Орининти Культура çурчĕ те çак шая çитет, халĕ унта юсав ĕçĕсем пыраççĕ. Халăх пĕрлĕхĕн кунĕнче халăхпа пĕрле тунă Яракри Культура çуртне хута ятăмăр. Асăннă культура учрежденийĕ республикăри «Илеме хамăр алăпах тăватпăр» конкурсра çĕнтерÿçĕ пулса тăчĕ: 100 пин тенкĕлĕх парнене тивĕçрĕ. 2010 çулта Аслă Çĕнтерÿ тунăранпа 65 çул çитнине халалласа, халăхăн пултарулăхне аталантарас тĕллевпе районта художество пултарулăх ушкăнĕсен смотр-фестивальне ирттертĕмĕр. Çĕнĕ коллективсем те йĕркеленчĕç. Муркашри ветерансен хорĕ республикăри «Салют Победы» фестивальте 2 вырăн йышăнчĕ.
Чăваш Республикин Президенчĕ Н.В. Федоров Чăваш Республикин Патшалăх Канашне янă Çырура çĕнĕ çулхи задачăсем çинче тĕплĕн чарăнчĕ, вĕсене пурнăçлас тесен, кашнин хăйĕн ĕç вырăнĕнче ответлăха туйса ĕçлемеллине, республика малашлăхĕ çитĕнекен ăру пултарулăхĕнчен нумай килнине палăртрĕ. Çавăнпа та тĕп задачăсенчен пĕри – çитĕнекен ăрăва тарăн пĕлÿ илме, унпа пурнăçра тĕрĕс усă курма, вĕсене пурнăçра хăйсен вырăнне тупма, район, республика, çĕршыв пуласлăхĕ вĕсен аллинче иккенне ăша хывса ÿсме пулăшасси, ăрусен хушшинчи çыхăнăва малалла аталантарасси. Çак ĕçре учительсен ĕçĕн пĕлтерĕшĕ питĕ пысăк. Çавăнпа та мĕн ĕлĕкрен сумлă пулнă çак профессин пĕлтерĕшне хăпартассипе татах та тимлемелле пирĕн. Ахальтен мар ĕнтĕ Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Указĕпе килĕшÿллĕн 2010 çул Учитель çулталăкĕ пулать.
Ĕçлемелли плансем, тĕллевсем нумай. Мĕн палăртнине пурнăçласси вара район администрацийĕ, предприятисемпе организацисен ертÿçисем, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, депутатсем, пĕтĕм халăх пĕрле пĕр тĕллевпе ĕçленинчен килет. Çакă пурнăç чăнлăхĕ пулнине 2009 çул уççăнах кăтартса пачĕ. Çулсеренех Раççей Федерацийĕнче ирттерекен муниципаллă йĕркелÿсен конкурсĕнче «Муниципаллă районăн вырăнти чи лайăх администрацийĕ» номинацинче Раççей Федераци шайĕпе Муркаш район администрацийĕ 3 вырăн йышăнма пултарчĕ.
Хисеплĕ ентешсем! Пурне те сире çĕнĕ 2010 çул тата çывхарса килекен Христос çуралнă кун ячĕпе саламлатăп. 2009 çулта район администрацийĕпе пĕр-пĕрне ăнланса, пĕр тĕллевпе вăй хунăшăн сире пĕтĕм чун-чĕререн тав тăватăп. Çĕнĕ çулта, йывăрлăхсене çĕнтерсе пырса, çĕнĕ ÿсĕмсем тума ырлăх-сывлăх сунатăп. Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Указĕпе килĕшÿллĕн 2010 çул Учитель çулталăкĕ пулать. Пуласлăх çитĕнекен ăру аллинче пулнине асра тытса, вĕсене тарăн пĕлÿ тата тĕрĕс воспитани парса ÿстерес тесе тимлемелле пирĕн. Çĕнĕ çулта та хамăр пурнăçа лайăхлатассишĕн пĕрле çине тăрса вăй хурар. Çемйĕрсенче яланах килĕшÿпе тату пурнăç пултăр. Сывлăхăр çирĕп, кун-çулăр вăрăм пултăр. Ĕмĕтленнĕ ĕмĕтĕрсем çитсе пыччăр, шухăшлани пурнăçа кĕрсе пытăр.
Муркаш район пуçлăхĕ Ю.А. ИВАНОВ.