Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Росгосстрах» – шанчăклă компани

23 декабря 2009 г.

Ÿкессе пĕлнĕ пулсан пурте тÿшек сарăттăмăрччĕ, анчах та пурнăçра мĕн сиксе тухассине пĕлместпĕр çав. Вăрă-хурахĕсем те çук мар, пушарсем те никама та хĕрхенмеççĕ. Хĕллехи кунсенчех акă пирĕн районта та юлашки вăхăтра уйрăм çынсен мунчисенче сахал мар пушар тухрĕ. Пурлăха вăрланă тĕслĕхсем те чылай. Мунчасене страхлакансем вара сахалтарах иккен.

«Ытларах пурăнмалли çуртсене страхлаççĕ те, мунчисем пирки манса каяççĕ. Мунчасем вара инкек-синкекпе пĕрле тăкакне те сахал мар кÿреççĕ», – çапларах пĕлтерет районта пулса иртнĕ тĕслĕхсене тишкерсе «Росгосстрах – Поволжье» компанин Чăваш Республикинчи тĕп управленийĕн филиалĕн Муркаш районĕнчи уйрăмĕн ертÿçи Валерий Иванович ВЯЗОВ.

– Паянхи кун тĕлне те пурăнмалли çурт-йĕрпе хушма хуралтăсене тата хваттерсемпе пÿлĕмсене страхламанннисем çук мар пулĕ-ха. Сирĕн компани вара хĕллехи вăхăтра ятарлă акци ирттернине илтнĕччĕ. Çакăн пирки каласа параймăр-ши;

– Чăнах та, кашни çулах декабрь–март уйăхĕсенче «Росгосстрах» компани «Çурт-йĕре хĕлле страхламалли тапхăр» акци ирттерет. Ăна пирĕн клиентсем те хапăлласах йышăннине калама пултаратăп. Çултан çулах çак акци вăхăтĕнче клиентсемпе тунă килĕшÿсем хушăнсах пыраççĕ. «Росгосстрах – Кил «Актив», «Классика», «Престиж» страховани енĕсем анлă сарăлчĕç. Юлашки çулсенче çынсем пурăнмалли çурт-йĕрти пурлăха та тĕпрен улăштарма тăрăшни сисĕнет, çапла вара ăна та тĕрĕс-тĕкел упрасси çинчен шутлаççĕ – страхлаççĕ. Декабрĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа мартăн 31-мĕшĕчченех пурăнмалли çуртсене, кил хуçалăхĕнчи ытти хушма хуралтăсене, дача çурчĕсене, коттеджсене страхласси 10 процент чухлĕ йÿнĕрех.

– Страховани ĕçĕн мĕн йышши енĕсемпе ĕçлет-ха «Росгосстрах» компани;

– Клиентсене услугăсемпе тивĕçтересси питĕ анлă. Мĕншĕн тесен пирĕн тĕп тĕллев – темĕнле инкек-синкек пулчĕ пулсан та, çынсене унчченхи пурнăç шайне малалла та тытса пыма пулăшасси. Çавăнпа та пирĕн услугăсем хушшинче çÿлерех асăннă çурт-йĕрпе килти пурлăха страхласси кăна мар, техника хатĕрĕсене те, çынсене хăйсене те, выльăха страхласси те. Пирĕн агентсем кашни клиентпах уйрăммăн ĕçлеççĕ: страхлас ĕçре те, инкек пулсан вырăна тухса тишкерессипе те.

– Эпĕ тата «Росгосстрах» компани иртнĕ ĕмĕрĕн 80-мĕш çулĕсенче яланхи клиентсем пулнă çынсене компенсаципе тивĕçтернине те илтнĕччĕ. Ку çĕнĕлĕх е компанин ырă йăли çапла;

– Иртнĕ ĕмĕрĕн 70–80-мĕш çулĕсенче пирĕн 14994 клиент (ку ятарлă журналти список тăрăх) хăйсене, ачисене нумай çуллăха (мăшăрланнă тĕле, 18 çул тултарнă тĕле) страхланă. Анчах та çав вăхăтра патшалăх çак укçана тÿлеймен. Ритуаллă услугăсене те тÿлетпĕр, страхлакан çын вилнĕ пулсан та, 6000 тенкĕ таран компенсаци тухать. Çапла вара 1992 çулхи январĕн 1-мĕшĕччен пирĕн компанипе страхласси çинчен килĕшÿ тунă çынсен халĕ компенсаци илме май пур.

– «Росгосстрах» кăçал 88 çул тултарчĕ ĕнтĕ. Паян вăл – çĕршыври тăнăç аталанса пыракан страхлакан компанисенчен пĕри. Анчах та çак вăхăтрах хăшĕ-пĕрисем эсир ертсе пыракан уйрăм та, компани пĕтĕмĕшле пĕтет тенине те илтме тÿр килчĕ. Ку пĕрре те чăнлăхпа çыхăнман сас-хура пулĕ тесе шутлатăп.

– Эсир тĕрĕсех шутлатăр. «Росгосстрах» 88 çул ытла ĕçлесе пысăк авторитет çĕнсе илме пултарчĕ ĕнтĕ. Вăл ĕнер те пулнă, паян та ура çинче çирĕп тăракан компани шутланать, ыран та пулать. Мĕншĕн тесен тĕнчери экономика кризисĕн тапхăрĕнче страхлакан пĕчĕк компанисем сахал мар пĕтрĕç. Юлашки 5 çул хушшинче Раççей Федерацийĕнче 840 пĕчĕк компани пĕтрĕ. Кăçал – тепĕр 70-шĕ. Чăваш Республикинче çакнашкал 17 компани пĕтсе ларчĕ. Вĕсен клиенчĕсем вара эпир мĕнле ĕçленине курса «Росгосстрах» компание шанаççĕ.

Пирĕн уйрăмăн паянхи кун тĕлне 18 пине яхăн клиент. Кăçал страховани килĕшĕвĕсен шучĕ пĕтĕмĕшле пĕлтĕрхинчен 15 процент чухлĕ пысăкрах пулчĕ. Сăмахран, кăçалхи 11 уйăхра машинăсене обязательнăй йĕркепе страхласси пĕлтĕрхи çулăн 186 проценчĕпе танлашрĕ, транспорта хăй ирĕкĕпе страхласси – 145 процентпа. Çынсем çурт-йĕрпе пурлăха (пурăнмалли çуртсем, хваттерсем тата унти пурлăх та кĕрет) страхласси те 12 процент чухлĕ ÿсрĕ. Выльăх-чĕрлĕхсĕр пурăнмасть ял çынни, ăна та страхлать. Ку кăтарту 105 процентпа танлашрĕ ĕнтĕ. Пĕлтĕр пирĕн компани çынсен пĕтĕмĕшле 3 миллиард та 606 миллион тенкĕлĕх хакланă çурт-йĕрĕшĕн, пурлăхĕшĕн, çынсемшĕн тата ыттишĕн те ответлă пулса тăчĕ. 2009 çул пĕтмен-ха, эпир вара хальлĕхе хамăр çине 3 миллиард та 996 миллион тенкĕлĕх яваплăх «илме пултартăмăр». Страхланă взноссен калăпăшĕ кăçал 24,5 миллион тенкĕпе танлашса пырать. Пĕлтĕр çак кăтарту 19 миллион тенкĕ чухлĕ пулнă. Юлашки 5 çул хушшинче çак кăтарту икĕ хут ÿсрĕ. Кăçалхи 11 уйăхра тĕрлĕ страхлакан килĕшÿсем тăрăх çынсене пурĕ 8 миллион тенкĕ ытла укçа тÿлерĕмĕр.

Çапла вара, хăвăрах куратăр, çакăн пек вăйлă компани пĕтме те пултараймасть. «Росгосстрах» çине нимĕнле кризис та витĕм кÿмерĕ. Эпир малаллах аталанатпăр.

Пирĕн яланхи клиентсене тата Муркаш районĕнчи мĕн пур çынна çитес Çĕнĕ çул уявĕ ячĕпе саламласа пурнăçра «Росгосстрах» тивĕçтерекен шанчăклăхпа усă курма сĕнетĕп. Пурнăçра телейпе тăнăçлăх, ырлăх-сывлăх сунатăп.

Н. НИКОЛАЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика