26 декабря 2009 г.
Çулталăк вĕçленсе пырать. Çĕнĕ çул умĕн вара эпир кашниех пĕтĕмлетÿсем тума тăрăшатпăр. Çулталăк хушшинче тунă ĕçсене тишкеретпĕр, туса çитерейменнисене вĕçлеме васкатпăр. Кашни çын кăна мар, кашни организаци, предприяти те çапла кĕтсе илет Çĕнĕ çула.
Йĕркене пăсни, обществăлла хăрушсăрлăх епле шайра пулни вара кашни çыннах интереслентерет. Çавăнпа та çулталăк вĕçлениччен районти шалти ĕçсен пайĕн пуçлăхне Евгений Иванович ПЛЕЧОВА пирĕн ыйтусем çине хуравлама ыйтрăмăр.
– Евгений Иванович, мĕнле ĕçсемпе палăрса, мĕнле кăтартусемпе вĕçленсе пырать-ха 2009 çул районти шалти ĕçсен пайĕшĕн;
– Çак çул пĕтĕмлетĕвĕсем пирĕн 2007-2009 çулсем валли йышăннă комплекслă программăна епле пурнăçланине пĕтĕмлетессипе пĕр килеççĕ. Преступленисене уçса парасси ÿссе пычĕ: 2007 çулта – 70,2 процент, 2008 çулта – 77,9 процент, 2009 çулта – 81 процент. Программа ĕçне хаклакан тепĕр ен вăл – йĕркене пăсакансене административлă явап тыттарасси. Çак асăннă виçĕ çул хушшинчи ку енпе цифрăсем çапла: 2007 çулта – 5868 тĕслĕх, 2008 çулта – 5873, 2009 çулта – 6315.
Программа хăйне пĕтĕмпех тÿрре кăларчĕ. Çапла вара район администрацийĕ те, депутатсен районти Пухăвĕ те пирĕн ĕçе лайăх енĕпе хакласа çитес çул валли бюджетра 500 пин тенкĕ пăхса хучĕç. Çакă кризис вăхăтĕнче пире уйăрмах хавхаланса ĕçлеме ыйтать.
Кăçал та район администрацийĕпе, депутатсен районти Пухăвĕпе килĕштерсе ĕçлесе пытăмăр. Çулталăк хушшинче пирĕн пай валли бюджетран 480 пин тенкĕ укçа уйăрни çакна çирĕплетсе парать те. Çавăнпа та район пуçлăхне те, депутатсене те тав сăмахĕ калас килет.
Çитес 2010-2012 çулсенче тĕллевлĕ ĕçлемелли программăна йышăнтăмăр ĕнтĕ.
– Преступленисен хисепĕпе паллаштарсан та ытлашши пулмасть пулĕ.
– 2009 çулхи 11 уйăх пĕтĕмлетĕвĕсем çинче чарăнса тăрас пулсан (çулталăк вĕçлениччен темиçе кун пурри те тĕрлĕрен лару-тăру кăларса тăратма пултарать), преступленисен шучĕ 404-па танлашрĕ. Ку кăтарту вăл пĕчĕк мар, анчах та пĕлтĕрхи кăтартуран 40 сахалрах.
Милици сотрудникĕн тĕп тивĕçĕ – обществăлла йĕркелĕхе, граждансен сывлăхĕпе пурнăçне сыхласси, Конституципе панă прависене хÿтĕлесси. Çавăнпа та районти пур муниципаллă, правăна сыхлакан органсемпе, предприятисемпе организацисен тата учрежденисен ертÿçисемпе килĕштерсе, пĕр чĕлхе тупса ĕçлесе пынин витĕмĕ те пурах çакăнта. Преступленисен шучĕ чакни тунă кашни преступлени çине ытларах тимлĕх уйăрма май парать. Çавăнпа та вĕсене уçса парасси те кăçал ÿсрĕ. 11 уйăх итогĕсемпе вăл 81,0 процентпа (пĕлтĕрхи çак тапхăрта – 78,5 процент) танлашрĕ. Кунта вара пирĕн сотрудниксем квалификацие куллен ÿстерсе пыни тата вĕсен оперативлăх шайĕ пысăкланни куçкĕрет.
– Ку, паллах, аван. Çапах та преступленисене тишкерес пулсан, районта мĕнле преступленисем ытларах сарăлнă;
– Пĕрремĕшĕ вăл – ют пурлăха вăрлани. Çакăн евĕр преступленисен шутне чакарма йывăр. Выртать ют çын япали – илсе чикеççĕ. Ку вăл преступлени-çке. Акă кăçалхи асăннă тапхăрта вĕсен хисепĕ малтанхи çулхинчен 25 тĕслĕх пысăкланчĕ, çав хушăрах вĕсене уçса парассине те пысăклатма пултартăмăр. Транспорт деталĕсене, дача çурчĕсенчи, хваттерсенчи пурлăха вăрлани, магазинсене çаратни – çакăн йышши преступленисем анлăрах сарăлнă.
Алкоголь продукцине саккунсăр майпа çаврăнăша кăларнине хирĕç кĕрешесси пирки те каламасăр хăвармалла мар тесе шутлатăп. Кăçал пирĕн сотрудниксем прокуратура ĕçченĕсемпе пĕрле алкоголь продукцине çул çитменнисене сутнине тупса палăртас тесе рейдсем ирттерчĕç. Эрехпе ашкăнакансемпе профилактика ĕçĕсем ирттернĕ. Иртнĕ 11 уйăхра пурĕ 324 тĕрĕслев ирттернĕ районта. Йĕркене пăсакансенчен 12,250 литр этил спиртне, 125,0 литр спиртлă шĕвеке тата 7,5 литр сăмакун туртса илнĕ.
– Кăçал çулталăк пуçламăшĕнченпех çул çитмен ачасем тăвакан преступленисем геометри прогрессийĕпе ÿснĕнех пулса пычĕç. Апла çулталăк вĕçнелле лару-тăру мĕнлерех;
– Çул çитменнисем тунă преступленисен хисепĕ 27-пе танлашрĕ. Пĕлтĕрхинчен вĕсен хисепĕ чылай ÿсрĕ – 2 хут майлах. Районти шалти ĕçсен пайĕнче пурĕ çул çитмен 42 ача учетра тăрать, 38 ачана çулталăк пуçланнăранпа учетран кăларнă пулсан та. Профилактика ĕçне вăйлатма хистет çак пулăм. Çитĕнекен ăрăва криминаллă пурнăçран сыхламалла.
Хăйсен çул çитмен ачисем пирки манса каякансем те çук мар. Хальлĕхе ашшĕ-амăшĕ хăйĕн тивĕçĕсене кирлĕ пек пурнăçламаншăн 167 административлă протокол çырнă. Пирĕн патра паянхи кун тĕлне йывăр лару-тăруллă 13 çемье учетра тăрать. Вĕсем патĕнче тăтăшах пулса сотрудниксем тĕрĕслевсем ирттереççĕ.
– Евгений Иванович, терроризмла тата экстремизмла характерлă преступленисем ан пулччăр тесе шалти ĕçсен пайĕ мĕнлерех ĕçлесе пырать;
– Терроризмла тата экстремизмла характерлă, çавăн пекех наркотиксемпе тата хĕç-пăшалпа тăвакан саккунсăр суту-илÿ çаврăнăшĕпе кĕрешесси те пирĕн тĕп ĕçсен шутĕнчех. Профилактика ĕçĕсене туса пырасси çине пысăк тимлĕх уйăратпăр. Чрезвычайлă лару-тăру пулман. Наркотиксемпе çыхăннă преступленисене 7, хĕç-пăшалпа тăвакан саккунсăр суту-илÿ çаврăнăшĕпе çыхăннă 5 преступлени тупса палăртнă.
– Юлашки вăхăтра çулсем çинче аварисем те тăтăшах пулнăн туйăнать. Çул-йĕр хăрушсăрлăхĕ енĕпе 2009 çул мĕн кăтартса пачĕ;
– Шел пулин те, çул-йĕр правилисене çуран çÿрекенсем те, водительсем те пур чухне те пăхăнмаççĕ. Акă кăçалхи 11 уйăхра çак правилăсене пăснăшăн районти шалти ĕçсен пайĕн патшалăх çул-йĕр хăрушсăрлăх инспекторĕсем çырнă протоколсемпе килĕшÿллĕн пĕтĕмĕшле 694410 тенкĕлĕх штраф панă. Пурĕ вара пирĕн район территорийĕнче 56 авари пулса иртнĕ. Вĕсенче 16 çын вилнĕ, 78 аманнă. Йĕркене пăсакан водительсем тĕлĕшпе 3158 протокол çырнă. Руль умне ÿсĕрле ларни ытларах чух илсе çитерет те авари патне. Иртнĕ тапхăрта 92 ÿсĕр водителе тытса чарнă.
– Кашни ял тăрăхĕнчех йĕркене пăсакансем пур. Мĕнле преступленисем ытларах сарăлнă вĕсенче;
– Кăçалхи çул преступленисен йышĕ Юнкă, Ярапайкасси, Уйкас Янасал, Çатракасси, Шетмĕпуç, Москакасси тата Муркаш ял тăрăхĕсенче чакса пыни палăрать. Анчах та, сăмахран, Ярославка, Чуманкасси, Турай, Ильинка, Оринин ял тăрăхĕсенче йĕркене пăснă тĕслĕхсем пĕлтĕрхинчен палăрмаллах нумайланчĕç. Ытларах вара Уголовнăй кодексăн 115,116, 117 тата 119 статйисенче пăхнă преступленисем (çын сывлăхне сиен кÿни, çынна хĕнени, ăна вĕлерессипе хăратни) сарăлнă. Асăннă кодексăн 158 статйинче асăннă преступленисем те (ют пурлăха вăрлани) сахал мар.
– Сотрудниксем хăйсен квалификацине ÿстернине маларах асăнса хăвартăмăр-ха, кадрсем тĕлĕшпе ыйту тухса тăмасть-и тата шалти ĕçсен пайĕнче;
– Кадрсем енĕпе илес пулсан, пирĕн штат çамрăк сотрудниксемпе пуянланчĕ. Анчах та паянхи кун тĕлне аслă юридици пĕлĕвне илнĕ çамрăксем çитмеççĕ – виçĕ участокра милици уполномоченнăйĕсем çук. Çавăнпа та вырăнти ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем те, ытти ертÿçĕсем те тивĕçлĕ кандидатурăсем тупас ĕçре пулăшу кÿрессе шанатпăр.
Самантпа усă курса вара çитес Çĕнĕ çулпа эпĕ районти шалти ĕçсен пайĕ ячĕпе районти пур çынна та саламлатăп. Пурне те çирĕп сывлăх, телей сунатăп. Кулленхи пурнăçра вара яланах тимлĕ те асăрхануллă пулăр.
Н. НИКОЛАЕВА калаçнă.