Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Умра – пĕлтерĕшлĕ пысăк задачăсем

23 декабря 2009 г.

Хаçат вулакансене Чăваш Республикин Президенчĕ Николай Федоров республика Патшалăх Канашне янă çыру пирки хăйсен шухăшĕсене пĕлтерме ыйтнăччĕ. Хаçатăн паянхи номерĕнче калаçăва малалла тăсатпăр.

Владислав Кириллович АНАНЬЕВ, район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ, ял хуçалăх пайĕн ертÿçи:

– Президент Çырăвĕ чăннипех те анлă калăпăшлă документ пулса тăрать. Унта вăл иртнине хак панипе пĕрлех малашлăхра экономикăна палăрăмлă çĕнĕ шая çĕклесси пирки те, халиччен усă курман çĕнĕ технологисене пурнăçа кĕртесси пирки те, наукăпа техника прогресĕпе вĕрентÿ ĕçĕ-хĕлĕ пирки те, информаци технологийĕ тата ытти пирки те тĕплĕн чарăнса тăчĕ. Кунпа пĕрлех вара ял хуçалăхĕ умне лартакан задачăсем те питех те пысăк пĕлтерĕшлĕ.

Президент тĕрĕсех палăртать. Чăваш Ен ял хуçалăх регионĕ пулса тăрать. Республикăра ытларах ял хуçалăх продукцине туса илеççĕ. Апла пулсан экономикăна хăвăрт аталантарас, ăна çĕнĕ шая çĕклес тесен, ял хуçалăхĕ çине пысăк тимлĕх уйăрмасăр май çук. Ял хуçалăх продукцийĕ туса илессине тĕпрен ÿстерни кирлĕ.

«Чи çывăх тĕллев – çулталăкне 1 миллион тонна тырă тата 1 миллион тонна тымар çимĕç туса илесси. Çак хисеп вĕсене туса илессин калăпăшне икĕ хут пысăклатнине эсир пĕлетĕр. Эпир çакна тăватпăрах. Кам ĕненмест, çав ирĕклĕ»,– палăртрĕ Президент.

Çапла, ума лартнă тĕллев-задачăсем пĕчĕк мар. Анчах та вĕсене пурнăçласах пулать. Унсăрăн май çук. Кăçал районĕпе 34,9 пин тонна тырă, 57,9 пин тонна çĕр улми туса илнĕ. Ку кăтартусем унчченхи çулхинчен пысăкрах. Апла пулин те вĕсене туса илессине татах ÿстерме конкретлă мерăсем палăртса вĕсене пурнăçа кĕртес пулать.

Акă халĕ районĕпе усă курман çĕрсем 2000 гектар ытла. Вĕсене пусă çаврăнăшне кĕртни – ку енĕпе пысăк резерв. Кун пек çĕрсем уйрăмах Ильинка, Шетмĕпуç, Ярапайкасси ял тăрăхĕсен территорийĕсенче сахалах мар. Унпа пĕрлех вара ял хуçалăх культурисен тухăçне ÿстересси, çĕрсемпе эффективлă усă курасси пирки те манма кирлĕ мар.

Çавна та палăртнă пулăттăм. Чăвашсем пĕччен хулă хуçăлать тесе ахаль каламан пулĕ. Иртнĕ вăхăтра хăш-пĕр пысăк хуçалăхсем пайланас-вакланас çул çине тăчĕç. Практика вара халĕ урăххине çирĕплетсе парать. Пĕчĕк хуçалăхсем хальхи хаклă тăракан çĕнĕ техникăна та туянма пултараймаççĕ, кредитсем илме те майсем сахалрах.

Тутар, Мордва Республикисенчи хуçалăхсенче пĕрре кăна мар пулма тÿр килнĕ. Вĕсем епле ĕçлени пирĕншĕн те тĕслĕх пулса тăма тивĕç. Ку республикăсенче производство тĕсĕсене кура тĕрлĕрен пĕрлешÿсем, холдингсем йĕркеленĕ. Çавна май вĕсен инвестицисемпе усă курма та, хăватлă çĕнĕ йышши техника туянма та майсем ытларах. Пирĕн халĕ тĕп тĕллев сахал йышпах ытларах ĕç пурнăçлама, продукци туса илме тытăнасси пулса тăмалла. Палăртрăм ĕнтĕ, çакна валли вак хуçалăхсен хевте çитеймĕ.

Президент уйрăммăн палăртакан тепĕр пĕлтерĕшлĕ задача вăл – экологи тĕлĕшĕнчен таса продукци туса илесси. Ку чăнах çапла пулмалла. Продукци калăпăшĕ çине кăна пăхни çителĕксĕр. Пахалăх пирки те манма юрамасть.

Пирĕн район «Чăваш Республикинчи ял хуçалăх районĕсен аталанăвĕн регион моделĕ» Европа комиссийĕн проектне хутшăнать. Çакă шăпах ĕнтĕ вăл экологи тĕлĕшĕнчен таса ял хуçалăх продукцийĕ туса илме тытăнассипе çыхăннă. Ку проекта Чăваш Республикипе Бавари специалисчĕсем пĕрле туса хатĕрленĕ. Паллă ĕнтĕ, çакă вăл пĕр кунхи ĕç мар, малашлăх валли палăртнă тĕллев. Апла пулин те ку тĕлĕшпе малтанхи утăмсене те пулин тума тытăнас пулать, вĕсем пур та ĕнтĕ. Çĕре сухаламасăрах акма-лартма хатĕрлесси пĕлтерĕшлĕ самант пулса тăрать. Минераллă удобренисемпе, тĕрлĕрен наркăмăшлă препаратсемпе пачах усă курмалла мар. Ял хуçалăх культурисене çут çанталăк мĕн панипе кăна çитĕнтермелле. Калăпăр, органикăллă удобренисем хире тиесе тухас пулсан та выльăхсем патĕнче хими препарачĕсемпе усă курма юрамасть. Паллă ĕнтĕ, пĕтĕм район шайĕнче çакна тăруках пурнăçа кĕртме май çук. Апла пулин те уйрăм хуçалăхсенче ку енĕпе çине тăрса ĕçлеме тытăнма май пур.

Ял хуçалăхне тăнăç аталантарас тĕлĕшпе палăртнă ытти ыйтусем пирки те чарăнса тăма пулать. Пĕтĕмпех вĕсем пирĕн пурнăç условийĕсене малашне лайăхлатса пырассипе çыхăннă. Апла пулсан мĕн палăртнине ăнăçлă пурнăçа кĕртессинчен никам та айккинче тăрса юлма пултараймасть. Çавăн чухне кăна пулĕ ăнăçу.

В. ШАПОШНИКОВ калаçнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика