Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кашнин ыйтăвне тивĕçтерме тăрăшатпăр

23 декабря 2009 г.

«Çапла, кризис условийĕсенче халăха ĕçпе тивĕçтермелли программа валли эпир тата 668 миллион та 700 пин тенкĕ хушма укçа уйăртăмăр. Унпа 39 пин çынна вăхăтлăх ĕçе вырнаçтарнă. 1 пин те 170 ĕçсĕр çынна хăйсен бизнесне йĕркелеме укçа-тенкĕ панă. Çапах та 5 пин те 300 çын хăйсене професси енĕпе маларах вĕрентессипе килĕшни пĕлтерĕшлĕрех. Министрсен Кабинетне, халăха ĕçпе тивĕçтерекен службăсене, ĕç паракансене çакна шута илме ыйтатăп: ĕçлекеншĕн те, республикăшăн та ХХ ĕмĕрти малашлăхсăр ĕç вырăнĕсене сыхласа хăварассишĕн пысăк укçа-тенкĕ тăкаклама кирлĕ мар, ун вырăнне укçа-тенке çынсене çĕнĕрен вĕрентсе хатĕрлеме, малашлăхлăрах, XXI ĕмĕрти производствăсене кирлĕрех çĕнĕ профессисене алла илме яни тĕрĕсрех. Психологи тĕлĕшĕнчен нумайăшĕшĕн çакна тума йывăр. Анчах гарантиленĕ ĕç вырăнĕ пултăр тесен çакна тумаллах».

(Чăваш Республикин Президенчĕ Н. Федоров республика Патшалăх Канашне янă Çыруран).

Çынсене ĕçпе тивĕçтерессипе, çĕнĕ ĕç вырăнĕсем йĕркелессипе республикăн тĕллевлĕ программине тата ведомство тĕллевлĕ программине тĕпе хурса ĕçлетпĕр. Çак вăхăта официаллă майпа ĕçсĕррисем тесе районĕпе 152 çынна регистрацилесе учета тăратнă. Ку вăл ĕçлеме пултаракансен йышĕн 0,69 проценчĕ пулать.

Çынсене ĕçе вырнаçтарассипе кăçал япăх мар ĕçлерĕмĕр. Заданипе пăхнă пек çулталăк хушшинче 750 çынна ĕçе вырнаçтармаллаччĕ пулсан, 1195 çынна ĕç тупса пама пултартăмăр. Вăл шутран 14–18 çулсенчи çамрăксене – 652. Çав тĕллевпе 327 пин те 400 тенкĕпе усă курнă. Çулталăк пуçланнăранпа вара хамăр патра 1542 çынна учета тăратрăмăр.

Ĕçсĕр юлнисенчен чылайăшне обществăлла ĕçсене явăçтарма май килчĕ. Ку енĕпе çулталăк планне пурнăçларăмăр ĕнтĕ. Обществăлла ĕçсене явăçтарнисем 111 çын пулчĕ.

Планпа пирĕн çынсене çĕнĕ профессисене 60 çынна вĕрентмелле пулнă. Районти ĕçпе тивĕçтерекен центр урлă 65 çын ĕç рынокĕнче паян кирлĕ профессисене илме пултарчĕ. Ку тĕллевпе 424 пин тенкĕпе усă курнă. Кунпа пĕрлех вĕсене вĕренме çÿреме çул укçи 62 пин те 500 тенкĕ тÿленĕ. Планпа пăхнă пекех, уйрăмах хÿтлĕхсĕр юлнисене 3 çынна вĕренме майсем туса панă.

Заданипе пăхнă пекех, професси ориентацийĕ енĕпе занятисене йĕркеллĕ ирттернĕ. 15 çын тĕрлĕрен клубсене çÿренĕ. Ĕçсĕррисем валли вакансисем 65 пулнă.

Ĕçсĕррисене пособи тÿлесе тăнипе, вăхăтлăх обществăлла ĕçсене явăçтарнипе пĕрлех вĕсене яланлăх ĕç вырăнĕ тупса пани, хăйсен харпăр хăй производствине йĕркелеме майсем туса пани пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çавна май республикăн тĕллевлĕ программипе килĕшÿллĕн кăçал районти ĕçсĕррисем валли 2 миллион та 58 пин тенкĕ уйăрса панă. Уйăрнă укçа-тенкĕпе пĕтĕмпех усă куртăмăр. Хăйсен производствине йĕркелес шутлисенчен районти ĕçпе тивĕçтерекен центра бизнес-плансем тăратакансем 35 çын пулчĕ. Вĕсене ĕç ушкăнĕсен ларăвĕсенче сÿтсе явса хак патăмăр, ыйтăвĕсене тивĕçтертĕмĕр. Уйрăммăн илес пулсан, хурт-хăмăр ĕрчетме, тĕрлĕрен ял хуçалăх культурисене çитĕнтерме, выльăх-чĕрлĕх продукчĕсем туса илме, хресчен-фермер хуçалăхĕсем йĕркелеме тата ытти ĕçсене пуçăнма кăмăл тăвакансем пулчĕç.

Предприятисемпе, организацисемпе, шкулсемпе, ял тăрăхĕсемпе, пĕрлешÿллĕ хуçалăхсемпе килĕшÿсем туса ĕç вырăнĕсем йĕркелерĕмĕр. Кун пекисем пĕтĕмпе 75 пулчĕ. Вĕсенче пирĕн планпа 1054 ĕç вырăнĕ хатĕрлеме пăхнăччĕ. Эпир вара ĕç вырăнĕсене 1700 йĕркелеме пултартăмăр. Вăл шутран ĕçрен массăллă хăтарма пултарнисем валли вăхăтлăх ĕç вырăнĕсем 1239, обществăлла ĕç вырăнĕсем 385, стажировкăна янисем 76. Çав тĕллевпе пĕтĕмпе 17 миллион та 278 пин те 643,6 тенкĕпе усă куртăмăр.

Юлашкинчен çавна каласа хăварасшăн. Республика Президенчĕ ЧР Патшалăх Канашне янă Çырăвĕнче пирĕн служба умне те пысăк задачăсем кăларса тăратрĕ. Вĕсене эпир аван ăнланатпăр. Мĕншĕн тесен эпир епле ĕçленинчен, эпир хамăр умри тивĕçсене мĕнле пурнăçласа пынинчен çынсен пурнăç шайĕ, тĕрĕссипе обществăри тăнăçлăх та нумай килет. Çавна шута илсе тунă ĕçсемпе çеç çырлахса ларма шутламастпăр, малашлăх валли татах сумлăрах задачăсем палăртатпăр.

Т. АНТОНОВА,

районти ĕçпе тивĕçтерекен центр директорĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика