Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Саккун вăл пуриншĕн те пĕрре

02 декабря 2009 г.

Паянхи рубрикăна район прокурорĕн пулăшаканĕ Екатерина Николаевна КУЗЬМИНА ертсе пырать.

Ачасемшĕн – пособисем

Ача çуратнă хыççăн ăна пăхма уйăхсерен тÿлекен пособипе тăхтав тума юрать-и тата çакă тĕрĕс-и;

«Свобода» хуçалăх ĕçченĕсем.

«Раççей Федерацийĕнчи ача прависен тĕп гарантийĕсем çинчен» Федераллă Саккунпа килĕшÿллĕн ачасен интересĕсем тĕлĕшпе пăхнă патшалăх политики приоритетлă шутланать. Çав гарантисем «Ача пур граждансене патшалăх пособийĕсем парасси çинчен» Федераллă Саккунран, РФ Правительствин 2006 çулхи декабрĕн 30-мĕшĕнчи 865-мĕш номерлĕ «Ача пур граждансене патшалăх пособийĕсем шутласа парасси тата тÿлессин положенине çирĕплетесси çинчен» Постановленийĕнчен тухса тăраççĕ.

Асăннă çырупа иртнĕ кунсенче «Свобода» тата «Герой» хуçалăхсене тĕрĕслерĕмĕр. «Свобода» хуçалăхра вăл пособисен виçи октябрь уйăхĕшĕн 65 пин тенкĕ, «Герой» хуçалăхра 2 ĕçчен умĕнчи парăм 11 пин тенкĕ пулни палăрчĕ.

Прокуратура хушша-хуппа кĕнипе çитменлĕхсене пĕтернĕ.

Милици çамрăксем тĕлĕшпе

Çул çитмен çамрăксене милицине тытса кайни яланах саккунлă-и; Е хирĕç чĕнеймен çамрăксемпе темĕн тума та юрать-и;

В. КРУГЛОВ.

Çакăн пек ыйтусемпе пирĕн патăмăра час-часах килеççĕ. Çакна шута илсе нумаях пулмасть шалти ĕçсен пайĕнче ĕçлекенсем çул çитмен çамрăксене тытса шалти ĕçсен пайне илсе пынă çĕрте саккунлăха пăхăннине тĕрĕслерĕмĕр. Тĕрĕслевре çул çитмен çамрăксене шалти ĕçсен пайне илсе пынă чух саккуна пăснă тĕслĕхсем те çиеле тухрĕç: «япăх поведенишĕн», «уроксем сиктернĕшĕн», «ыйтса пĕлме», çамрăксене шалти ĕçсен пайĕнче 3 сехет ытла тытни.

Район прокурорĕ çак çитменлĕхсене пĕтерме хушса тата ку тĕлĕшпе йĕрке пăснисене явап тыттарма ыйтса шалти ĕçсен пайĕн пуçлăхĕ ячĕпе представлени тăратнă.

Çĕрпе тĕллевлĕ усă курасси

Паян ял хуçалăх çĕрĕсем çум айне пулнипе пĕрлех ăçта кирлĕ унта тĕрлĕ ăпăр-тапăр тăкса тултарнипе те хăтлăха çухатрĕç. Çакăн çине ял тăрăхĕсем те пÿрне витĕр пăхаççĕ. Мĕн патне пырăпăр капла; Район прокуратури ял тăрăхĕсенче çĕрпе усă курнине тĕрĕслет-и; Явап тытнă пуçлăхсем пур-и;

И. СОЛОВЬЕВ, А. АСТРАХАНЦЕВ.

Çĕрпе тĕллевлĕ усă курасси – паян кун йĕркинче тăракан тĕп ыйтусенчен пĕри. Ивановкăра тĕрлĕ ăпăр-тапăр пухмалли полигона хута ярсан ялсенче тирпей-илем ытларах пуласса шанас килет. Анчах çакă паян ответлă пулмасан та юрать тенине пĕлтермест. Ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсемпе ял тăрăхĕсенче епле усă курнине эпир хамăр енчен пăхса-тĕрĕслесех тăратпăр.

Раççей Федерацийĕн Конституцийĕпе килĕшÿллĕн кашнийĕнех таса та тирпейлĕ тăван тавралăхпа усă курма, унăн ытамĕнче канма право пур. Çакăнпа пĕрлех Конституцире пурин те çут çанталăкпа тăван тавралăха сыхламалли пирки, çут çанталăк пуянлăхĕпе тирпейлĕ пулмалли çинчен, çакă Раççей Федерацийĕн территорийĕнчи халăх пурнăçĕн тăнăç аталанăвĕн никĕсĕ пулнине палăртнă.

«Тăван тавралăх сыхлавĕ çинчен» Федераллă Саккунăн 51-мĕш статйипе килĕшÿллĕн производство каяшĕсене вĕсен хуçисем пĕр çĕре пухса тавралăха сиен тумасăр пытарма тивĕç.

Çĕр кодексĕпе çĕре тăван тавралăхăн тĕп компоненчĕ тата ял хуçалăхĕн производство хатĕрĕ тесе палăртнă.

Çĕрсене упрас тĕллевпе çĕр участокĕсен хуçисен ятарлă ĕçсем туса ирттерессинчен те пăрăнмалла мар: химилле препаратсемпе тата хатĕрсемпе, производствăпа йăла каяшĕсемпе вараласран тăтăшах сыхланмалла.

Çĕр хуçисен çĕр участокĕсемпе вĕсене мĕн тĕллевпе илнине кура усă курмалла. Усă курнă чух тăван тавралăха тата çĕр пахалăхне сыхлассине малта тытмалла.

Район прокуратури кăçалхи октябрь уйăхĕнче Чăваш Республикинчи фитосанитарипе ветеринари надзорĕн Федераллă служба Управленийĕн çĕр тĕрĕслев пайĕн инспекторĕпе РФ çĕр законодательствине Катькас тата Мăн Сĕнтĕр ял тăрăхĕсенче епле пăхăннине тĕрĕслерĕмĕр.

Тĕрĕслевре ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсем çинче йăла тата строительство каяшĕсемпе тултарнă санкцилемен вырăнсем куç тĕлне пулчĕç. Çапла вара çĕрсемпе тĕллевлĕ усă курманшăн асăннă ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен административлă майпа явап тытма тиврĕ.

Алă çĕкленĕ çеç мар...

Ача çуратма хатĕрленекен хĕрарăм çине алă çĕкленĕшĕн суд пулать тетчĕç. Пĕлес килет, мĕнпе вĕçленчĕ-ши çак уголовнăй ĕç;

О. ТАРАСОВА.

Çапла, пирĕн практикăра кунашкал ĕç те пулса иртрĕ. 2009 çулхи ноябрĕн 3-мĕшĕнче В.Б. Иванов тĕлĕшпе Раççей Федерацийĕн Уголовнăй Кодексĕн 112 статйин 1-мĕш пайĕнче пăхнă преступление тунăшăн район сучĕ приговор кăларчĕ. Хăйсем хушшинчи хирĕçĕве пула В.Б. Иванов 6 уйăхри йывăр хĕрарăма, арăмне, ыраттарас шутпах пуçран тата алăсенчен çапса пĕтернĕ, пÿрнине хуçнă.

Çемьере пĕчĕк ача пуррине тата вырăнтан килĕшÿллĕ характеристика панине кура миравай судья приговорĕпе В.Б. Иванова пĕр çулталăк та 4 уйăха ирĕкрен хăтарассине пĕр çулталăк та 6 уйăха условнăй айăплавпа ылмаштарнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика