19 декабря 2009 г.
Укçи пултăр, таварĕ тупăнать
Пĕр-пĕр япала кирлĕ пулсан эпир тÿрех лавккана е тата пасара кайма хăнăхрăмăр ĕнтĕ. Аслисем кăна мар, ачасем те ăçта кайса мĕн туянмаллине аван чухлаççĕ. Çĕнĕ çул уявĕ çывхарнă май вара шăпăрлансем те хĕм-çулăм кăларакан, сирпĕнекен япаласем çине куç хываççĕ. Вĕсене туянни мĕн патне илсе çитерме пултарни пирки пачах шутламаççĕ.
Акă Муркаш пасарĕнчех пĕр предприниматель управ вăхăтĕнчен тухнă петардăсене сутассипе тимленĕ. Кам туянать – ача-и, аслăраххисем-и – уншăн пурпĕрех, кĕсьене укçа килтĕр. Çак усламçăна вара административлă протокол çырса явап тыттармалла тунă.
«Мунча ма хутаççĕ-ши, ма вĕри тăваççĕ-ши;»
Çанталăкĕ питĕ сивĕ тăнипе çак кунсенче мунча кĕрес текенсем мунча кăмакисене те вăйлăрах хутаççĕ паллах. Акă çак эрнере Ваçкасси ялĕнче, унтан кăшт маларах Нискассинче те, мунчасенче пушарсем тухнă. Çулăм вара мунчана çеç мар, лаç-витесене те палăрмаллах сиен кÿнĕ. Пур çитменлĕхсене вăхăтра пĕтерменнине тата асăрханманнине пула кил хуçисен тăкак курма тивет.
Ăратлă сурăх вăрланă
Иртнĕ кунсенче Ярославка ялĕнчи пĕр кил хуçалăхĕнчи витерен çĕрлехи вăхăтра «романовская» ăратлă сурăхпа пилĕк уйăхри путек «çухалнă». Çаксем, паллах, хăйсем тĕллĕн машина çине ларма пултарайман. Вăрăсем машинăпа пулни вара паллă. Кил хуçине 4000 тенкĕ тăкак кÿнĕшĕн вĕсен Уголовнăй кодексăн 158 статйипе тĕплĕн паллашма тивĕ.
Пичете районти шалти ĕçсен пайĕн материалĕсем тăрăх хатĕрленĕ.