Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сивĕ çанталăк тимлĕ тата асăрхануллă пулма ыйтать

16 декабря 2009 г.

Яланхи пекех хĕл тĕрлĕ службăсемшĕн те, çынсемшĕн те пысăк тĕрĕслев пулса тăрать. Хальхи пек пысăк сивĕсем килсен пушшех те.

Çавна май çынсен пурнăçĕшĕн, хăрушсăрлăхшăн тÿрремĕн ответлă пулса тăракан ертÿçĕсемпе телефонпа çыхăнса паянхи лару-тăрăва хаклама ыйтрăмăр.

В.Г. Никитин, район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ, капиталлă строительство, архитектура тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх управленийĕн ертÿçи:

– Паянхи кун ăшă парса тăрассипе котельнăйсем пурте йĕркеллĕ ĕçлеççĕ. Шывпа тивĕçтерессинче йывăрлăхсем пур. Шыв башнисен автоматики шăнса ларни тĕл пулать. Кун пек чухне коммуналлă хуçалăхсем хăйсен балансĕ çинчи объектсене çитсе тивĕçлĕ мерăсем йышăнаççĕ. Çакăн йышши объектсем районта хуçалăхсем çинче те пур. Çавăнпа та вырăнсенче те ку енĕпе тимлĕ пулмалла. Ял çыннисен те колонкăсене шăнасран хÿтĕлемелле. Паллах, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен пĕтĕм ĕçе йĕркелесе, тĕрĕслесе тăмалла.

Кил-çурта хутса ăшăтнă чухне те тимлĕхе çухатма юрамасть.

З.Ю. Дипломатова, район администрацийĕн вĕрентÿ, çамрăксен политики тата физкультурăпа спорт пайĕн ертÿçи:

– Шкулсенче ăшă парса тăрас ĕçсем йĕркеллĕ пулса пыраççĕ.

Ытлари кун мĕн пур шкулсемпе çыхăнса çакăн пек кăтартусем патăмăр: сывлăш температури 27 градуса çити е ытларах ансан 1 – 4-мĕш классенче вĕренекенсен шкула каймалла мар, 30 градуса çитсе унран ытларах чаксан 1– 9-мĕш классен вĕренмелле мар, 35 градуса çитсе унран ытларах чаксан 1 –11-мĕш классен шкула кайма кирлĕ мар.

Ĕнер сывлăш температури 33 градусран чакса кайнăран 1 – 9 классенче уроксем ирттерме хушман.

Çак сĕнÿсене ашшĕ-амăшĕсен те лайăх пĕлсе тăмалла. Ача-пăча киле юлнăран вĕсен уйрăмах тимлĕ пулмалла.

Н.П. Милютин, район администрацийĕн гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăру енĕпе ĕçлекен пайĕн ертÿçи:

– Çанталăк малаллахи кунсенче тата ытларах сивĕтессине калаççĕ. Кун пек чухне кашни çыннăн хăйĕн асăрхануллă пулмалла. Халĕ кăмакасене ытларах хутнăран вĕсене пăхсах тăмалла. Электричество приборĕсемпе те виçеллĕ усă курмалла.

Ача-пăчана та куçран вĕçертмелле мар.

Тĕрлĕ йывăрлăхсем сиксе тухсан 62-3-59, 01 телефонсемпе шăнкăравламалла.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика