Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Уяв пирки маларах шутламалла

26 декабря 2009 г.

УМĔН КАЛАНИ. Районти пушар хăрушсăрлăхне тишкерсен, кăçалчченхи 4 çулта вут-кăвар алхаснă инкексем сахалланни курăнатчĕ. Анчах кăçалхи лару-тăру çак ырă туртăма ура хучĕ: кăçал район территорийĕнче пулнă 35 пушарта миллионшар тенкĕлĕх пурлăх кĕлленнипе пĕрлех 2 çын пурнăçĕ вăхăтсăр татăлчĕ. Танлаштарма, пĕлтĕр çак хушăра 26 пушар пулнăччĕ пулсан, çав инкексенче те 2 çын пурнăçран уйрăлнăччĕ. Çакна палăртас килет, ытларах инкек хыçĕнче эрех-сăра тăрать. Умра пĕтĕм халăх пĕрле уявлакан Çĕнĕ çул уявĕсем. Кунта эрех-сăра та, пиротехника изделийĕсем те, çынсем савăнăç серепине путса тимлĕхе çухатни те пĕр тĕле килеççĕ. Çапла вара пушар хăрушлăхĕ те темиçе хут ÿсет.

Çĕнĕ çула кĕтсе илессине халăх пысăк уяв вырăннех йышăнать. Ку тĕлĕшпе коллективсенче çулленех çĕнĕлĕхсем кĕртеççĕ, елка илемне ÿстерме чылайăшĕ электричество çутипе, çуртасемпе, пиротехника изделийĕсемпе усă курать. Вĕсемпе усă курнă чух ответлăх туйăмне çухатни мĕнле хăрушлăхпа çыхăннине Пермь хулинче пулса иртнĕ пушар та çирĕплетет. 150 çын пурнăçĕ татăлчĕ хăрушла инкекре. Манас марччĕ çакна. Халĕ каланине шута илсен, Çĕнĕ çул уявĕсен тапхăрĕ пушар тухаслăх тĕлĕшпе уйрăмах пысăк хăрушлăхлă. Çавăнпа та Çĕнĕ çул уявĕсене «хĕрлĕ автан» ан тĕксĕмлеттĕр тесен, кашнийĕнех пушар хăрушсăрлăх правилисене çирĕп пăхăнмалла. Çав тĕллевпе çывăх кунсенчех:

– ертÿçĕсен елкăсем ирттерме коллективсенче ответлă çынсене çирĕплетмелле;

– ответлă çынсен патшалăх пушар надзорĕн районти уйрăмĕнче пушар хăрушсăрлăхĕпе хальтерехех инструктаж илмелле, çавнах вырăнсенче Çĕнĕ çул ирттерме хутшăнакансемпе ирттермелле;

– елка ирттериччен пÿлĕмсене тĕплĕн тишкерсе тухмалла, пушар сÿнтермелли пирвайхи хатĕрсем çителĕклĕ пуласси тĕлĕшпе тимлĕх уйăрмалла;

– елка вăхăчĕ пирки вырăнти пушар хуралне маларах пĕлтермелле;

– елкăна пушар хуралĕн ирĕкĕсĕр вырнаçтармалла мар;

– елка ирттермелли пÿлĕмĕн урама тухма икĕ алăк пулмалла;

– елкăна алăксем патне вырнаçтарас çук, унпа стена тата мачча хушши пĕр метртан кая мар пулмалла;

– елкăна илемлетме хăвăрт хыпса илекен теттесемпе, ватăпа, бенгали çуртисемпе усă курма юрамасть;

– елкăра заводра хатĕрленĕ электрогирляндăсемпе çеç усă курмалла.

Халĕ каланă асăрхаттарусене çирĕп пăхăнсан кăна Çĕнĕ çул уявĕсем савăнăçпа нумайлăха аса юлĕç.

А. ЕФИМОВ, патшалăх пушар надзорĕн районти уйрăмĕн аслă инспекторĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика