Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Чăваш Ен: пуласлăхри тата пуласлăх валли»

16 декабря 2009 г.

Декабрĕн 14-мĕшĕнче Чăваш Республикин Президенчĕ Николай Федоров Чăваш Республикин Патшалăх Канашне янă «Чăваш Ен: пуласлăхри тата пуласлăх валли» Çырăвĕпе паллаштарчĕ. Иртнине хаклани тата малашлăх çул-йĕрне палăртни пулса тăрать вăл.

Хальхи экономикăпа финанс кризисĕн йывăрлăхĕсене чăтса ирттересси пирки калаçни кăна çителĕксĕр. Чи малтанах ăс-хакăл çĕнетĕвĕн, демографи, экологи, энергетика, технологи кризисĕсене çĕнтерес пулать.

Республикăн хальхи аталанăвĕ йăлана кĕнĕ экономика йĕркине улăштарма, унăн тĕп принципĕсене гуманизацилеме, экологи тата экономика тытăмĕсене аталантармалли концепсисене килĕшÿллĕ тума палăртать. Çирĕп аталану вăл инвестицисемпе çĕнĕ технологисем çеç мар, чи малтанах социаллă çĕнĕлĕхсемпе обществăн тата патшалăхăн аталану приоритечĕсене тата тĕллевĕсене улăштарас пулать.

Президент палăртнă тăрăх, Чăваш Енри Вĕрентÿ, Культура министерствисем пĕрле тĕллевлĕ çыхăнса ĕçлесе, республикăри шкулсемпе библиотекăсене компьютерсемпе чи çÿллĕ шайра тивĕçтернине шута илсе, республикăри пĕтĕм халăха компьютер пĕлĕвĕ парас енĕпе тĕллевлĕ программа туса хатĕрлеме тивĕç.

Сывлăха сыхлас ĕçе аталантарассипе, сывă пурнăç йĕркине çирĕплетсе пырассипе те Çырура пысăк вырăн уйăрнă.

Хаçат вулакансене эпир президент Çырăвĕ пирки хăйсен шухăшĕсене пĕлтерме ыйтрăмăр.

Людмила Германовна КОВАЛЕВА, Чуманкасси ял тăрăхĕн пуçлăхĕ:

– Малтанах çавна каласа хăварас тетĕп. Республика Правительствин çуртĕнче Президент республикăн Патшалăх Канашне янă хăйĕн Çырăвĕпе паллаштарнин мероприятине манăн та хутшăнма тÿр килчĕ. Мансăр пуçне унта пирĕн районтан район пуçлăхĕ Ю.А. Иванов та, Катькас ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Г.Г. Лебедев та, Шетмĕпуç ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Н.П. Александров та, «Ударник» хуçалăх ертÿçи П.П. Давыдов та, «Моргаушская» чăх-чĕп фабрикин директорĕ Н.Г. Ванеркин та хутшăнчĕç.

Ман шутпа президент Çырăвĕ питех те пысăк пĕлтерĕшлĕ документ пулса тăрать. Унта республика шайĕнче иртнĕ çул туса ирттернĕ ĕçсен итогĕсене те пĕтĕмлетнĕ, малашлăхри пысăк ĕçсен программине те палăртнă.

Тунмастпăр, тăван республикăна кăçал çăмăл килмерĕ. Кунта производство, ĕçсĕрлĕх ыйтăвĕсем тата ыттисем те пысăк вырăн йышăнаççĕ. Апла пулин те пирĕн республика вĕсене япăх мар татса пама пултарчĕ.

Ертÿçĕсем умне те президент анлă пĕлтерĕшлĕ задачăсем лартрĕ. «Пирĕн, чи малтанах ертÿçĕсен, Чăваш Ене унăн тивĕçлĕ пуласлăхĕшĕн пуласлăхра курма мехел çитермелле»,– терĕ вăл.

Президент Çырура палăртса хăварнă «Экологи – политика никĕсĕ тата экономикăшăн çул кăтартакан паллă» йĕркере палăртнă задачăсене татса парассипе те пирĕн çине тăрса ĕçлес пулать.

Владимир Германович НИКИТИН, район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ, капиталлă строительство, архитектура тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх управленийĕн пуçлăхĕ:

– Президент Çырăвне хакланă май çавна каласа хăвармалла. Николай Васильевич ытти пĕлтерĕшлĕ ыйтусене палăртнипе пĕрлех Çырура тавралăх тирпей-илемне сыхласа хăварас, ăна варалассине чарса лартас ыйтусене те çивĕч çĕклет. Кунта вăл илсе кăтартнă çак тĕслĕхсем вырăнлă тесе шутлатăп: «Республикăра пурăнакан çын хăй хыççăн мĕн чухлĕ çÿп-çап хăварни пирки шухăшласа пăхнă-и эсир; Шупашкар ку виçепе Европăран та «иртсе кайнă». Шупашкарта пурăннă кашни çын иртнĕ çул 818 килограмм çÿп-çап «туса кăларнă», ку хисеп Чехири кăтартуран 2,8 хут ытларах».

Пирĕн района илес пулсан та йăла каяшĕсене вырнаçтарассин ыйтăвĕ çивĕч тăрать. Ялсем таврашĕнче, вăрмансем çывăхĕнче çÿп-çап тăкса тултарнă вырăнсене сахал мар курма пулать. Ку ыйтăва татса парассипе вара эпир малалла çирĕп утăм турăмăр тесе калама пулать. Çывăх вăхăтрах районти Ивановка ялĕ патĕнче йăла каяшĕсене вырнаçтармалли хальхи вăхăт ыйтăвĕсене тивĕçтерекен çĕнĕ полигон хута каймалла. Ăна 30 çуллăха палăртнă. Çĕнĕ технологи мелĕсене пăхăнса тунă полигон сывлăша та, шывсене те варалассинчен хÿтĕлĕ. Сăмах май, кун пек полигонсем республикипе те хальлĕхе çук-ха. Апла пулсан эпир президент ума лартнă задачăсене ку енĕпе пурнăçлама тытăннă та ĕнтĕ.

Наталия НИКОЛАЕВА, çамрăк специалист:

Республика Президенчĕн çырăвне чăваш наци радиопа итлеме май пулчĕ. Президентăн пĕлтĕрхи çырăвĕ те питĕ вăйлăччĕ, кăçал вара татах та вăйлăрах, мĕнле ыйтусем çинче чарăнса тăрать-ши, тесе шутлаттăм маларах.

Н.В. Федоров вара кăçал та питĕ çивĕч ыйтусем хускатрĕ. «Экологилле экономикăшăн» тăрăшмаллине тата ăна мала кăлармаллине калани паянхи пурнăçра чăнах та тĕп вырăнта тăрать. Унăн çырăвĕнче йăлари каяшсем пирки калани те килĕшрĕ. Пирĕн районта полигон тăвас ĕçе вăхăтра пуçăнни вара Президент «каличчен» маларах пулнишĕн те кăмăл çĕкленчĕ. Пирĕн республикăн çĕр айĕнче нефть-газ çук-çке-ха, çынсем тĕп пуянлăх пулса тăраççĕ. Çавăнпа та Президент çын ресурсне мала кăларни те килĕшрĕ. Çырура палăртнă приоритетлă енсем вăй илсе пырсан тин социаллă экономика аталанăвĕ пуласси куç кĕрет.

Президент янă çыру пĕр-пĕр регион шайĕ валли çеç мар, çĕршыв шайĕ валли хатĕрленĕнех туйăнчĕ. Çакă та мана Президент малашлăха курса хатĕрленĕ çырăвне вăйлă тесе хаклама май парать.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика