26 декабря 2009 г.
Уяв умĕн хăрушлăх та çук мар
Çĕнĕ çул уявĕ умĕн районти шалти ĕçсен пайĕн сотрудникĕсем суту-илÿ вырăнĕсенче тĕрлĕ пиротехника хатĕрĕсене сутнине ятарлă операци ирттерсех тĕрĕслеççĕ. Акă иртнĕ кунсенче Карамалькассинчи «Карина» магазинта иртнĕ тĕрĕслев те пиротехника хатĕрĕсене сутнине тупса палăртнă. Милици сотрудникĕсен, паллах, административлă протокол çырма тивнĕ.
Пиротехника хатĕрĕсем хăрушлăх кăларса тăратни çинчен аслисен манас марччĕ, ача-пăчана та çак хăрушлăхран сыхласах тăрасчĕ.
Ют çын мотоциклĕпе – Шупашкара
Мăн Сĕнтĕр ял тăрăхĕнчи 35-рен иртнĕ арçын хăйĕн тăванĕ патне юнашар яла çитет. Каçхине вара çак хăна кил хуçи гаражĕнче мотоцикл «ахалех» ларнине асăрхать. Транспорта мĕншĕн пустуй лартас-ха; Нумай шухăшласа тăман арçын – ун çине ларнă та Шупашкаралла вĕçтернĕ. Халĕ вара Уголовнăй кодексăн 166 статйипе килĕшÿллĕн явап тытмалла пулать.
Вăрра вырăнтах тытнă
Катькас ял тăрăхĕнче пурăнакан 25 çулхи каччă таврана каç сĕмĕ çапма пуçласанах хăйсен ялĕнчи пĕр киле кĕрсе япаласене ухтарма тытăнать. Мĕн вăрлас-ши тесе, пуçне хытах ĕçлеттернĕ çакскер. Нумая хапсăннă вăл. Юрать, кил хуçи тăванĕ вăхăтра килсе кĕрет. Каччă хăйне кунта кĕтменнине тинех ăнланать. Ăна вара халĕ Уголовнăй кодексăн 158 статйи «хапăл тусах йышăнма шантарнă».
Пичете районти шалти ĕçсен пайĕн материалĕсем тăрăх хатĕрленĕ.