Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çитес вăхăтри стратегиллĕ çул-йĕре палăртрĕ

16 декабря 2009 г.

Ноябрĕн 12-мĕшĕнче Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Дмитрий Медведев Федераллă Пухăва Çырупа тухрĕ. Тĕрĕссипе илсен, кунта пирĕн çĕршывăн çитес вăхăтри аталанăвĕн тĕп çул-йĕрĕсене палăртнă. Çирĕм пĕрремĕш ĕмĕрте Раççее пур енлĕн çĕнетсе улăштарма пăхнă. Çавна та каласа хăварас пулать. Асăннă çырăва хатĕрленĕ май президентăн «Раççей, малалла!» статйи çине граждансем янă сĕнÿсемпе шухăшсене те шута илнĕ. Вĕсем вара пĕтĕмпе 18657 пулнă.

Паянхи калаçу – Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕпе, районти тĕп больницăн тĕп врачĕпе Владислав Григорьевич ДАНИЛОВПА. Вăл президентăн Федераллă Пухăва янă Çырăвĕ пирки хăйĕн шухăшне пĕлтерме кăмăл турĕ.

– Çапла, президент хăйĕн çулленхи Çырăвне вуласа пачĕ. Нумай вăхăта тăсăлчĕ вăл. Çакă ăнсăртран мар тесе шутлатăп. Юлашки вăхăтра çĕршыв пурнăçĕнче тĕрлĕ ыйтусемпе проблемăсем сахал мар пухăннă. Çитменнине тата вĕсем тĕнчери экономика кризисĕпе те çыхăнман мар.

Пирĕн малаллах пăхас пулать. Унчченхи ятпа-сумпа кăна витĕнсе пурăнма пултараймастпăр. Малашлăх, аталану пирки шутламалла. Çавăн чухне кăна эпир малалла çирĕппĕн утăмлама пултаратпăр. Производствăра, хамăрăн пурнăçра та çĕнĕлĕхсемпе ытларах усă курас пулать. Кунта промышленноçри, ял хуçалăхĕнчи çĕнĕ технологисемпе çĕнĕ производство мелĕсем те, ытти çĕнĕлĕхсем те пысăк вырăн йышăнаççĕ. Совет Союзĕн вăхăчĕ иртсе кайрĕ. Ун чухне вара Генеральнăй секретарь мĕн калать, çавăн пек пулса пымалла пулнă. Халĕ ĕнтĕ урăхларах пăхас пулать ку тĕлĕшри ыйтусем çине. Ыйтусене ытларах халăх хутшăннипе, халăхпа канашласа татса пама тивет. Пĕтĕм халăхăн кар тăрса ĕçлес пулать. Çĕнĕлĕхсене алла илмелле. Тĕнче прогресĕнчен юлма пултараймастпăр.

Президент хăйĕн Çырăвĕнче çавна палăртрĕ. «Çак 5 çул хушшинче çĕршывăн пĕтĕм территорийĕнче Интернетпа анлăн усă курма тытăнмалла. Супер-компьютерсен хăвачĕпе туллин усă курса çĕнĕ йышши оборудованисем, самолетсем, автомашинăсем, космос аппарачĕсемпе ятарлă реакторсем те ĕçе кĕртме май пултăр»,– терĕ. Çавăн чухне кăна эпир тĕнче шайĕнчен юлмăпăр.

– Пĕтĕм тĕнчери экономика кризисĕ вăхăтĕнче пурăнатпăр. Пирĕн çĕршывра çак тапхăр уйăрмах йывăррăн иртнĕ пек туйăнать. Эсир Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ пулнă май ун пирки мĕн калама пултаратăр;

– Малтанах ĕнтĕ çапла ăнлантарчĕç: «Пирĕн укçа-тенкĕ тата ытти тĕлĕшпе запассем пур, кризис пире йывăррăнах пырса çапмĕ». Анчах та ăна президент та палăртрĕ, пирĕн экономика ытларах чĕр таварпа çыхăннă. Эпир ытларах газ, нефть сутатпăр. Чăнах та ĕнтĕ вĕсем хаклă чухне ытлашши пăшăрханма кирлĕ мар, укçа-тенкĕ çĕнĕ производствăсем хута ямасăрах туса илме пулать. Анчах та вĕçĕм капла пурăнма май çук. Конкурентлă продукци туса кăларассипе ытларах тимлеме тытăнас пулать. Ун чухне вара экономикăри йывăрлăхсем те пире ун пекех пырса çапмĕç.

– Хăйĕн Çырăвĕнче Дмитрий Медведев политика реформи çине те пысăк тимлĕх уйăрчĕ. Çавăн пирки мĕн шутлатăр эсир;

– Малаллахи пурнăç вăл эпир мĕнле килĕштерсе ĕçлеме пĕлнинчен килет. Кусем вĕсем саккун кăларакан влаç, ĕç тăвакан влаç, Президент администрацийĕ. Кун пирки президент та палăртрĕ. Уççăнлăх ытларах кирли пирки каларĕ. Эпир мĕнле ыйтусем сÿтсе явнине, мĕнле ыйтусем çине тимлĕх уйăрнине халăх пĕлсе тăтăр. Сÿтсе явакан ыйтусем вара сахал мар. Уйрăмах коррупципе кĕрешесси пирки асăнса хăвармалла. Ку енĕпе татса памалли ыйтусем пур-ха. Çавăнпах ĕнтĕ президент ку ыйтусем çинче чылай чарăнса тăчĕ.

– Халăх ытларах хăйне тÿрремĕн пырса тивекен ыйтусене пысăк тимлĕх уйăрать. Асăннă Çырупа паллашнă май вара халăхăн социаллă пурнăç шайĕ палăрмаллах ÿсмелле теме пулать.

– Пирĕн республика ытларах – ял хуçалăх республики. Президент малашне те ял хуçалăхĕ çине пысăк тимлĕх уйăрма шантарчĕ. Медицина пирки калас пулсан вара «Сывлăх» наци проектне аталантарса пырасса пĕлтерчĕ. Унăн енĕсем те хушăнса пырĕç. Вĕсем валли укçа-тенкĕне те ытларах уйăрĕç.

Хальхи вăхăтра эмелсен ытларах пайне чикĕ леш енчен кÿрсе килетпĕр. Президент вара 5 çул хушшинче хамăр çĕршывра туса кăларакан эмелсемпе усă курассине 25 процента çитерме кирлине палăртрĕ. 2010 çул тĕлне вара ку хисеп 50 процента çитмелле.

Сывă пурнăç йĕркине çирĕплетсе пырассине пысăк вырăн уйăрчĕ президент. Ку вăл хальхи вăхăтшăн чăннипех те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çыннăн сывлăхĕ 50 процент унăн пурнăç условийĕсенчен килет. Çакна ачаранах хăнăхтарас пулать. Ăнлантару ĕçне те анлăн туса пымалла.

Вĕрентÿ енĕпе илсен, «Пирĕн çĕнĕ шкул» программа пирки асăнмалла. Президент шухăшĕпе шкултах ачасен пултарулăх енĕсене палăртмалла, вĕсене малашне аталантарса пыма майсем туса памалла. Уйрăмах аслă классенче вĕренекенсемпе тачă çыхăнса ĕçлемелле. Кунсăр пуçне физкультурăна аталантарасси пирки манма юрамасть.

– Çак малашлăх планĕсем çĕршывра тăнăçлăх, мирлĕ пурнăç пулсан кăна пурнăçа кĕме пултараççĕ. Владислав Григорьевич, Çырури йĕркесемпе паллашнă май çĕршыв хăрушсăрлăхĕн ыйтăвĕсем пирки мĕн калама пултаратăр;

– Пирĕн çĕршывăн пуянлăхĕ сахал мар. Вĕсене хапсăнакансем те çук мар. Çавăнпа та пирĕн вĕсене сыхласа хăварма яланах хатĕр пулни кирлĕ. Ку вăл çар, çар техники, идеологи енĕпе те. Çар çыннисен пурнăç условийĕсене те лайăхлатса пымалла.

Вăрçă ветеранĕсем, хыççăнхи çулсенче çĕршыв хуçалăхне çĕкленĕ çынсем пирки те манмалла маррине палăртрĕ президент. Вĕсен социаллă ыйтăвĕсене тивĕçлĕ шайра татса парас пулать. Эпир вăйлă та çирĕп патшалăх пулмаллах тесе палăртрĕ президент. Унччен кун пек мар йывăрлăхсене çĕнтерме пултарнă пулсан, хальхи йывăрлăхсене çĕнтерме те вăй çитеретпĕрех.

«Раççей, малалла!»,– тесе пĕтерчĕ Дмитрий Медведев хăйĕн сăмахне.

– Владислав Григорьевич, пĕтĕмĕшле мĕн калама пултаратăр президентăн кăçалхи Çырăвĕ пирки;

– Çак Çыру, тĕрĕссипе каласан, мана питĕ килĕшрĕ. Эпĕ ĕнтĕ пĕрремĕш çул мар республика политика шайĕнче тăратăп. 11 çул ЧР Аслă Канашĕн депутачĕ. Çавна май Çырупа уйрăмах тĕплĕ паллашрăм. Пирĕн пурин те унта палăртнă задачăсене пурнăçа кĕртессишĕн çине тăрса ĕçлес пулать. Унăн тĕп шухăшĕсене халăх патне çитерессипе вăй хуни кирлĕ. Пĕрле кар тăрса ĕçлесен кăна хамăрăн пурнăçа ырă еннелле улăштарассипе палăрăмлă çитĕнÿсем тума май килĕ. Çавна палăртрĕ те хăйĕн Çырăвĕнче президент.

– Татах тепĕр ыйту. Виçĕм кун хамăр республика Президенчĕ Николай Федоров Чăваш Республикин Патшалăх Канашне янă Çырăвне вуласа пачĕ. Вăл сирĕншĕн мĕнле шухăшсем çуратать;

– Ку вăл – халăхăмăр умĕнче хамăр тунă ĕç-хĕлĕн çулталăкри пĕтĕмлетĕвĕ те, малашлăха пăхни те. Çак Çыру вăл республика умĕнчи паянхи ыйтусене пĕрле татса пама май паракан пулăм пулса тăрать. Асăннă Çыру пирки – уйрăм калаçу.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика