Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » 2010 çул – тимĕр ТИГР çулĕ

30 декабря 2009 г.

Тимĕр ТИГР çулĕ – çитĕнÿсен тата тĕрĕслевсен çулталăкĕ. Çÿллĕ шайри çынсен тата вĕсен вăйлă шухăшĕсен кĕрешĕвĕн çулталăкĕ. Тигр хăйне хисеплесе кĕтсе илнине килĕштерет. Пире вара 2010 çулта мĕн кĕтет-ха;

ЙĔКЕ ХŸРЕшĕн çитес çул питĕ аван иртмелле. Вăл хăйне хÿтлĕхре туйса тăрĕ. Тигр вара ăна планласа хунă ĕçĕсене пурнăçа кĕртме пулăшать. Йĕке хÿресен ку таранччен мĕн тунине тишкерсе малаллахи утăмсене палăртмалла. Анчах та кану пирки манмалла мар. Тен пурăнмалли вырăна та улăштарма тивĕ: урăх хулана е урăх çĕршыва куçса кайма майсем пулĕç. Финанс тĕлĕшĕпе «çÿлтисенчен» пысăк парнесем те пулĕç. Ку çул укçа-тенкĕ пухса пыма аван.

ВĂКĂРшăн çитес çул тĕрлĕ енлĕн иртет. Тигр ăна савăнтарĕ те, тарăхтарĕ те, чăтăмлăхне те тĕрĕслĕ. Питĕ нумай ĕç пулса иртĕ. Анчах та çулталăкри лару-тăру Вăкăртан хăйĕнчен килет. Ытла лăпкă пулни вара нумай ĕçре выляса яни патне илсе çитерме пултарать. Вăкăр та, Тигр та – вăйлă чĕр чунсем. Вĕсем пĕр-пĕрне парăнасшăн мар. Çавăнпа та вăйсăртарах Вăкăрсене ку çула «килте ларса ирттерме» сĕнеççĕ. Вăйлисемшĕн çеç çул уçă пулĕ. «Пĕтĕмпех е нимĕн те» – 2010 çулта Вăкăрсен çак девизпа пурăнмалла.

ТИГРсемшĕн çитес çул чаплă ĕçсен çулталăкĕ пулĕ. Вăл тăшмансенчен те, усал сунакансенчен те хÿтĕре. Çак çул вăй та хушăнать Тигрсен. Пур ĕçе те çирĕппĕн тытăнса вĕçне çитерет. Хăйсен ĕçне пуçлакансем çитĕнÿсем тăвĕç, хăйсем тăрăшнипе тата çывăх çынсемпе юлташĕсем пулăшнипе укçа-тенкĕ те чылай ĕçлесе илĕç. Çулталăкĕпех ăнăçу пулĕ, анчах та ĕçлемесĕр мар. Тигрăн вăл чи вăйлă ертÿçĕ пулнине хăйне те, ыттисене те кăтартса памалла пулать. Çавăнпа та çулталăкĕпех çанă тавăрса ĕçлени кирлĕ. Каппайчăк тата кахал пулни вара ура хума пултарать. Çулталăк телейлĕ иртет.

КУШАК (КРОЛИК) валли çитес çул лайăххи япăххинчен ытларах пулĕ. Çулталăкĕпех çемьепе çыхăннă ĕçсене тума тăрăшăр, пысăк ĕçе тытăнма тăхтăр. Хăвăр çине пурнăçлама пултарайман ĕçе ан тийĕр, тытма пултарайман сăмах ан парăр. Паттăрлăх кăтартма вăхăт. Çулталăк ĕçлĕ паллашусемпе пуян пулĕ, анчах та çемьепе йĕркелĕх пирки манмалла мар, мĕншĕн тесен хирĕçÿсем уйрăлу патнех илсе çитерме пултараççĕ. Кушакăн çемье пурнăçне лайăхлатмалла. Мăшăрпа пĕрле çул çÿреве кайса килесси пирки, çи-пуçа улăштарасси пирки тата ачасем çинчен шутламалла. Кил-çурт таврашĕнче юсав ĕçĕсем пурнăçламалла.

ДРАКОНа çитес çулта пысăк çитĕнÿсемпе пĕрлех шанчăксене çухатни те кĕтет. Вăл, пурнăçри хура-шурă йĕрсем ылмашнине хăнăхнăскер, хăйĕн пурнăçне кирлĕ пек йĕркелеме пултарать. Арçын Драконсем хăйсем ертÿçĕ пулнине тепĕр хут çирĕплетсе парĕç. Дракон хастар ĕçсем пурнăçлать, хăйĕн тăшманĕсене те вырăна лартать, пысăк ĕçсене пурнăçа кĕртсе ыттисен хисепне çĕнсе илет. Чи ăслă Драконсем вара финанс пулăшăвне тивĕçеççĕ. Ăнăçу тÿрех килмест: йывăрлăхсене пĕрре мар çĕнтермелле пулать. Малашлăх пирки шутласа вăй хунипе пĕрлех кану пирки манмалла мар. Юлташсене пĕлсе суйламалла. 2010 çул Драконсемшĕн – триумф çулĕ.

ÇĔЛЕН пурнăçĕнче çитес çул ăнăçусемпе çухатусем ылмашăнса тăрĕç. Çĕленĕн чунĕпе кĕлеткине те Тигр канма памасть. Ку вара вăйлă урок пулать. Çĕлен питĕ ăслă, çавăнпа та вăл хăçан хÿтлĕхре ларса кĕтмеллине, хăçан пĕтĕм вăя пухса тăшман çине ыткăнмаллине аванах чухлĕ. Творчествăлла ĕçлекен Çĕленсемшĕн çулталăк питĕ ăнăçлă килĕ: вĕсем шедеврсем туса хума та пултараççĕ. Тимлесе ĕçлекенсене малашне ĕç картлашки тăрăх хăпарма та пысăк майсем тупăнса пырĕç. Тигр çулĕнче Çĕлен хăйне ытлашши лăпкă туймасть, çавăнпа та вăйлă юлташсен пулăшăвĕ ытлашши пулмĕ.

ЛАШАшăн 2010 çул лайăх иртет, уйрăмах активлă та малалла ыррине шанса пурăнакансемшĕн. Пысăк ĕçсене пурнăçа кĕртсе пымалли вăхăт. Халĕ «акнă тырă» аван тухăç парĕ. Пурнăçра сахал мар улшăну пулса иртет. Лăпкă, салхуллă пурăнма Лашан вăхăт та çук. Тăвансемпе çыхăннă ыйтусене те татса пама тивĕ. Пурнăçра пысăк пĕлтерĕшлĕ пулса тăракан паллашусем те сирĕн айккипе пăрăнса иртмеççĕ. Çĕнĕ юлташсемпе нумай вăхăт хушши пĕрле ĕçлемелле пулать. Лаша ĕçчен, çавăнпа та вăл чылай ĕçе пурнăçлама вăй çитерĕ. Вăл ăслă та пысăк тавракурăмлă пулнипе çÿллĕрех «хăпарĕ».

КАЧАКАшăн çитес çул йывăртарах килĕ. Юлташĕсем, çывăх çыннисем пулăшмасан – пушшех те. Ăна çитес çул творчествăлла ĕçре вăй хума, хăйне валли хобби тупма тата нумай ĕçлеме сĕнеççĕ çăлтăрсем. Малтанхи çылăхсемшĕн, йăнăшсемшĕн явап тытма тивет. Качакасенчен нумайăшĕ лăпкăлăха чиркÿре тупать. Малтан япăх тунă пулсан, халĕ вăл Качакана темиçе хут пысăкрах вăйпа пырса тивет. Йывăрлăхсем, юратнă çынсемпе уйрăлни, юлташсем сутни тата ытти ырă мар пулăмсем пулма пултараççĕ. Çавăнпа та вăя пустуй пĕтермелле мар. Çулталăк тăршшĕпех чăтăмлăх кирлĕ пулĕ.

УПĂТЕсем Тигр çулĕнче салхуллă пулĕç. Йĕри-тавра пулса иртекен ĕçсем çине вăл витĕм кÿме пултараймасть, апла пулсан активлă пурнăçран канмалла. Малаллахи пурнăç валли вăй пухса ĕçлемелле. Упăтен ытларах çемье çине тимлĕх уйăрмалла пулать. Мăшăрпа тата ачасемпе çыхăннă ыйтусем те вăхăтран вăхăта кăмăла пăсма пултараççĕ. Упăтен хăй никама та кирлĕ маррине туйнă самантсем те пулаççĕ. Ăс-тăн кирлĕ ĕçре тăрăшмалла. Хăйне хăй ăнланма та пĕлмелле. Çапла вара пурнăç ăнса пыма та пуçлĕ.

АВТАНшăн та çитес çул йывăртарах пулĕ. Çĕнĕ ĕçе тытăнма кирлĕ мар. Вĕсем ăнăçлă пуласса шантармаççĕ, шанчăксене тÿрре кăлармаççĕ. Халĕ тата маларах туса пĕтереймен ĕçсене вĕçне çитермелле. Ашшĕ-амăшĕ, пуçлăхсем, ĕçтешсем, кÿршĕсем – пурте Автанран нумай ыйтаççĕ. Вĕсемпе хирĕçессинчен вара пăрăнмалла. Автан та Тигр пекех мăнаçланма юратать, çавăнпа та Тигрпа çапăçса каясран унăн çулĕнче ытлашши активлă пулмалла мар. Çапăçса кайни вара ырри патне илсе çитермест. Автанăн никам пек те мар, хăйĕн пек пулмалла.

ЙЫТĂсене çитес çул телей кĕтет: пурнăçри çăлтăрлă самант тесен те юрать. Йытăн çитĕнĕвĕсене хаклакансем тупăнĕç. Малтан та, халĕ те пĕрмай вăй хурса ĕçлекенсене пысăк ăнăçу кĕтет. Общество та ăна хăйĕн варринех кăларса тăратĕ. Творчествăлла ĕçре вăй хуракансенсемшĕн çулталăк вĕсем çÿлерех хăпарнипе палăрса юлĕ. Çемьешĕн, туслăхпа юратушăн сахал мар хăйĕн вăйне пама тивĕ, анчах та ĕçлеме юратакан Йытă хăйĕн тĕллевĕсене пурнăçлĕ. Хăй те телейлĕ пулĕ. Йывăр йытусем те хăйсем тĕллĕн тенĕ пекех татăлĕç.

СЫСНАн (ХИР СЫСНИ) пурнăçĕнче чылай улшăну пулса иртет. Унпа пĕрлех лăпкăлăх та çухалмасть. Вăл ăслăрах пулма вĕренсе çитет. Çывăх çынсене, юлташсене пулăшмалли самантсем сахал мар пулĕç. Тĕллевсене пурнăçлас тесе унăн ытлашши вăй та хума тивмĕ, ăнăçу аллах пырĕ. Ырă майсем пулнине те Сыснан хăйне майлă çавăрмалла, вĕсем малаллахи пурнăçра «ÿсме» парĕç. Сыснан канмалла, вăй пухмалла, ырă самантсем пулнипе киленмелле. Тигр çулĕнче вăл чăн-чăн юратăва та тĕл пулма пултарать. Тупăш 100 процент стабильлĕ пулассине пĕлмесĕр, кредитсем илме ан васкăр. Пысăк плансем хатĕрлĕр, активлă пулăр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика