26 декабря 2009 г.
Чăваш Республикин Президенчĕ Николай Федоров Патшалăх Канашне янă Çыру пирки хăйĕн шухăшĕсене ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ, районти тĕп больницăн тĕп врачĕ Владислав Григорьевич ДАНИЛОВ пĕлтерме кăмăл турĕ.
– Малтанах çавна палăртнă пулăттăм. Республика Патшалăх Канашне янă кăçалхи Çыру ытти çулхисенчен самай уйрăлса тăрать. Мĕншĕн тесен Çыру малашлăх задачисемпе тачă çыхăннă. Чăваш Ен малашне Раççейре юлса пыракансем хушшинче пулмалла мар, малтисен ретне тăмалла. Кунпа пĕрлех хăш-пĕр енпе тĕнче шайне те тухмалла. Хамăрăн кăна çине тăрас пулать. Çавăнпах ĕнтĕ Çырăвăн ячĕ те «Чăваш Ен: пуласлăхри тата пуласлăх валли».
Халăха ĕçпе тивĕçтермелли программа пулса тăрать вăл. Кризис вăхăтне пăхмасăрах пирĕн татса памалли ыйтусем сахал мар. Президент укçа-тенкĕне 20-мĕш ĕмĕрти малашлăхсăр професси специалисчĕсем хатĕрлесси çине мар, ытларах паянхи тата ыранхи кун интересĕсене шута илсе тăкаклама сĕнчĕ.
Чăнах та ĕнтĕ юлашки çулсенче республикăра сахал мар ĕç тунă темелле. 19 спорт сооруженийĕ çĕкленĕ. Ытларахăшĕнче бассейнсем те пур. Çулсем тăвассипе, газ кĕртессипе нумай тимленĕ. Эрех-сăрапа ашкăнса наркăмăшланасси чакрĕ. Ятарлă программăсемпе ĕçлесе пынă май тĕрлĕ чирсемпе кĕрешесси те ăнăçлăрах пулса пырать. Çитĕнÿсем çук мар. Апла пулин те татах пысăкрах утăмсемпе малалла каяс пулать.
Муниципалитетсемшĕн социаллă программăсем чи малтан пурнăçламаллисем пулса тăма тивĕç тесе палăртрĕ президент. Çитменнине – кризис условийĕсен вăхăтĕнче.
Чăваш Ен Раççей шайĕнче хăйĕн вырăнне тĕпрен улăштарнине асăнчĕ Николай Васильевич. Ку вăл хăйĕн шухăшĕ çеç мар, Раççей Правительствин официаллă хаклавĕ те пулнине палăртрĕ. Хамăра хамăрăн хаклама вĕренес пулать. Чăвашсен ĕлĕкхи мĕскĕнлĕх туйăмĕсенчен хăтăлса пымалла. Хамăра кăтартма пĕлмелле.
Республика аталанăвĕн çул-йĕрĕсене палăртнă чухне экономикăн чи витĕмлĕ мелĕсене шута илме тивĕçлĕ. Вĕсене пирĕн палăртма вĕренмелле. Кунсăр пуçне мал курăмлăрах пулмалла. Паянхи кунпа кăна пурăнмалла мар.
Чăваш Еншĕн тата тĕнче аталанăвĕшĕн уйрăмах пысăк пĕлтерĕшлĕ пулса тăракан проектсене пурнăçа кĕртсе пыни кирлĕ. Кусем вĕсем хăвел энергийĕпе усă курасси, биоиндустри тата ыт. те. Малти технологи мелĕсене пурнăçа кĕртни республика экономикине палăрăмлă çĕнĕ шая çĕклеме май парĕ.
Президент экологи ыйтăвĕсем çине пысăк тимлĕх уйăрни курăнать. Çакна ăнланмалла та. Унчченхи пек малашлăх пирки шухăшламасăр пурăнсан, экологи катастрофи патне çитсе тăрасси те инçе мар. Кам тавралăхшăн тăрăшмасть, вăл сывлăхлă та пулаймасть. Çитменнине хамăр пирки кăна шухăшламалла мар. Тавралăх тасалăхĕ, илемлĕхĕ пирĕн ачасем, вĕсен ачисем валли те сыхланса юлтăр. Апла пулсан ку тĕлĕшпе тапхăр-тапхăр мар, вĕçĕм тата çине тăрса ĕçлес пулать. Çак ĕçе çамрăксене, ачасене те хăнăхтарса пымалла.
Тата çынсен ĕçĕ-хĕлĕ сиен кÿнĕ вырăнсенчи унчченхи илемлĕхе çĕнĕрен чĕртсе тăратмалла. Пирĕнтен кашниех хăй хыççăн мĕн чухлĕ çÿп-çап, тасамарлăх, каяш хăварнине шутласа пăхсан, хăрушла ÿкерчĕк куç умне тухса тăрать. «Шупашкар хули ку енĕпе Европăран та иртсе кайнă, - терĕ президент. - Шупашкарта пурăнакан кашни çын пуçне иртнĕ çул 818 килограмм çÿп-çап, каяш кăларнă».
Президент çавна май йăлари хытă каяшсен полигонĕсене тăвас ĕçсене хăвăртлатма хушрĕ. Ку ĕçсене Шупашкарта, Çĕнĕ Шупашкарта, Шупашкар районĕнче тата ытти районсенче кая юлмасăр тума тытăнмалла. Ытти районсенче те йăла каяшĕсене вырнаçтарассин ыйтăвĕ çивĕч тăрать. Пирĕн районта çĕнĕ полигон хута кайнă хыççăн ку тĕлĕшпе ыйту уçăмланас шанчăк пур пулин те, çакă лăпланса лармаллине пĕлтермест. Тирпей-илем ыйтăвĕ куç ытамĕнчен тухмалла мар.
Перекетлĕрех пулма вĕренни кирлĕ. Халĕ эпир шывпа, электричествăпа, газпа кирлĕ-кирлĕ марла усă курни никамшăн та вăрттăнлăх мар. Вĕсене тăкакласси Раççейре Европăри кăтартусенчен темиçешер хут пысăк. Çакă вара пĕтĕмпех укçа-тенкĕпе çыхăннă.
Президент хамăрăн республикăна чи вăйлисен, аталаннисен шутне кĕртессипе приоритетлă задачăсене палăртрĕ. Кунта чи малтанах нанотехнологисемпе анлăрах усă курма тытăнассине асăнмалла.
Акă Çĕнĕ Шупашкарта «Роснанотех» патшалăх корпорацийĕпе пĕрле хĕвел модулĕсен производствине йĕркелеме пăхнă. Унта 20 миллиард та 128 миллион тенкĕ инвестици хывма пăхнă. Тĕрĕссипе ку вăл Раççей экономикин çĕнĕ отраслĕ çуралнине пĕлтерет. Асăннă производствăпа пĕрлех пысăк наукăпа тĕпчев центрĕ çĕкленет. Предприяти йĕри-тавра вара «Хĕвел айлăмĕ» ятарлă экономика зонине йĕркелеме пăхнă. Унта ятарлă газсем туса кăларма тытăнаççĕ. Ăста специалистсемпе ĕçченсем валли пиншер ĕç вырăнĕ уçăлать. Çаксем пĕтĕмпех республика малашлăха пăхса тĕллевлĕ ĕçлесе пынине çирĕплетеççĕ.
Ял хуçалăхĕ умне кăларса тăратнă задачăсем те пĕчĕк мар. Продукци туса илессине ÿстернипе пĕрлех унăн пахалăхĕ, экологи тĕлĕ-шĕнчи тасалăхĕ çине çирĕп тимлĕх уйăрĕç.
Кунсăр пуçне тата ялсенче пулнă май çынсем час-часах çапла ыйтаççĕ: «Таса шыв» программăна пурнăçласси республикăра мĕнле пырать-ха;». Кун пирки те асăнчĕ президент. Чăн та ĕнтĕ, укçа-тенкĕ çитменнипе юлашки вăхăтра Муркаш, Элĕк районĕсенче ку енĕпе пысăк ĕçсемех туса ирттерме вăхăтлăх май килмерĕ. Апла пулин те Йĕпреç, Вăрнар, Патăрьел, Шăмăршă, Канаш районĕсенче асăннă программăна пурнăçлас енĕпе сахал мар укçа-тенкĕ хыватпăр. Çынсем таса шыв ĕçсе пурăннин пĕлтерĕшне пурте лайăх ăнланатпăр. Çакă кăна çыннăн ĕмĕрне 5 çул таран вăрăмлатма пултарать.
Президент информаци технологийĕсене аталантарасси, вĕрентÿ ĕçĕ çинче те чарăнчĕ. Республикăра пĕр çын юлмиччен компьютерпа ĕçлеме вĕрентме кирлине палăртрĕ вăл. Çавăнпа республикăри халăха компьютер пĕлĕвĕ парас енĕпе тĕллевлĕ программа хатĕрлес задача тăрать. Аслă вĕрентÿ заведенийĕсен те вĕрентÿ пахалăхне ÿстерсе пымалла.
Çынсен сывлăхне сыхласси, сиплев ĕçĕ тивĕçлĕ шайра пулмаллине палăртрĕ Николай Васильевич. Анчах та сывă пурнăç йĕркине тытса пымасăр, физкультурăпа спорта анлă çул памасăр ку енĕпе палăрăмлă утăмсем тума май килмĕ. Ăс-хакăл, кăмăл-сипет тĕлĕшĕнчен те сывă çынсем кирлĕ обществăра, сиенлĕ йăласенчен хăтăлса пымалла. Çавна валли вара пирĕн пĕтĕмпех пур.
Пĕтĕмĕшле калас пулсан, Çырура анлă та пысăк пĕлтерĕшлĕ задачăсем палăртнă. Вĕсем пурне те паллă, уçăмлă. Анчах задачăсем задачăсемпе те, вĕсене пурнăçлассишĕн çанă тавăрса пурин те ĕçе кÿлĕнес пулать. Çавăн чухне кăна вĕсем ăнăçлă пурнăçланĕç, пирĕн малашлăх та уçăмлăрах та илĕртÿллĕрех пулĕ.